Ял çапла пуçланса кайнă

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 13:57 Просмотров: 156

Муркаш округĕнче пĕтĕмпе 177 ял. Патаккасси ялĕ Оринин территори пайне кĕрет. Ялта 2024 çулта строительство ĕçне тытăннă хуçалăхсемпе пĕрле 78 кил-çурт шутланать. Патаккасси ялĕ тесен ку яла чылайăшĕ «патак» сăмахпа çыхăнтарать.

Пирĕн тăрăхра çавăн евĕрлĕ кăсăклă ял ячĕсем татах пур: Вăрманкасси, Çатракасси, Йÿçкасси тата ытти те. Патаккасси ялĕ вара Йÿçкасси тăрăхĕнче те пур. Çынсемшĕн манăçа тухма пуçланă тата кăсăклă вырăнти çак ятсене те асăнмалла: Мăн ыр çăлĕ, Киремет йывăççи, Кивĕ çорт, Нÿш, Суратка, Писăрхан, Яртти улăхĕ, Кимĕ сăрчĕ, Улăп тăпри. Топонимика тетпĕр эпир вĕсене. Çак ятсем пире шухăша яраççĕ, аса илĕве пуянлатаççĕ. Леонид Сергеев, Николай Никольский ăсчахсем тĕпченĕ тăрăх, ял ячĕ авалхи арçын ячĕпе çыхăннă. Патаккасси ялĕ Падек, Падик ятсенчен пулса кайнă. Пĕлтĕр «Ял кунĕ» уявра çынсем ял аваллăхĕ, хальхи ял пурнăçĕ çинчен кĕнеке пичетлесе кăларма йышăннăччĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче çак ĕмĕт пурнăçланчĕ, «Савнă ял – Патаккасси» ятлă илемлĕ те тулли шухăшлă кĕнеке тухрĕ. Кĕнеке кăларма 8 çынран тăракан комисси ушкăнне суйларĕç. Çак ушкăнти çынсем ял халăхĕ, ял хуçалăхĕ çинчен материалсем тата ватă çынсен аса илĕвĕсене пухрĕç. Пуриншĕн те кăткăс ыйту: ял епле пуçланса кайнă-ха? Ватă çынсем каланă тăрăх, 200 – 250 çул каялла темиçе хресчен çемйи, пуянсем хĕснине чăтаймасăр, сĕм вăрман хĕрринчи юхан шыв патне пырса çитнĕ. Вĕсем вăрман касса хăртнă, пÿртсем туса лартнă, ака-суха тунă, тыр-пул ÿстернĕ. Хăйсем пурăннă вырăна «Тополиновка» ят панă. Анчах ку ят архив докуменчĕсенче сыхланса юлман. Документсенче ял икĕ ятлă: Таваль тата Патаккасси. Халап тăрăх çак ял çыннисем патне юланутçăсем пырса тухнă, яла вут чĕртсе çунтарнă. Çавăн хыççăн унта-кунта патаксем çеç выртса юлнă. Яла çĕнĕрен Патаккасси ят панă. Халап тăрăх çав ялта 6 кил пулнă. Яла Ула Хĕветĕр е Хĕветĕр асламăшĕсем пуçланă. Халĕ те Патаккассинче 3 – 4 çемье Федоров хушаматпа тăрать. 1859 çулхи çыравра Патаккасси ялĕнче 20 килте 95 çын пурăннă, анчах вĕсем камсем пулни, мĕн ĕçлени паллă мар...

Нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ пулчĕ, чуна тивмелле иртрĕ вăл. Ял çыннисем хаваспах çĕнĕ кĕнекене алла тытрĕç. Хамăр ял композиторĕ В. Александров çырнă илемлĕ чăваш юрри янăраса кайрĕ. Пĕрлехи уява вырăнти çынсем, хăнасемпе спонсорсем (Н. Кожевников, А. Прокопьев, П. Вязов, В. Пушкова) хутшăнчĕç. Чи малтанах Раиса Ивановăна сăмах пачĕç. Вăл И. Ульянов ячĕллĕ университетра вĕренсе диплом илнĕ хыççăн мĕн пенсие тухиччен Оринин шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттерчĕ. Шкулта ĕçленĕ хушăрах «Оринин: тăван сăнсем, манăçми ятсем», «Эпир Итам раттинчен», «Киле таврăнсан» ятлă кĕнекесене çырса халăх патне çитерчĕ. Тăрăшса вăй хунăшăн вăл М. Ломоносов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ. Раиса Иванова – вĕренÿ ĕçĕн ветеранĕ. Кĕнекене пухса çыракансем – анкетчиксем – çаксем пулчĕç: Б. Мокшанов – ял старости, Ю. Иванов – учрежденисен историне çыраканĕ, Тĕп урампа – Р. Мокшанова, Симĕс урампа – Л. Федотова, Çĕнĕ урампа – Л. Налимова, Çамрăксен урамĕпе – Ф. Александрова, Н. Иванова. Пухăннă материала йĕркелеме, ял аваллăхĕ çинчен çырма Р. Ивановăна шаннă. Кĕнекене хаклама пухăннисем йышлăн пулчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе палăртрĕç. В. Пушкова, Ю. Иванов, С. Каликов, О. Алексеева, Р. Сучкова, З. Галкина, Ф. Александрова кĕнекене ырă сăмахсемпе хакларĕç. Шанас килет, çак кĕнекере мифсем, архив докуменчĕсем, аса илÿсем, вăрçă паттăрĕсем çинчен каласа панисем, сăн ÿкерчĕксем, юрăсем, хаçатра пичетленнĕ материалсем Патаккасси ялĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçа танлаштарса пăхма май парĕç. Кĕнеке вулакана ял илемне, ял тирпейлĕхне упрама, ялта пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма кирлине аса илтерсе тăрасса кĕнеке хатĕрлекенсем шанаççĕ.

Екатерина ЗАХАРОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6