Çапла пĕлтерчĕ Галина Степанова хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтсан. Вăл нумай çул Мулкачкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче вăй хурать.
Техникăна тимĕртен тăваççĕ пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула вăл та çĕмĕрĕлет. Эпир те, çынсем, çавăн евĕрлех. Çулсем иртсе пынă май сывлăх хавшать е чир-чĕр йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Юрать-ха вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу илме сывлăх сыхлавçисем пур. Вĕсем çине тăрса тăрăшнипе темĕнле амака та çĕнтерсе каллех тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратпăр. Çавăн пек нимĕнпе танлаштарма çук ырă ĕçĕ-хĕлĕшĕн тавах вĕсене. Пĕррихинче фельдшер пунктне çитсе унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тÿр килчĕ. Медицина пулăшăвĕ илме кунта мулкачкассисем, кÿршĕллĕ ялсенчен лапкассемпе тереçсем те çÿреççĕ. Вăхăт 8 сехет те çитменччĕ, апла пулин те Галина Степанова фельдшер ĕç вырăнĕнче. Сывлăх суннă май вăл ĕçе ирех пуçăннă пирки сăмах хускатрăм. Вăл 1968 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Лапкас ялĕнче çуралнă, Орининти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче тус-тантăшĕсемпе бригадăри ĕçсене хастар хутшăннă. Ашшĕ Гордей Елизаров бригадăра конюх пулса вăй хунă май, хĕр ача çу кунĕсенче лашасене улăх-çаран çинче кĕтме те пулăшнă. Амăшĕ Серафима Ивановна вара Ивановкăри питомникра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Кунта колхозсемпе совхозсенче тăпра эрозине хирĕç кĕрешсе тайлăм вырăнсенче çуркунне е çуркунне вăрман тăрăхĕсем лартса чĕртме пулăшас тĕллевпе мĕн чухлĕ çамрăк йывăç-тĕмпе хунавсем ÿстерсе панине шутласа та кăлараяс çук. Халĕ округ территорийĕнче ÿсекен çамрăк вăрман тăрăхĕсенчи хырсемпе чăрăшсем тата ытти йывăç – çак питомникра калчалăх вăрăран акса çитĕнтернĕскерсем. Амăшне те пулăшма ĕлкĕрнĕ вăл. Аппăшĕпе, Надьăпа, пĕрле кунта утăлăх ешĕл курăк çулнă, çамрăк йывăçсене вăй илсе ÿсме çум курăкран хÿтĕлеме хутшăннă. Кĕскен каласан, Галя та мĕн ачаранах ĕçе юратса, хăнăхса тата пиçĕхсе ÿснĕ.
– Халăха медицина пулăшăвĕ паракансен ĕçне питĕ кăмăллаттăм. Кĕçĕн çулсенче пирĕн киле Орининти фельдшер пункчĕн заведующийĕ З. Васильева час-часах пырса çÿретчĕ. Пирĕн сывлăхшăн тăрăшса укол тăватчĕ, тĕрлĕрен витамин парса савăнтаратчĕ. Вăл вара пирĕнпе, ачасемпе, яланах çемçе те ырă кăмăллăччĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче те ачасен сывлăхĕпе интересленетчĕ. Тепĕр чух пушă вăхăтра нимĕнле сăлтавсăрах ăна курас тĕллевпе фельдшер пунктне çула май кĕрсетухаттăмăрччĕ. Вашават та ырă чун-чĕреллĕ Зоя Константиновна фельдшер хăйĕн ĕçĕпе питех те кăмăла çĕклетчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă, аманнă салтаксен пурнăçне çăлса хăварма, ура çине тăратма пулăшнă. Çавăншăн çĕршывăмăрăн наградисене те тивĕçнĕ. З. Васильева маншăн та ырă сăнар пулнă. Çавăнпах эпĕ те, фельдшер ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине тĕпе хурса, пурнăç çулĕ çине тухсан медицина профессине илме шкул çулĕсенчех тĕллев латрăм. Анчах та кун пирки вара никама та, чи çывăх тус-тантăшсене те, чуна уçса пĕлтерме васкамарăм, – терĕ Галина Гордеевна фельдшер. Пурăна киле çак вăрттăнлăха çемьере уçса пама тивет ăна. Кун пирки пире хаваспах каласа пачĕ. Галя çуралнă кун туслă кил-йыш каçхи апата ларать. Ашшĕ хĕрне 17 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламласа калаçу пуçарать.
