Валерий ВЯЗОВ: «Ĕçĕме çынсен куçĕпе хак парса пытăм»

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 14:53 Просмотров: 208

Муркаш муниципалитет округĕ хăйсен ĕçне чунне парса пурнăçлакан, ыранхи куна пăхса вăй хуракан çынсемпе пуян. Çакă кашни отрасльти ĕç коллективĕнчех палăрать. Аслисен тăрăшуллă ĕçне çамрăксем те çичĕ хут тар тăкса малалла тăсаççĕ. Çапла вара Муркаш ен паян – пур ĕçре те ыттисемшĕн аталану тĕслĕхĕ. Ăна пирĕн несĕлсем ăруран ăрăва аталантарса, куçарса, ĕçпе çирĕплетсе пынă.

Çакна хăйсен ĕç тата пурнăç тĕслĕхĕпе çирĕплетекенсем пирĕн хушăмăрта паян та çук мар-ха. Вĕсем – Муркаш ен аталанăвне çÿллĕ шайра тытса, аталантарса пыракан çамрăксем. Кулленхи ĕçре вĕсем аслă ăрурисен тĕслĕхне малалла тĕллевлĕ аталантарни, аслисене тата вĕсен ĕçне шута хуни – шанчăк малашлăхлине çирĕплетет. «Йывăрлăха ĕç парăнтарать, ĕçрех çамрăклăх упранать. Çак йĕркене пирĕн муниципалитет округĕ самантлăха та куçран вĕçертмен, вĕçертмест те. Халĕ калани, ман шутпа, кашни коллектив аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Эпĕ халĕ калани уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк отраслĕсенче ĕçлекенсемшĕн те, техника паркĕнчи машина-тракторпа тирпейлĕ усă куракансемшĕн те, вĕренÿпе культура сферинче, сывлăх сыхлавĕпе строительствăра вăй хуракансемшĕн те, суту-илÿре ĕçлекенсемпе индивидуаллă предпринимательсемшĕн те пĕрлехи ăнăçу. Ун патне ĕçпе кăна çитме пулать», – муркашсен энциклопедине алла илсе калаçрĕ Муркаш муниципалитет округĕн Хисеплĕ гражданинĕ Валерий Вязов. 75 çул палăрăмлă вăхăт пулнине шута илсе хамăрăн паллă ентешпе тĕл пулса анлă калаçу ирттертĕмĕр. Халĕ унпа хамăр вулавçăсене паллашма сĕнетпĕр. Валерий Ивановичăн ĕç тата пурнăç опычĕ пянхи ĕç çыннисемшĕн те, çамрăк специалистсемшĕн те, пулас ăрушăн та пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатпăр.

– Валерий Иванович, эпир сирĕнпе черетлĕ юбилей кунĕ умĕн тĕл пултăмăр: июнĕн 8-мĕшĕнче – эсир çуралнăранпа 75 çул. Çак паллă кун умĕн хăвăр пурнăçа епле хак панă пулăттăр? Турă пани пурнăçланчĕ-и пурнăçра?

– Сирĕн ыйтăвăр çине пĕр сăмахпа хуравлама çук. Çавăнпа та пурнăçăн кашни тапхăрĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăни вырăнлăрах пулĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, малтанах атте-анне, пичче-аппа çинче кĕскен чарăнса тăрас килет. Анне – Мария Андреевна – 1911 çулта Тереç ялĕнче çуралса ÿснĕ, 10 ача çуратса ÿстерсе (эпĕ – кĕçĕнни) «Ача амăш-паттăр» ята тивĕçнĕ. Атте – Иван Кириллович (1904 ç) – колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтри пуçаруллă хресчен, ялти активистсемпе Çеменкассинче «Крестьянин» колхоз йĕркеленĕ. Малтанах унта 12 хуçалăх кĕнĕ. Нумай вĕреннĕ хресчен пулман пулсан та, яваплăхĕ пуррине кура ăна хуçалăх счетовочĕ пулма çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ хуçалăх аталанвĕн кашни утăмне шута илсе пынă. Атте – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Фронтран йывăр сурансемпе таврăннăскер, мĕн пурнăçран уйрăличченех вăл пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçленĕ, ялти хресченсене унта кĕртессишĕн тăрăшнă. Ялта пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленсен аттепе анне 1930 çулта çемье çавăрнă. Колхоз ĕçĕнчен пăрăнмасăр вĕсем 10 ача çуратса ÿстернĕ. Фронтран йывăр сурансемпе таврăннă атте эпĕ çуралсан, 1952 çулхи нарăс уйăхĕнче, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çапла вара ачисене ура çине тăратасси анне çине тиеннĕ. Мĕн пĕчĕкрен вăл пире тĕрĕс воспитани панăран аппасемпе пиччесем, ÿсерехпе эпĕ те, аннене пур ĕçре те çителĕклĕ тĕкĕ пама тăрăшнине астăватăп. Çакă маншăн пурнăçри хăйне евĕр воспитани пулчĕ: вăйсăррине, çăмăл мар лару-тăрурине май пур таран пулăшмалла, ĕçлес текене çул уçса памалла.

