Асатте асилĕвĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:48 Просмотров: 26

Раççейре Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалласа кăçал тĕрлĕ шайра нумай курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхран эпир те айккинче юлас темерĕмĕр. Çапла вара виççĕмĕш сыпăкри йăмăкпа - Елена ШИШКИНĂПА - хамăрăн асатте, Ярапайкасси территори пайĕнчи Сыпайра пурăннă Степан Кудряшов (1916 - 1990) каласа панине çырса хăварнисене тата шăллĕ Семен пирки хыпарсем тупăннине пĕрлештерсе кĕнеке кăлартăмăр. Çапла вара асаттен ĕмĕтне пурнăçларăмăр. Ăна валли округ хаçатĕнче вырăн тупăнсан аван пулмаллаччĕ. Çакă çамрăк ăру та хамăрăн асаттесен паттăрлăхне манманнине, ăна пулас ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшнине çирĕплетет.

Сире хисеплесе Ольга ЩЕРБАКОВА

«Тра-та-та-та! Çапла çунтарнă сирĕн аслаçу Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче нимĕç фашисчĕсене», - каласа паратчĕ асанне пирĕн асатте Степан Макарович пирки. Çак самантра мана асаттен паттăрлăхĕшĕн хумханни çавăрса илетчĕ: миçе миллион çын пуç хунă пулсан та, пирĕн асатте фронтран Çĕнтерÿпе таврăннă. Асанне - Елена Корниловна - асаттепе епле пурăнни пирки пире час-часах каласа паратчĕ. Тĕслĕхрен, вăрçă хыççăнхи çулсенче асаттен шоферта ĕçленĕ кивĕ фуфайкисенчен ачисем валли ай сарăмсем туса панине т. ыт. те. Пĕррехинче эпĕ асанне патĕнче шултра почеркпа çырнă, вăхăт иртнипе сарăхнă тетрадь-асилÿсемпе вĕсем хушшинчи сăн ÿкерчĕксене курнăччĕ. Мана ун чухне вăл асаттен аса илÿ тетрачĕ пулнине, ун тăрăх вăл кĕнеке çырма хатĕрленни пирки каласа панăччĕ. Анчах хăй ĕçне вĕçне çитерме унăн вăхăчĕ çитеймен...