– Иртнĕ кунсенче Галя хĕрĕм вĕренекен класри ачасен ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулчĕ. Унта кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тухса малтанхи утăмсем тăвасси пирки те сăмах пычĕ. Директор та, класс ерÿçи те малашне кирек хăш ĕçре те ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем кирлĕ пирки асăнчĕç. Кала-ха, хăвăн кун-çулна мĕнле ĕçпе çыхăнтарасшăн? – тесе ыйтать ашшĕ. Галя вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, шкулти обществăлла ĕçсенче те маттур. Ахальтен мар ĕнтĕ ун çинчен вĕрентекенсем яланах ырăпа асăнаççĕ. Сĕтел хушшинче ларакансем çине савăк кăмăлпа пăхса илет те:
– Кун пирки эпĕ мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Атте-анне, эсир хирĕç мар пулсан, медицина профессине алла илесшĕн, – тет вăл, ашшĕпе амăшĕ çине савăк кăмăлпа пăхса тата кун пирки вĕсенчен тивĕçлĕ хурав кĕтсе. – Питĕ кирлĕ професси. Мана, ватă çынна, каччă çулĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнăскере, медицина пулăшăвĕ паракансен ырă ĕçĕ паянхи кун та асăмра. Вăрçăра йывăр сусăрлантăм, ура пĕççине осколок тивнипе утайми пултăм. Çар госпиталĕнче выртса сиплентĕм те каллех ура çине тăтăм. Унта ман пек йывăр суранланнă салтак сахал мар пулнă. Пире, аманнисене, сиплессишĕн хирургсемпе ытти сывлăх сыхлавçисем ывăнма пĕлмесĕр, вăй-хала шеллемесĕр тăрăшатчĕç. Вĕсем ырми-канми кĕрешнипе мĕн чухлĕ салтака вилĕмрен çăлса хăварнă пулĕ. Çавăн пек паттăрсем пулнипе чĕрĕ юлтăм. Хаяр вăрçăран Çĕнтерÿпе тăван киле таврăнтăм ... Эпĕ санăн ырă ĕмĕтÿпе кăмăллă, – тет ашшĕ хĕрне хавхалантарас тĕллевпе. Мал ĕмĕтлĕ Галя 1985 çулта Орининти вăтам шкултан вĕренсе тухать те çав çулах Шупашкара çул тытать. Медицина училищине вĕренме кĕрет. 1988 çулта фельдшерпа акушера вĕренсе тухнине çирĕплетекен дипломпа тăван енне таврăнать. Ăна хăй çуралса ÿснĕ ялĕпе çывăх Мулкачкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулма шанса параççĕ. Çавăнтанпа вара вăтăр çичĕ çул тăрăшать. Галина Гордеевна фельдшер хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Эпĕ фельдшерта ĕçленишĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Атте-анне умĕнче панă сăмахăма çилпе вĕçтермерĕм. Çавăншăн чăннипех савăнатăп, – терĕ Галина Степанова.
Фельдшер пунктне кĕрсе тухма та кăмăллă. Ĕç пÿлĕмĕсем таса та тирпейлĕ. Çакăншăн кунта Р. Наумова санитарка 15 çул тăрăшать. Мăшăрланса Галина Гордеевнăпа Иван Леонтьевич Степановсем туслă çемье çавăрнă. Çакна асăнса хăварма та кăмăллă. Галина Гордеевнăн икĕ хĕрĕ те амăшĕн ĕçне – сывлăх сыхлавçин профессине суйласа илнĕ. Мăшăрланса çемье çавăрнă. Аслă хĕрĕ Алена Карпова – социаллă педагог- психолог, «Промлит» пĕрлешÿре профсоюз пресс-служба секретарĕ, Ольга Миронова вара Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчен логопеда вĕренсе тухнă. Вăл – «Крылья» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн чирлĕ ачасемпе ĕçлекен дефектолог-логопечĕ. Эпир, унăн пулăшăвĕпе усă куракансем, Г. Степановăна ĕçченлĕхĕшĕн тата ял-йышпа ăшă кăмăллă пулнăшăн хисеплетпĕр, яваплă ĕçре ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр.
Александр ШАРИК ОВ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.
Август 2026 |
