Аталану çулĕпе малаллах утăпăр

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 18:11 Просмотров: 94

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе республика малалла ăнăçлă аталанать. кунта вара Муркаш округĕн тÿпи те çителĕклех. чухлĕ ÿсрĕ. Çулсеренех кунта халĕ 2300 Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнĕ май Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕпе алексей Матросовпа тĕл пултăмăр.

– Алексей Николаевич, юлашки пилĕк çула илер. Çак тапхăрта, сирĕн шутпа, округра республика правительстви пулăшнипе, хамăр тăрăшнипе мĕнле палăрăмлă улшăнусем пулса иртнĕ?

– Çак хушăра пурнăç палăрмаллах лайăх енне улшăнчĕ. Çĕнĕ объектсем турăмăр, çулсем, социаллă сфера учрежденийĕсене юсассипе нумай ĕçлерĕмĕр. Обществăлла вырăнсемпе картишсене тирпейлесе хăт кĕртессипе сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Халăхăн пурнăç условийĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Халăха паракан пулăшусем те хушăнсах пычĕç. Юлашки 5 çулта мĕн туни йăлтах Республика Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев, республика правительстви пулăшнипе пулса пычĕ.

– Малтан вĕренÿ сферине илер. Çĕршыв пуласлăхĕ шăпах – паянхи ачасен аллинче. Çавăнпа анлă пĕлÿллĕ, çĕршыва юратакан çынсем пăхса ÿстересси шкултан пуçланат. Шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе юлашки çулсенче сахал мар ĕç тунă.

– «Вĕрентÿ» сферинче, чăнах та, ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. 11 шкулта ачасене пур енлĕ аталанма май паракан «Точка роста» центрсем уçăлчĕç. Мăн Сĕнтĕр шкулне, «Солнышко» ача садне тĕпрен юсарăмăр. Мăн Сĕнтĕрпе Çатракасси шкул территорийĕсене паянхи кун ыйтнă пек йĕркелесе хăт кĕртрĕмĕр. 5 çул хушшинче 15 шкул автобусне çĕннисемпе улăштартăмăр. Чи палăрăмлă самант вара – 2022 çулта январь уйăхĕнче Кашмашра çĕнĕ шкул хута ятăмăр. Унта паян 121 ача вĕренет. Кунти вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен «В ритме искусства» пуçарулăх проекчĕ Раççей шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулса палăрма та ĕлкĕрчĕ. Пĕлтĕр вара Москакассинче çĕнĕ ача садне тума пуçларăмăр. Кăçал çулла ăна та хута яратпăр. Республика пулăшнипех шкулсенче терроризмран тата пушартан сыхланмалли системăна палăрмаллах çирĕплетрĕмĕр. Çавăн пекех медицина пÿлĕмĕсене паянхи кун ыйтакан оборудовани вырнаçтартăмăр. Мĕнпур 11 ача садĕнче тата шкул çулне çитмен ачасен 2 ушкăнĕнче агролабораторисем уçрăмăр.

– «Культура» наци проекчĕпе тунă ĕçсене те палăртмалла. Мăн Сĕнтĕрте тата Муркашра тĕслĕхлĕ библиотекăсене хута янă. Çапла вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Халĕ вĕсене аслисем те, ачасем те юратса çÿреççĕ. асăннă библиотекăсене Олег Николаев та çитсе курчĕ.

– Чăннипех те, халĕ кунта хулари библиотекăсенчен пĕрре те кая мар. Ачасемпе çул çитмен çамрăксем валли пур енлĕ аталанмалли мĕнпур услови пур. Малтанхипе танлаштарсан, кунта çÿрекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çемйи-çемйипех килеççĕ кунта вăхăта усăллă ирттерме. Ку библиотекăсем ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те тĕрлĕрен пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама май паракан вырăн та пулса тăчĕ. Моделлĕ ача-пăча библиотеки тата çул çитмен çамрăксемшĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçмалли территори те шутланать.

– Ярапайкассинче тата çĕнĕ культура çурчĕ çĕкленчĕ.