– Вăхăт иртнĕ май ачалăхри тĕллевсем пурнăçланчĕç-и? Паянхи пурнăçпа пăхсан урăх çул суйламастăрччĕ-и?

– Тÿрех калатăп, ачалăхри ĕмĕт-тĕллев пурнăçланчĕ. Паян пулсан та эпĕ ял пурнăçне хулапа улăштармăттăм. Пирĕн ачалăхра эпир паха тумтир тăхăнман, хаклă теттепе выляман. Анчах çăкăр епле ÿснине, аш-какай туса илессипе мĕн чухлĕ__ вăй хумаллине, вĕсем хресчен пурнăçĕн экономикишĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине мĕн пĕчĕкрен ăнланнă. Кунпа пĕрлех эпир хамăр пурнăçланă ĕçпе туллин савăнса, пушă вăхăта тантăшсемпе вăйă картинче ирттерсе ÿснĕ. Йышлă çемьене ура çине тăратма çăмăл пулманран анне пире ачаллах çĕр ĕçĕпе туслаштарчĕ. Çав вăхăтрах пирĕн малашлăх пирки те манман вăл. Атте вилнĕ чухне аслă аппа – Антонина – И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Çемьери йывăрлăха пăхмасăр мал ĕмĕтпе пурăнса анне ăна аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Анне, кайран Тоня аппа тĕкĕ панипе эпир те пурнăç çулĕ çине тухрăмăр. Света аппа вĕрентекен пулса тăчĕ, икĕ пичче Чăваш ял хуçалăх институтĕнче инженера вĕренчĕç.

– Хăвăрăн пĕлÿ çулĕ çинче чарăнса тăрар-ха тата.

– Юрать. Атапайĕнчи пуçламăш шкулта 4 класлă пĕлÿ илсен, 5 çухрăмра вырнаçнă Муркашри вăтам шкула çуран çÿресе вăтам пĕлÿ илтĕм. Укçа-тенкĕ çукран шкул хыççăн тÿрех малалла вĕренесси пулмарĕ, çулталăк тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хутăм. Малашлăха пăхса пурăннăран çулталăкран Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш училищĕре аппаратчика вĕренсен хими комбинатĕнче ĕçлеме пуçларăм. 1969 çулта çара кайма ят тухрĕ. Пăрăнса тăмарăм, кĕске вĕренÿ хыççăн 2 çула яхăн взвод командирĕ тата рота старшини пулса службăра тăтăм. Служба тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн мана хамăр чаçри Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Шăпах çак вăхăтра манăн малашлăх ĕмĕтсем çуралчĕç. Ăна çартан таврăнсан пурнăçа кĕртрĕм: Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче агрономи факультетне вĕренме кĕтĕм. Кунта мана комсомол организацине ертсе пыма шанчĕç. Çав хушăрах аннерен укçа ыйтас мар тесе ача садне хурала çÿрерĕм. Вĕренĕве хăй еккипе ямасăр алла диплом илтĕм, 1977 çулта хамăр округри Ленин яч. хис. хуçалăхра тĕп агрономра вăй хума пуçларăм. Хуçалăха ертсе пынă Андрей Игнатьев мана практикăлла пулăшу самай пачĕ. Çакăнта эпĕ çĕр ĕçне тĕплĕ алла илтĕм. Ку мана малашнехи пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ.

– Эсир ĕçе юратнине пĕрремĕш кун мар пĕлетĕп. Çак юрату сирĕн малашлăх çулне уçни те вăрттăнлăх мар. Сирĕн ĕç биографийĕ те çапла çырăнса пырать пулас?

– Ĕç пурнăç никĕсĕ пулнине, тăрăшакана ыттисем те асăрханине хамăн тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Ял хуçалăх институтĕнче ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ пулнине шута илсе 1978 çулта мана районти комсомолецсен конференцийĕнче комсомол Муркаш райкомĕн 1-мĕш секретарĕ пулма суйларĕç. Ман умĕн унта Алексей Скворцов пуçаруллă ĕçленĕрен хам çăмăл мар лава кÿлĕннине тÿрех ăнланса илтĕм. Анчах вăл мана çĕнĕ ĕçе алла илме тăтăш пулăшнăран йывăрлăхсем умĕнче пĕччен пулманнине сисрĕм. Аслисем вĕрентсе пынипе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен фермисенче, уй-хир бригадисенче, предприятисенче комсомолецсен пуçарулăх ушкăнĕсем йĕркелесе çамрăксен ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртрĕмĕр. Пуçарнă ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пыма ялан коллективсене тухаттăмăр, çамрăксемпе тĕл пулса калаçаттăмăр, вĕсен шухăш-кăмăлне шута илеттĕмĕр.

