Çу уйăхĕн 12 - 31-мĕшĕсенче Чăваш Рес- публикинче «СПИДПА вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун - 2025» акци иртет. Çавăнпа та ку чир пирки, унăн хăрушлăхĕсем çинчен çынсене тепĕр хут аса илтерни паян никамшăн та ытлашши пулмĕ тетĕп.
Паллах, асăннă чир пирки сăмах хускатма та, çырма та паян кăмăллах мар, мĕншĕн тесен унпа чирлесен нумай пациентшăн тĕнче пĕтнĕн туйăнать. Вĕсем пуринчен те пăрăнма, пытанма тăрăшаççĕ, хăйсене иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ. Çав шутра çывăх тăвансенчен те. Темĕнле вăйлă çынна та ку лару-тăрура çăмăл мар, мĕншĕн тесен вăл чир малтанах пациента психологи тĕлĕшĕнчен пысăк сиен кÿрет. Темĕнле пулсан та чирлĕ çыннăн харпăр хăйĕнче питĕрĕнсе ларасран асăрханмалла. ВИЧ - приговор та, ĕмĕр вĕçĕ те мар. Ку чир пурнăç хаклавĕсене пăхса тухса малашлăхпа пурăнма ыйтать. Чир вирусне умри плансемпе ĕмĕтсене татма памалла мар. Пурнăçри ку тĕрĕслеве ыттисемпе пĕрле пулса çĕнтерме тăрăшмалла. Çапла вара тулли пурнăçпа пурăнма вĕренмелле, ĕçлемелле, тăвансемпе тата тус-юлташсемпе хутшăнмалла, активлă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Вăл е ку çыннăн ВИЧ-инфекци пуррине унăн юнне тĕрĕсленĕ хыççăн çеç çирĕппĕн пĕлме пулать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе пирĕн планета çинче иммунодефицит вирусĕллĕ çынсем 40 миллион çын ытла. Раççей Федерацийĕнче иртнĕ çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен хисепĕ 2 миллион ытлрах çын пулнă. Чирлисенчен ытларахăшĕ - 30 çула çитмен çамрăксем. Чăваш Республикинчи СПИД центрĕн кăтартăвĕсемпе 2024 çулта ВИЧ-инфекцийĕн 332 çĕнĕ тĕслĕхне тупса палăртнă. 2023 çулхипе танлаштарсан, чирлекенсен хисепĕ 4 процент ÿснĕ. Паянхи куна Чăваш Республикинче ВИЧ-инфекциллĕ 3358 çын пурăнать. Чăваш Республикинче ВИЧ-инфекци аталанăвĕн тĕп çулĕ (60 процент ытла) - арлă çыхăну. ВИЧ-инфекци аталанăвĕ аслăрах ÿсĕмрисем еннелле куçни палăрать. Асăннă чире тупса палăртнисем хушшинче 30 - 50 çулсенчи çынсем 32,2 процент йышăнаççĕ. Чир тупса палăртнисенчен ытларахăшĕ арçынсем - 57,8 процент. Вирус Çул –йĔрĔ Тĕрĕслевсем палăртнă тăрăх, ВИЧ-инфекцийĕ виçĕ çулпа аталанать.
Пĕрремĕшĕ - юн урлă. Венăран наркотиксем яма усă куракан шприцсем, ытти инъекци хатĕрĕсем вирус аталанассин тĕп çул-йĕрĕ шутланаççĕ. Стерилизацилемен инструментсемпе татуировкăсем, персинг тунă вăхăтра, инфекциллĕ юнпа тата унăн продукчĕсемпе усă курнă чухне, тĕрлĕ органа куçарса лартнă вăхăтра асăннă чир сывă организма лекме пултарать.
Иккĕмĕшĕ - арлă çыхăнупа. Юлашки çулсенче тĕлли-паллисĕр арлă çыхăнăва кĕнисем вируса аталанма çул уçса пани палăрать. Чир кун пек сарăласси обществăра ÿссе пырать.
Виççĕмĕшĕ - ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен чир ача çуратнă вăхăтра, кăкăр ĕмĕртнĕ чух пепкине куçни.
Паллă ĕнтĕ, ВИЧ-инфекцине малалла аталанмалли çулсем урăх çук. Нумайăшĕ хăрать пулин те, ВИЧ-инфекци алă панă чух, ыталашнă вăхăтра, тар тата куççуль урлă, ÿсĕрнĕ е сунасланă вăхăтра, апатланура пĕр чашăк-тирĕкпе апатлансан, пĕр алшăллипе е вырăн хатĕрĕпе усă курсан, туалет е ванна урлă, бассейнра е кÿлĕре пĕрле шыва кĕрсен, шăна-пăван урлă, чĕр чунсем çыртнипе ермест. Паянхи куна ВИЧ-СПИД сыватма çук чир шутланать. Анчах унран сыватассипе, чире пуçламăш тапхăрта чарассипе малалла пысăк утăмсем тунă ĕнтĕ. Çапла вара паян ВИЧ-инфекци приговор мар. Ăна вăхăтра асăрхасан, наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнсан ВИЧ-инфекциллĕ çынсен пурнăçне курăмлă тăсма пулать.
ВИЧ-инфекцие çул парас мар тесен çак йĕркесене пăхăнассине манмалла мар:
сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла*
тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвне кĕмелле мар*
арçынпа хĕрарăмăн пĕр-пĕрне шанса пурăнмалла*
наркомансем хушшинче наркотикпа усă курассинчен пăрăнмалла.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çеç ВИЧ-инфекци профилактикин никĕсĕ пулса тăрать.
Галина СОКОЛОВА, врач-эпидемиолог.
Август 2026 |