– Çапла. 2021 çул вĕçĕнче Çĕнĕ çул умĕн уçрăмăр ăна. Çĕнĕ культура учрежденине çÿрекенсен йышĕ тÿрех 15 процентла ăнăçлă аталанать. кунта вара Муркаш округĕн тÿпи те çителĕклех. чухлĕ ÿсрĕ. Çулсеренех кунта халĕ 2300 яхăн тĕрлерен мероприяти ирттереççĕ. Кунта тĕрлĕрен 9 пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет. «Екрем» фольклор халăх ушкăнĕ Раççей шайĕнче иртнĕ халăх пултарулăх фестиваль-конкурсра «Традиции» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

Виталий РОМаНОВ, «Екрем» фольклор халăх ушкăнĕн ертÿçи:

– Çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлни вырăнти культура пурнăçне çĕн ĕ варкăш кĕртрĕ. Чăннипех культура керменĕ хăй патне илĕртет. Ĕçлес килет.

– Муркаш округĕ Шупашкар агломе-рацине кĕнĕрен республика правительстви тăрăшнипе пирĕн тăрăхра чылай çул-йĕре тĕпрен юсанă. Сăмахран, Турай енне каякан çула илер.

– Чăн та, «Моргауши – Тораево – Сура» çула юсас ĕç халь малалла пырать. Çак республика çулне «Безопасные качественные дороги» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш тапхăрта Турайран пуçласа Анаткассине çити 960 метр тăршшĕ тĕплĕн юсарĕç. Плотина урлă каçакан çула та тÿрлетрĕç. Пĕлтĕр вара çак объекта юсассин 2-мĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Хальхинче вара Çатракассинчен пуçласа Асламаса çитиччен юсаççĕ. Пурĕ 3,6 км тăршшĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленсен Турайран Етĕрнене тÿрĕ çулпа çÿреме май пулать. Ку çула тĕплĕн юсасси çакăнпах вĕçленмелле мар. 3-мĕш тапхăрпа вара Анаткассинчен Çатракассине çити юсĕç.

– Вырăнти çулсене пăхса тăрассипе те сахал мар ĕç тунă?

– Çул юсасси, ăна пăхса тăрасси пирĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Юлашки 5 çул хушшинче çул-йĕр фончĕ 2 хут ÿсрĕ. Çак хушăра вырăнти çулсене 33 км ытла юсама пултартăмăр. Унсăр пуçне «Безопасные качественные дороги» наци проекчĕпе 8 çула пурĕ 27 км юсарăмăр. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсем те çак ĕçрен айккинче тăмаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программипе тата çак 5 çулта ялсенчи 95 çула 66 км тăршшĕ юсама пултартăмăр.

Евгений Орлов, Турай территори пайĕн пуçлăхĕ:

– Турай çулне юсасса ку тăрăхра пурăнакансем нумай çул кĕтрĕç. Кашни пухура тенĕ пекех çак ыйтăва хускататчĕç. Ĕмĕтленни – çитрĕ. Çула юсаса çĕнетнипе ял çыннисем çав тери кăмăллă.

– Патшалăх паян промышленноçа, ял хуçалăхне аталантарма палăрмалла пулăшать. Фермерсемпе предпринимательсем, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем те пулăшусăр юлмаççĕ. Тем тĕрлĕ грант, субсиди пур паян. Ĕçле – ан ÿркен кăна.

– Ку, чăнах та, çапла. Юлашки 5 çул хушшинче пирĕн тăрăхри пĕчĕк тата вăтам бизнесри 1370 субъект пурĕ патшалăх пулăшăвне 272,5 млн тенкĕлĕх илме пултарчĕ, вĕсенчен пĕлтĕр –142 субъект çак пулăшăва 34,5 млн тенкĕлĕх тивĕçрĕ. Ял хуçалăхĕпе илес пулсан, грант пулăшăвне 27-ĕн 131,6 млн тенкĕлĕх илчĕç. Пĕлтĕр «Перспективăн» грантне 6-ăн çырла çитĕнтерме 35 млн тенкĕлĕх илчĕç, тепĕр виççĕн – «Агростартап» грантне 12 млн тенкĕлĕх. Патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене субсидисем парса та пулăшать. Юлашки 5 çулта 980 млн тенке яхăн илчĕç ăна вĕсем. Çакна та асăнмасăр иртме çук. 5 çулта 342 тĕрлĕ техника туяннă, ял хуçалăхĕнче пурĕ 763 млн тенкĕлĕх. Килте хушма хуçалăх тытакансене хăй тĕллĕн ĕçлекене куçарса патшалăх пулăшăвне парассипе ĕçлетпĕр. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланăранпа вĕсене 13 млн тенке яхăн патшалăх пулăшăвне панă.