– Сирĕн пуçарăва коммунистсен партийĕн районти комитечĕ те асăрханă. Çапла мар-и?

– Ĕçлекен çын çул хĕрне тăрса юлмасть. Тунă пуçарусене шута илсех-тăр 1981 çулта коммунистсен партийĕн районти комитечĕ мана Чулхулари аслă парти шкулне вĕренме ячĕ. Вăл çулсенче пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пыратчĕ. Çапла вара вĕреннĕ__ вăхăтрах 1982 çул пуçламăшĕнче мана Муркашри парти райкомĕн 3-мĕш секретарĕ пулма суйларĕç. Çакăн хыççăн эпĕ хамăр тăрăхри промышленность, строительство, çыхăну, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес, транспортпа сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе яваплă пулса тăтăм. Тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă В. Краснов, Л. Софронов, А. Петров, Н. Гусак, П. Исаев, В. Микашкин, Н. Куликов çав вăхăтра маншăн пысăк тĕкĕ пулчĕç. Вăл çулсенче чылай пĕрлешÿллĕ хуçалăх ÿсĕмлĕ аталанса пырайман. Кайрисен ретĕнче «За коммунизм» (халĕ «Оринино») хуçалăх та пурччĕ. 1982 çулхи кăтартусемпе хуçалăхăн парăмĕ 5,5 млн тенкĕне çитнĕччĕ. Танлаштарма, вăл вăхăтра МТЗ-80 трактор 2,5 пин, тырă вырмалли «Нива» комбайн 5 пин тенкĕ тăнă. Çак хуçалăх пирки КПСС райкомĕнче çивĕч калаçу пулчĕ. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Валериан Краснов мана 25 пинлисен шучĕпе асăннă хуçалăха ярса производствăна çĕклеме йышăну турĕ.

Редакцирен. Çÿлерех асăннă йышăну пирки В. Вязовăн ĕç кĕнекинче 1983 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче çапла çырса хуни пур: «Освобожден от занимаемой должности с направлением для укрепления экономически слабого хозяйства в свете решений майского (1982 г) Пленума ЦК КПСС и избранием председателем колхоза «За коммунизм». Секретарь РК КПСС В. Краснов». Хуçалăха аталану çулĕ çине кăларасси çăмăл пулмарĕ. Йывăрлăха кура ĕç дисциплинине çирĕплетесси, хуçалăха кадрсемпе тивĕçтересси, выльăх-чĕрлĕхпе ÿсен-тăран отраслĕсен кăтартăвĕсене ÿстересси тĕп вырăнтаччĕ. Тĕллевлĕ ĕçленипе 3 çултан ырă улшăнусем пулчĕç: уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен кăтартăвĕсем ÿсрĕç, вăтам ĕç укçи пысăкланчĕ. Çаксене шута илсех-тăр мана 1986 çулта КПСС ЧР обкомĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлеме шанчĕç. Кунта мана республика шайĕнче кадр тата экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ.

– Сирĕн ĕç биографийĕнче Пăрачкав районĕн тÿпи те пур...

– Республика ертÿçисем сĕннипе 1988 çулта мана КПСС Пăрачкав райкомĕн 1-мĕш секретарьне суйларĕç. Ку маншăн çĕнĕ район пулчĕ. Кунти ĕç йĕркине çĕнĕрен алла илме тиврĕ. Çапах кĕске хушăрах вырăнти халăхпа, ертÿçĕсемпе тата специалистсемпе пĕр чĕлхе тупрăмăр, мал туртăмлă ĕçлеме пуçларăмăр. 1990 çулта ЧР Аслă Канашĕн суйлавне хутшăнса эпĕ виçĕ кандидатран 80 процент ытла сасă пухса, депутат пулса тăни те çавна çирĕплетет. Пăрачкавсем хама шанни маншăн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. 1990 çулта хампа инкек пулнă хыççăн эпĕ Пăрачкава таврăнаймарăм, кĕркунне хамăр ентешсем мана «За коммунизм» («Оринино») хуçалăх ертÿçине суйларĕç. Хуçалăхра тĕп тимлĕхе производствăна аталантарасси çине уйăртăм. Çапла вара тĕллевлĕ вăй хунипе 400 пуç ĕнерен çулталăкра 4-шар пин килограмм сĕт сума, мăйракаллă шултра выльăха талăксерен 1 кг ытла ÿт хуштарма, сысна çури тата пăру илессине ÿстерме пултартăмăр. Çав вăхăтрах Патаккассинче ĕнесем тытмалли çĕнĕ ферма, тырă типĕтмелли сортламалли комплекс хута ятăмăр, çут çанталăк газĕ кĕртме специалистсем хатĕрлерĕмĕр, вĕсен пулăшăвĕпе фермăсене газификацилерĕмĕр, ялсене газ кĕртес ĕçе пуçăнтăмăр.

