Сисмесĕрех алăк умне çулла çитрĕ. Ăшă çу кунĕсем пахчаçăран пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Çак вăхăтра пулас тухăç никĕсленнине шута илсен, сад-пахчара çанă тавăрса ĕçлемелли те пайтах. Халăх каларăшне ĕненес пулсан, чăн-чăн çулла çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçланать: çак вăхăт тĕлне шăпах шăлан çурăлать. Çавăнпа та асатте-асаннесем ăшша юратакан çимĕçсене уçă йăран çине çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче кăларса лартнă. Синоптиксем асăрхаттарнине шута хурсан, вĕсене çак вăхăтра тăм ÿкесрен пленкăпа витме те хатĕр пулмалла. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен ăста пахчаçăсем йÿç кăшман, чечек купăста иккĕмĕш сăтăркă лартма акаççĕ. Кунпа пĕрлех апатланура симĕсле усă курма укроп, салат акма та кая юлман-ха.
Йăрансем çинче
Иртнĕ уйăхра акнă-лартнă пахча çимĕç культурисем çумланма та пуçларĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та вĕсене вăхăтра çумласси - пахчаçăн паянхи тĕллевĕ. Çумран иртнипе пĕрлех пахча çимĕç культурисене сайралатассине те кая хăвармалла мар. Ахальлĕн кĕркунне пысăк тухăçпа савăнасси пулмĕ. Хăяр калчисене уйăх варринче сайралатмалла. Хăварнă пысăк калчасем патне тулăх тăпра хумалла, мĕншĕн тесен хăяр калчисене кăпкалатни вĕсен тымарĕсене амантас хăрушлăх кăларса тăратать. Çĕр çырли (виктори) йăранĕсене улăмпа е пăчăкă кĕрпипе витни усăллă: çырласем çумăрпа вараланмаççĕ, нÿрĕкĕ те пулать.
Çимĕç йывăççисем
Çимĕç паракан йывăçсене апатлантармалла, вĕсен вулли патĕнчи çĕре кăпкалатмалла, хăрăк туратсене иртмелле. Вăсене тăтăш шăварасси пирки те ан манăр: 7 - 12 çулхи йывăçсене 10 - 15 витре шыв кирлĕ. Шывпа йывăçсем лайăх усă курччăр тесен вулă патĕнчи çĕре кăпкалатсах тăрăр.
Çырла тĕммисем
Çурла уйăхĕ - çырла пиçнĕ вăхăт. Типĕ те шăрăх çанталăкра хăмла çырлине, çĕр çырлине, сырлана, хурлăхана, ежевикăна тăтăш шăварса тăмалла. Хăмла çырлипе ежевикăна ытла çÿллĕ ÿсме памалла мар. Çакă çитес çулхи тухăç çине витĕм кÿрет. Хурлăханпа крыжовник тĕммисем тĕлĕшпе те тимлĕхе ан çухатăр. Вĕсен çырлисене çуллахи ăшăра хурт тапăнма пултарать. Шăрăх çу кунĕсенче пахчари ытти çырла тĕммисенчен нумайрах хура хурлăхан шыв кĕтет. Çак вăхăтра тĕмсене çителĕклĕ шăварса тăни çырла тытăнасси çине пысăк витĕм кÿрет.
Килти хушма хуçалăх
Çулла пахча çимĕç чирĕсемпе сăтăрç исем активлăланаççĕ. Çавăнпа та улма-çырла йывăççисемпе çырла тĕммисене тăтăшах сăнаса тăмалла. Çĕртме уйăхĕн варринче улмуççисене энтеробактерин (10 литр шыв çине 100 грамм) е карбофос (10 литр шыв çине 30 грамм) растворĕсемпе пĕрĕхмелле. Виççĕмĕш вунă кунлăхра помидорсене фитофторозран хÿтĕлеме вăхăт. Çак ĕçе пахалăхлă туса илсен помидор кĕр кунĕсем çывхарнă май хуралса каймĕ.
Август 2026 |