– Пуçарулăх бюджечĕ, чăннипех, ялсен сăн-сăпатне улăштарма пулăшать. Республика ертÿçи Олег Николаев кашни проекта пурнăçа кĕртме пулăшма шантарчĕ.

– Кăçал пирĕн округра 63 проект пурнăçа кĕмелле. Пĕтĕмпе 211,1 млн тенкĕлĕх. Çав шутран халăх укçи-тенки – 21,3 млн тенкĕ. Асăннă проектсенчен 9-ĕнпе 6 км ытла çул юсама палăртнă. Тепĕр 27 проекчĕпе вара шыв пăрăхĕсемпе (28 км) башньăсене юсатпăр. 16 проектпа пушар сÿнтерме шыв илмелли пĕвесене тасатса хăт кĕртмелле. Çавăн пекех тата 3 ялта клубсем çĕкленсе ларĕç. Тепĕр 3 çĕрте ачасемпе спорт площадкисене тирпейлесе хăт кĕртĕпĕр.

– Округ центрĕ те тирпейленсе, илемленсе пырать. Паян та Муркаш центрĕнче ĕçсем пыраççĕ. Ялсенче те ку енĕпе сахал мар ĕç тунă.

– Муркашра та сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Çĕнтерÿ паркĕн обществăлла территорине икĕ тапхăрпа тирпейлесе çĕнетрĕмĕр. Çавăн пекех «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи тата ун хыçĕнчи пĕве йĕри-тавра (1 тапхăр) обществăлла территорисене хăт кĕртрĕмĕр. Парк йĕри-тавра карта тытса çаврăнтăмăр. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене те Муркашра тирпейлесе хăт кĕртрĕмĕр: Ленин урамĕнчи 28, 26, 32-мĕш çуртсемпе Красная площадь урамĕнчи 6, 4-мĕш çуртсен, 50 лет Октября урамри 14,12,10-мĕш çуртсен, Парковая урамри 1, 3, 3 а, 5, 5 а çуртсен, Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çурт картишĕсене. Çулсене те юсарăмăр округ центрĕнче, Чапаев урамĕнчи 1-мĕш çуртран пуçласа Колхозная урамри 4-мĕш çурт патне çити (220,5 м), Муркашри «Муркаш – Хорнуй – Платкасси» çула Шаптакри Центральная урамри 1-мĕш номерлĕ çурт патне çити, округ администрацийĕн çурчĕ умĕнчи вырăна юсарăмăр тата ытти те. Пуçарулăх бюджечĕпе Парковая урамри 12-мĕш çурт, Гагарин урамĕнчи 2-мĕш, 50 лет Октября урамри 1-мĕш çурт патĕнче машина лартмалли вырăнсене турăмăр. Пионерская урамра çул юсарăмăр. Пушар сÿнтерме шыв илмелли пĕвене тасатрăмăр. Хальхи вăхăтра вара Муркашри Ленин урамне (редакци умĕнчи лаптăк) тирпейлесе хăт кĕртес ĕç пырать. Кунти кивĕ асфальта тасатса кăларса тротуарсене брусчаткăран тăватпăр. Йывăçсем лартмалли вырăнсем, чечексем валли клумбăсем хатĕрлесе хурăпăр. Кану вырăнĕсем те пулĕç, саксемпе перголăсем вырнаçтарăпăр. Автотранспорта чарăнмалли тата вăхăтлăх тăмалли вырăнсене те пăхса хăварнă проектпа. Август çурриччен туса пĕтермелле çак ĕçсене. Юлашки  5 çул хушшинче çул-йĕр фончĕ 2 хут ÿсрĕ

– Сывлăх сыхлав сферинче ырă улшăнусем сахал мар пулса иртрĕç.

