Лантăш вăрманĕн уçланкинче

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 18:45 Просмотров: 73

Ай, илемлĕ-çке уçланки!

Июнĕн 12-мĕшĕ муркашсемшĕн икĕ уявпа асра юлĕ. Пĕри – Раççей кунĕ, тепри – çур аки хыççăнхи çулсерен ирттерекен Акатуй. Кăçал ку уяв черетлĕ 70-мĕш хут иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх йышлă халăх ирех Лантăш вăрманĕн уçланкине пухăнма тытăнчĕ. Кунĕ те уяв валлиех тейĕн, ăшă та уяр çанталăк пулчĕ. Çавна кура çакăнта пухăннисем те савăк Уява кăçал Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалларĕç. Çак темăсем уявра аван курăнчĕç. Лантăш уçланкине кĕрсенех истори тапхăрĕ куç умне тухрĕ. Калайкасси шкулĕнчи «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ вăрçă вăхăтĕнче ачасемпе хĕрарăмсем, ватă çынсем тылра мĕнле ĕçленине сăнарларĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă коллектив хастар пулчĕ, уяв хăнисене ташша чĕнме те манмарĕ. Темипе çыхăннă Курав умĕнче те çынсем пухăннăччĕ. Аслă Çĕнтерÿ çулĕнчи çуркуннене аса илтерекен самантсем пулчĕç уявра. Çакă курав йĕркелÿçисен тумĕнчен те аван курăнчĕ. Ал ĕç ăстисен куравĕ те пуян, мĕн кăна çук пулĕ унта – тĕрлĕ эрешрен пуçласа ĕç хатĕрĕ таранах. Утă çулма вăхăт çитнĕрен сутлăха çĕнĕ çава илсе тухакан та пулчĕ. Ку ĕç хатĕрĕ манăçа тухман-ха, халĕ те вăл чылайăшне кирлĕ. Республикăран килнĕ делегаци вĕсен умĕпе иртнĕ чух Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов алла çава тытса пăхмасăр чăтаймарĕ, икĕ-виçĕ çаврăм çулса та кăтартрĕ. «Утă çулма манман-ха эпĕ», – терĕ вăл.

Саламсем, ăшă сăмахсем...

Сехет йĕппи малалла шурĕ, уявăн тĕп саманчĕ те çитрĕ. Сцена çине Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов тухса саламларĕ, çур аки ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, муркшсем çур аки ирттерессипе ума лартнă тĕллеве туллин пурнăçланă, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9 пин гектара яхăн акса хăварнă. Пахча çимĕçпе çĕр улми лартас плана та пурнăçланă, çĕр улми – 320 гектар, пахча çимĕç 123 гектар йышăнать. Пĕр çул ÿсекен курăк культурисене 453 гектар çинче акнă. Техника культурисем 537 гектар йышăнаççĕ, вăл шутра рапс – 399 гектар. Выльăх апачĕллĕх кукуруза 1277 гектар çинче акнă. Округри мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенчи ака лаптăкĕ 30 пин ытла гектарпа танлашать, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 22 пин гектар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов саламларĕ, регион пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсене хăйĕн ячĕпе те ăшă сăмахсем каласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу Уяв сцени çине Чăваш Патшалăх Канашĕн депатучĕ Николай Угаслов тухса ял ĕçченĕсене саламларĕ, муркашсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр çитĕнÿсем туса малалла утнине, аттесемпе асаттесен ырă ĕçне малалла тăснине каларĕ. «Муркашсем хастар, кунта ĕçчен, уçă та ырă чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ», – терĕ вăл. Тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ, муркашсене 50 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Муркашсене икĕ уявпа депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов саламларĕ. Çавăн пекех Чăвашпотребсоюзăн право управленийĕн ертÿçи Надежда Чаленко, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата ыттисем ăшă сăмахсем каласа ăнăçу сунчĕç. Уявăн торжествăлла пайне культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ вĕçлерĕ. Сцена çинче кунĕпех художество пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм артистсем куракана савăнтарчĕç.

Кам илĕртÿллĕрех, хăшĕ çивĕчрех?