Асанне çак пуянлăха мана упрама пачĕ. Çапла вара асатте асилĕвĕсем манăн алла куçрĕç. Вĕсемпе паллашса эпĕ пирĕн асаттен пурнăçĕпе, фронтри паттăр çул-йĕрĕпе паллашрăм. Асатте ачаллах Сыпай ялĕнчи колхозра ĕçлеме пуçланă, мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕн йывăрлăхне туйса илнĕ. Ÿсерехпе аслисем пулăшнипе вăл çамрăклах техникăпа туслашнă: тракторпа, тиев турттаракан автомашинăпа ĕçленĕ. Ĕçри йывăрлăхран хăраманскере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта илсе кайнă. Мирлĕ вăхăтра техникăпа туслă пулнăскер артиллери училищинче вĕренсе «Катюшăпа» çапăçăва тухма хатĕрленет. Çапăçу хирĕнче çăмăл пулманнине, вилĕм çумрах çÿренине пăхмасăр Степан Макарович фронтри дневника та тултарса пынă. Унпа паллашсан вăл Хĕвел анăç, Крым, Кăнтăр, Сталинград, Украина, Балтика тăрăхĕнчи, Беларуç фрончĕсемпе иртсе Германин тĕп хулине Берлина çитнине те вуласа пĕлме пулать. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кунсерен кашни ял-хулашăн хĕрÿ çапçусем пынă. Асатте çырса пынинчен вăл Крымри Балаклава хули çывăхĕнчи паллă «Сапун-гора» патĕнче çапăçнине пĕлтĕм. Çав вырăнта уçнă мемориал музейĕнче вăрçă хыççăн нумай çултан истори çул çÿревĕнче пулнă чух çапăçусем пирки асатте хăйĕн асаилĕвне çырса хăварни упранать. Асатте Сталинграда хÿтĕлесе медале тивĕçнĕ. Кунти çапăçусем пирки вăл çапла çырса хăварнă: «Фашистсен «Юнкерс» самолечĕсем кунĕн-çĕрĕн бомба пăрахнипе Сталинград пĕр чарăнми çунатчĕ. Тăшман ăна илес тесе çапăçăва çĕнĕ вăйсем тата техника явăçтаратчĕ, анчах хулана эпир хамăр алăран вĕçертмерĕмĕр. Тĕплĕ хатĕрленнĕ хыççăн 1942 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче пирĕн çарсем тăшмана хуларан тата ун çывăхĕнчен хăвалама пуçларĕç. «Катюшăсем» вара пирĕн салтаксене пулăшса пычĕç». Кун хыççăн вăл Псковпа Новгород облаçĕсене, Балтика тăрăхне ирĕке кăларни пирки çырать: «Кĕркунне çитнĕ вăхăтра пире Дно станцине илсе çитерчĕç. Кунтан эпир Калинин облаçне, Старый Русь тата Великие Луки хулисене ирĕке кăларма хутшăнтăмăр. Çине-çинех хĕрÿ çапăçусем пулчĕç. Çул шурлăх çийĕн выртатчĕ. Анчах эпир йывăрлăхсене çĕнтерсех малалла кайрăмăр, тăшмана «Катюшăран» çунтартăмăр. Асăннă хуласемпе облаçе ирĕке кларнă хыççăн пирĕн çарсене Балтика тăрăхне ячĕç. 1945 çул пуçламăшĕнче кунти фашистсене тĕп тунă тата тыткăна илнĕ хыççăн пире Польшăна куçарчĕç». Çтаппан асатте Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. «Ура! Çĕнтертĕмĕр! Акă ăçта вăл уяв тата телей! Савăннипе эпир мĕн тумаллине те пĕлместтĕмĕр. Çĕнтерÿ кунне эпир хамăр полкри юлташсемпе фашистсен çар пуçлăхĕн Геббельсăн дачинче, Берлинтан 25 километрта, кĕтсе илтĕмĕр. Савăнăçăн чикки çукчĕ!» - çырать Çĕнтерÿ кунĕ пирки асатте. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та асаттене çийĕнчех киле яман. Кун пирки вăл çапла çырать: «Çĕнтерÿ хыççăн пирĕн Берлин çывăхĕнчи Штольпмюнде хули çывăхĕнче совет çарĕсен оккупаци ушкăнĕнче саппасра тăма тиврĕ. Çак вăхăтра пирĕн патăмăра çĕнĕ техника, 1926-1927 çулсенче çуралнă çамрăк салтаксем килчĕç. Полк шкулĕ йĕркеленчĕ. Вĕрентекен инструктор пулса çамрăксене çар ĕçне хăнăхтартăмăр. Юлташсем киле кайма пуçларĕç. Анне пĕччен пулнăран манăн та киле каяс кăмăл питĕ пысăкчĕ, анчах юлнă фашистсем пирĕн çар чаçĕсене, салтаксене тапăнатчĕç. Çав вăхăтрах йĕри-тавра юхăнчăк хуçаланатчĕ. Хамăр чаçрен тухса çÿреме те хăрушăччĕ, мĕншĕн тесен пăшаллă фашистсем час-часах пирĕн салтаксене тапăнатчĕç. Çапах эпир хамăр çĕршыва кирлине ăнланса çар службинчех юлтăмăр». Асатте салтакран 1946 çулта тин таврăнать. Таврăнсанах асаннепе, Елена Корниловна Корниловăпа, çемье çавăрать. Ун чухне асаннене 20 çул пулнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче çар валли снарядсем кăларакан заводра ĕçленĕ. Пирĕн асатте хăйне Мухтав орденĕн 3-мĕш степенĕпе мĕншĕн наградăланине каламанччĕ. Кун пирки хыпара эпĕ «Подвиг народа» сайтра шыраса тупрăм. Награда хутĕнче çапла çырнă: «6 стволлă трофей миномечĕпе Степан Кудряшов ака уйăхĕн 8 - 9-мĕшĕсенче 40-шер тата 50-шар залп парса тăшмана пысăк сăтăр кÿнĕ. Хăйне шанса панă минометпа пĕлсе усă курса вăл кĕске вăхăтрах тăшманăн çар припасĕсем упранакан склада, пĕр зениткăна, 2 миномет батарейине тĕп тунă. Апрелĕн 11-мĕшĕнче сиенленнипе 4 стволпа çеç ĕçлекен миномечĕпе вăл 6 залп парса--нимĕç фашисчĕсен пысăк ушкăнне тĕп тунă». Асатте пирки кĕнеке çырас шухăш та çуралнăччĕ, анчах шухăш каярах та каярах юлса пычĕ. Юлашки çулсенчи пĕр тĕлĕнтермĕш тĕл пулу вара мана вырăнтан хускатрĕ. Пĕррехинче сотьсетре ман патăма пĕр хĕртен çыру килчĕ. Ăна Елена Шишкина тесе чĕнеççĕ тата вăл манăн виççĕмĕш сыпăкри йăмăк пулать иккен. Çапла вара нумай çул иртсен Санкт-Петербургпа (унта эпĕ пурăнатăп) Балашиха хулисем хушшинче тăванлăх çыхăнăвĕ йĕркеленчĕ. Йăмăкăн аслашшĕн

- Семен Макаровичăн (1923 - 1976) шăпи те çăмăлах пулман. Вăл танк чаçĕнче полуторка автомашина водителĕ пулнă. Кубаньшĕн пынă çапăçура вăл тыткăна лекет. Тăван çĕршыва юратакан каччă тыткăнпа лăпланмасть. Пĕррехинче май килнипе усă курса хуралçă нимĕçе сиенсĕрлетсе вăл тыткăнран  тухса тарать. Анчах çул çинче мина çине лекса сирпĕнсе каять. Йывăр контузие пула вăл чылай хушă утайман та, калаçайман та. Самай вăхăт иртсен аманнă салтак «апи» тесе сăмах хушать. Ăна медсестрасем ăнланман. Вырăнта пулнă Тутарстан тухтăрĕ салтак амăшне шырани пирки калать. Сывалсан ăна костыльпе киле демобилизацилеççĕ. Ишлей чукун çул станцинче ывăлне амăшĕ кĕтсе илет. Чылай тăрăшнипе вăл ăна сыватать, фронтовик çемье çавăрса 6 хĕр пăхса çитĕнтерет. Маларах каланине пĕтĕмлетсе «Кудряшовсем: епле пурăннă тата çапăçнă пирĕн асаттесем;» кĕнеке кăлартăмăр. Вăл вулавçăна мирлĕ пурнăçран пахараххи çуккине ĕнентерĕ тесе шутлатпăр. Асаттесем вăрçă хирĕнче пирĕншĕн юн юхтарнине пирĕн ачасем те, мăнуксем те, çывăх çынсем те ан манччăр. Ку вăл – пирĕн пĕрлехи ĕç, пĕрлехи астăвăм!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6