– Мĕн туни куç умĕнчех, чăнах та. Çак хушăра 5 çĕнĕ ФАП турăмăр. Çавăн пекех тепĕр 2 ФАПа тата 7 врач амбулаторине, поликлиникăн тĕп корпусне, Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ райбольницăн стационар корпусне тĕплĕн юсанă. Кăçал тата тепĕр çĕнĕ ФАП (Кăпасра) çĕкленсе ларчĕ. Унсăр пуçне 9 фельдшерпа акушер пунктĕнче, 3 врач амбулаторийĕнче, Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ райбольницăн поликлиникинче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Муркашра вара çĕнĕ поликлиника çуртне тума пуçларăмăр. Малашне куç тухтăрĕ, оторино-ларинголог, эндокринолог, невролог, дермато-венеролог, педиатрсем тата ытти тухтăрсем ял çыннисене шăпах çĕнĕ поликлиникăра йышăнĕç. Юлашки çулсенче больницăн автопаркĕ те палăрмаллах çĕнелчĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн 10 çăмăл автомашина килчĕ тата тепĕр санитари автотранспортне (УАЗ) туянтăмăр. Ку çеç те мар. Паянхи кун ыйтакан çĕнĕ оборудованисемпе пуянланчĕ больница. Цифр ăллă çĕнĕ рентген оборудованине, циф рăллă маммограф, операци сĕтелĕпе светильниксем, наркоз памалли тата ÿпкене искусствăлла майпа ĕçлеме пулăшакан аппаратсем, УЗИ аппарачĕсем, электрокардиографсемпе дефибрилляторсем тата ыт тине те туянтăмăр. ФАПсемпе врач амбулаторийĕсене те пĕтĕмпех çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă.

Юрий ТРОФиМОВ, Мăн Сĕнтĕр больницин ертÿçи, врач-невролог:

– Иртнĕ çул Мăн Сĕнтĕр больницин стационарне тĕпрен юсарĕç. Пирĕн ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхл анчĕç. Кунта сипленме килекенсем те питĕ кăмăллă.

– Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Чăваш ен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи комплекслă аталанăвĕн программине хатĕрленĕ. Кунта Муркаш округĕнче тумалли ĕçсене те палăртнă. Пирки кĕскен каласа парсан вырăнлă пулмалла.

– Асăннă комплекслă программăна кăçал пурнăçлама пуçлатпăр. Унта пирĕн 161 инфраструктура тата 20 инвестици проекчĕ кĕчĕ. Çак инвестици проекчĕсенчен ытларахăшĕ республикăри «Формирование региональной сети логистических центров» тата «Национальный турмаршрут» мега-проектсене кĕчĕç. Эпир хамăр Муркаш тăрăхне пур енлĕ аталанма май паракан икĕ проект-драйвер палăртса хăвартăмăр: Лантăш ялĕ патĕнче агротехнопарк тăвасси тата Атăл хĕрринче Ильинка ялĕпе Васильевка выççăлкки патĕнче туристсен кластерне аталантарасси. Çак 2 проект та Шупашкар агломерацин Мастер-планне кĕчĕç. Пĕрремĕш проектăн тĕллевĕ – пĕтĕм республика валли логистика тата апат-çимĕçе тирпейлемелли вырăн туса хурасси. Агротехнопаркра апат-çимĕç производствин комплексĕ, продукцие йышăнмалли терминалсем тата складсем пулĕç. Иккĕмĕш проекта вара ял çыннисемпе Муркаш тăрăхне килекен хăнасемшĕн канма, туризм услугипе ытларах усă курма майсем пулччăр тесе пурнăçлама палăртатпăр. Çакна валли «Ильинский» кану çурт территорине пĕтĕмпех çĕнетсе хăт кĕртетпĕр. Активлă кану паркне туса хуратпăр, кунта тĕрлĕ енлĕ спорт площадкисем пулĕç. Тата кунти пристане малалла аталантарма та тĕллев лартнă эпир. Проектпа яхтăсене пăхса тăмалли тата упрамалли инфраструктурăна йĕркелесе ярассине пăхса хăварнă.

– Калаçăва вĕçлесе çапла пĕтĕмлетÿ тума пулать. Малалла аталанма никĕс хывса хăварнă. Паян Муркаш округĕ аталану çулĕпе малалла утать. Умри тĕллевсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе туллин пурнăçлама пултарăпăр.

– Кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Республика Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева, республика правительствине пире, муркашсене, мĕн палăртнине пурнăçлама пулăшса пынăшăн чĕререн тав тăватăп. Малалла та çапла пĕрле пĕр тĕллевлĕн халăхшăн тата халăхпа пĕрле ĕçлĕпĕр.

Лидия Павлова калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6