– Хăвăра 1996 çулта вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхне суйлани пирки калас пулсан, эсир яваплă çак ĕçе пурнăçлама вăл вăхăтшăн пиçсе çитнĕ кандидат пулнă тесе шутламастăр-и?

– Кунта халăх суйлавĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Хама майлисем сĕннипе эпĕ суйлава хутшăнма ирĕк патăм. Вăхăт çитсен суйлава хутшăнма кăмăл тунă 4 кандидатран эпĕ ытларах сасă пухса районти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ пулса тăтăм. Халăх шанни ман ума черетлĕ тĕллевсем кăларса тăратрĕ: кĕске хушăра ялсене газификацилессипе, шкулсене авариллĕ лару-тăруран кăларассипе, вĕрентÿпе культура центрĕсем уçассипе, Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте нумай хваттерлĕ çуртсем тăвассипе, спорта тата сывлăх сыхлавне аталантарассипе, çынсем ыйтнипе чиркÿсем хута ярассипе ĕçсем малалла утăмларĕç. Районти хуçалăхсемпе ĕçленипе пĕрлех Шупашкарти строительство организацийĕсемпе, И. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕпе килĕшÿ туса ĕçлерĕмĕр. Çав вăхăтрах Ярапайкассинче тата Нискассинче кăнтăрлахи врач амбулаторийĕсем уçрăмăр. Пушкăрт Республикинчи Шаран районĕпе культурăпа туслăх çыхăнăвĕ йĕркелерĕмĕр. Пирĕн ĕç опычĕпе çав çулсенче Раççейри 78 регионти кĕпĕрнатторсен социаллă ыйтупа ĕçлекен çумĕсем паллашрĕç. Районта РФ ял хуçалăх министрĕ А. Гордеев икĕ хутчен, РФ вице-премьерĕ Г. Карелова, РФ вĕрентÿ министрĕсем В. Филиппов тата А. Фурсенко, РФ национальность политикин ĕçĕсен министрĕ В. Зорин, РФ экономика министрĕ Е. Ясин, РФ экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Э. Набиуллина, РФ культура министрĕ А. Авдеев, РФ Газпром председателĕ Р. Вяхирев, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен, Германи тата Канада делегацийĕсем пулса курчĕç. Муркашсем республикăри экономика ăмăртăвĕнче ялан призерсен йышĕнче пулни пире хавхалантарса пычĕ. Район пуçлăхĕнче икĕ тапхăр ĕçленĕ хыççăн «Чăвашхлебопродукт» предприятие ертсе пытăм. Ун хыççăн каллех тăван ене таврăнтăм: 20 çул ĕнтĕ «Росгосстрахăн» Муркашри уйрăмне ертсе пыратăп. Пирĕн пай паян республикăри ытти округсемшĕн тĕслĕх шутланать.

– Валерий Иванович, калаçăва вĕçленĕ май хăвăрăн пурнăç çулĕнчи ÿсĕмсемпе тата çемье пурнăçĕпе паллаштармăр-и?

– Малтанах çемье пирки калатăп. Мăшăрăмпа Татьяна Борисовнăпа эпир 1975 çулта çемье çавăртăмăр, кăçал ылтăн туй паллă тăватпăр. Пирĕн 2 ывăл, вĕсем те çемьеллĕ, пире 4 мăнук парнелерĕç. Мăшăрăм – биологипе хими вĕрентекенĕ. Вăл – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ», «Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» – нумай çул Атапайри тĕп пĕлÿ паракан шкула ертсе пычĕ. Хам уçăмлă çын пулнăран ман пирки пурте пĕлеççĕ тесе шутлатăп. Унта хамăр муниципалитет округĕнчи кашни ĕçченĕн тÿпи пур.

РЕДАКЦИ РЕН. Хăйне шаннă ĕçре яланах ырă тĕслĕх пулнă пĕлĕшĕмĕрĕн патшалăх наградисем те пĕрре мар. Вĕсем: Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти (1981ç), «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн 2-мĕш степень медалĕ (2000 ç), «Раççей патшалăх спорт комитетне 80 çул» медаль (2003 ç), «ЧР Патшалăх Канашне 20 çул» медаль (2014 ç), «Росгосстрахăн» чи лайăх сотрудникĕ» паллă (2007, 2010 çç), ЧР Президенчĕн Тав çырăвĕсем (2000, 2003,2004 çç), ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ (2015 ç), ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997 ç), РФ вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2002 ç), Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ (2011 ç), «ЧР умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕ (2020 ç).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6