Сцена хыççăн уçланкăн тепĕр енĕпе çаврăнатпăр. Акатуй уявĕнчи тепĕр лаптăк вăл – «Ял картишĕсем» конкурс шайĕнче иртекен территори пайĕсем хатĕрленĕ хуçалăх картишĕсем. Пĕри лайăх хатĕрленнĕ, тепри начартарах тесе калаймăн, пурте маттур. Кашни хуçалăх хăйне майлă кăсăклă. Сумлă хăнасем вĕсенче кашнийĕнче пулса курчĕç. Хăнасене кашни «пÿртре» ăшшăн кĕтсе илчĕç, аслисен йăли-йĕркипе, çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе, тарават сăмахпа. Кунта – ăрусен çыхăнăвĕ. Картишсем иртнĕ кунсене аса илтереççĕ, вĕсенче иртнĕ ăрăвăн йăли-йĕрки, ĕçĕ-хĕлĕ, чăвашлăх курăнать, çавăн пекех хальхи вăхăтра тыл салтаксене пулăшнине те сăнарланă. 1945 çулхи май кунне аса илтерекенсем те пулчĕç. Чăвашсем мĕн авалтан ĕçченлĕхпе, тараватлăхпа палăрса тăнă. Çак хаклавсем халĕ те чакман-ха муркашсенче, вĕсем малтанхи пекех ăшă кăмăллă çынсем. Сумлă жюри пайташĕсене çăмăлах килмерĕ вĕсене хаклама. «Ял картишĕ» конкурсра пĕрремĕшсем – шетмĕпуçсем, иккĕмĕшсем – катькассем, виççĕмĕшсем – çатракассисем.

Лантăш уçланкинче тепĕр кăсăклă лаптăк та пулчĕ.

«Культура» наци проекчĕ шайĕнче килнĕ автобус патĕнче çамрăксем ытларах пухăнчĕç. Унта «Яркое лето в Чувашии» тесе пĕлтернĕ баннер тăрать. Аса илтеретпĕр, кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинче регион ертÿçи Олег Николаев сĕннипе «Яркое лето в Чувашии» проект ĕçлеме пуçларĕ. Вăл регионти çуллахи тапхăрти культура ĕç-хĕлне пĕрлештерекен информаци ресурсĕ шутланать. Халĕ регионта пурăнакансемпе унăн хăнисем проект сайчĕ пулăшнипе республикăра иртекен илемлĕ те кăсăклă мероприятисем пирки пĕлме пултарĕç: пысăк фестивальсемпе концертсем, тĕрлĕ уявпа спорт турнирĕсем пирки. Çак проект çынсен кăмăл-туйăмне çĕклеме, уява илемлетме пулăшать. Акă Акатуйра çынсем Ярославка территори пайĕнчи çамрăксен «Самана» ансамблĕн пултарулăхĕпе киленме пултарчĕç. Спорт площадкинче те хаваслă сасă тăратчĕ, куракансем спортсменсене хавхалантараççĕ. Муркашсем спортăн кашни тĕсĕнче хастар. Уява килнисем армспортра, ирĕклĕ майпа кĕрешессинче, боксра вăй виçрĕç, турник çинче туртăнчĕç. Волейбол площадки тавра та халăх йышлăн пухăннă. Çак ăмăртусем хĕрÿ иртнине уява хутшăнакансем курса тăчĕç. Ачасен вара хăйсен пĕчĕк хули. Унта вĕсем валли мĕн кăна йĕркелемен пулĕ? Ачасем ярăнчĕç, сикрĕç, вылярĕç, пылак çимĕçпе сăйланчĕç. Уявсенче эпир Муркаш райповĕ тата Мăн Сĕнтĕр райповĕ тĕрлĕ тутлă çимĕç сĕннине курма хăнăхнă. Çак кун вĕсен обществăлла апатлану предприятийĕсем çынсен ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Какай шÿрпи кăна мĕне тăрать. Предпринимательсем те тĕрлĕ çимĕç сĕнчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан – уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, никама та кичем пулмарĕ тесе шухăшлатăп. Йĕркелÿçисем хастар пулнă. Муркашсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Çавăнпа та Муркаш ячĕ тĕрлĕ ĕçпе республика шайĕнче те малта.

Мĕнле уяв-ха вăл чыславсăр?

Сцена çинче – сумлă çĕр ĕçченĕсем. Вĕсем çине пăхсан чун-чĕре савăнать. Çаксем мар-и-ха Муркаш çĕрĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕ? Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ял хуçалăх производствин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне çаксем тивĕçрĕç: Юрий Карандаев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн техника тĕрĕслевĕн инженерĕ; Валерий Степанов, «Куснар» агрофирма» акционерлă обществăн водителĕ; Галина Яковлева, Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн автомобиль водителĕ Владислав Аркадьев тивĕçрĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе çаксене чысларĕç: Вера Ефимовăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн чăх-чĕп пăхаканне; Валерий Иванова, «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн выльăх-чĕрлĕх пăхаканне; Сергей Ильина, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторист-машинистне; Надежда Каргинана, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн чăх-чĕп пăхаканне; Николай Ковалева, «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне; Сергей Кондакова, «Куснар» агрофирма» акционерлă обществăн механизаторне; Юрий Муравьева, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн чăх-чĕп пăхаканне; Владислав Никитина, «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне; Зоя Петровăна, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн поварне; Александр Семенова, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен производство кооперативĕн коммерци директорне. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне çаксем тивĕçрĕç: Юрий Анисимов, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн операторĕ; Олег Вишнев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн операторĕ; Константин Димитриев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн аталану менеджерĕ; Фадей Добровольский, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн котельнăй операторĕ; Ирина Капитонова, Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникĕ; Вячеслав Фомин, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн грузчикĕ. Майăн 30 – июнĕн 1-мĕшĕсенче республикăра «Ялта чи лайăххи» ятпа агроволонтерсен тăваттăмĕш слечĕ шайĕнче спартакиада иртрĕ. Çавăнта пултарулăхпа палăрнăшăн çак хастарсем Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç: Алексей Кириллов, Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ; Андрей Мясников, Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ; Надежда Никитина, Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ; Михаил Николаев, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ. Культура сферин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Кашмашри Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи Петр Борзаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Чăвашпотребсоюз канашĕн йышăнăвĕпе 2024 çулхи социаллă ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш райповĕ пĕрремĕш вырăн тивĕçнине пĕлтерчĕç. Муркаш райповĕн «Общепит» обществăн «Муркаш» кафе поварне Елена Максимовăна «Ветеран потребительской кооперации Чувашской Республики» ят парса чысларĕç. Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотине илекенсем çаксем: Инна Григорьева, Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕн ертÿçи; Галина Никонорова, Сосновкăри библиотека ертÿçи; Виктор Сергеев, Йÿçкассинчи Культура çурчĕн ертÿçи; Маргарита Мышева, Йÿçкассинчи «Сипет» халăх театрне хутшăнакан; Лидия Павлова, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ; Виталий Романов, Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» фольклор халăх ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи; Надежда Кондукторова, Катькасри Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи.

Патшалăх пулăшăвĕ

Патшалăх пулăшăвĕн мелĕсем тĕрлĕрен, уйрăмах нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иринăпа Артур Беловсен нумай ачаллă çемйи тÿлевсĕр паракан çĕр лаптăкĕн сертификатне тивĕçрĕ. Мăшăр виçĕ ача ÿстерет, вĕсен усă курмалли çĕр лаптăкĕ Патаккассинче. Зинаидăпа Алексей Ковалевсем те çакăн пек сертификата илме чыслă пулчĕç. Вĕсем те çав ялти çĕр лаптăкĕпе усă курĕç. Çемьере виçĕ ача ÿсет. Раççей Федерацийĕн «Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан Российской Федерации» патшалăх программи пулăшнипе Кашмашри Алинăпа Сергей Валежниковсем хăтлă çурт-йĕрлĕ пулĕç. Вĕсем ку тĕлĕшри социаллă тÿлевпе усă курма ирĕк паракан свидетельствăна илме чыслă пулчĕç. Çемьере виçĕ ача ÿсет. Ытти чыслава тивĕçекен те йышлă пулчĕ уявра.

Роза Илларионова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6