Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ урлă çара кайнисем пурте çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен çар тивĕçне туллин пурнăçлани пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук. Вĕсем хăйсене шанса панă çар чаçĕсенче çĕршывăн кашни приказне яваплăха туйса туллин пурнăçлани çав вăхăтри мирлĕ пурнăçа çирĕп алăра тытма пулăшнă. Чикĕ хуралçин кунĕ (çу уйăхĕн 28-мĕшĕ) çывхарса пынă вăхăтра ятарласа калаçса татăлмасăр пĕрремĕш кун мар пĕлекен виçĕ арçынпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Маларах çакна калатăп, 18 çул тултарсан чикĕ хуралне тухнă ентешсем ачаран пĕрле ÿснĕ, шкулта пĕр партта хушшинче вĕреннĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма ачаллах пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне çÿренĕ, çутă малашлăха шанса пурăннă. Ачаран тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр пĕрле тухнăскерсем салтак пăттине те Балтика тинĕсĕ тăрăхĕнчи чикĕ хуралĕнче пĕрле çиме тивесси пирки ĕмĕтленнĕ-ши вĕсем; Çук пулĕ, анчах шăпи вĕсен шăпах çапла çаврăнса тухнă. Муркашра тата Шаптакра çуралса ÿснĕ, Муркашри вăтам шкулта пĕрле пĕр партта хушшинче вĕреннĕ Валерăпа Юра шкултах спортпа туслă пулнă, уроксенче те тимлĕхпе палăрнă, юлташсене хута кĕресрен те пăрăнни пулман. Çапла вара 18 çул тултарнă яшсен 1982 тата 1983 çулсенчи кĕркуннехи призывпа çара кайма ят тухать. Ачаранпа салтак тумĕ пирки ĕмĕтленнĕ каччăсем çара каяссинчен пăрăнма шутламаççĕ те. Шăпа пĕрле ÿснĕ, пĕрле вĕреннĕ яшсене çарта та уйăрса ямасть. Вĕсем Балтика тăрăхĕнчи Клайпеда хулинче вырнаçнă чикĕ хуралçисен çар чаçне службăна лекеççĕ: маларах çар ретне тăнă Валера тинĕс çинчи чикĕ хуралçи пулса тăрать. Вăл службăра тăнă вырăна çулталăкран çитнĕ Юра çĕр çинчи чикĕне хураллама пуçлать. Муркашри вăтам шкул хыççăн 1982 çулхи кĕркунне ДОСААФра радист пĕлĕвне алла илнĕ В. Петрова юпа уйăхĕнчех алла повестка параççĕ. Çапла вара пĕрле вĕреннисенчен чи малтан Валерăн çара каймалла пулса тухать.
- Çар комиссариатĕнче ăçта службăра тăма шухăш пуррипе интересленсен, эпĕ чикĕ хуралне тухас ĕмĕт пурри пирки пĕлтертĕм. Вăл вăхăтра чикĕ хуралĕнче моряксем те пулнине эпĕ пĕлмен те. Канаша çитсен кăна мана тинĕсри чикĕ хуралçисен ретне кĕртнине пĕлтĕм. Çапла вара 3 çуллăх службăна лекрĕм, - васкамасăр калаçать Валерий Петрович хăйĕн служба вырăнĕ Латвири Лиепая хулинче пуçланнине палăртса. Пĕрле вĕреннĕ яшсем тăтăшах çыру çÿретнĕ. Çулталăкран Юрий Смирнов хăй те Валерăна çар служби Клайпедăра пуçланни пирки çырса пĕлтерет. Анчах пĕри - тинĕсри, тепри çĕр çинчи чикĕне хураллакансем икĕ çул хушшинче те тĕл пулаймаççĕ. Кунта салтаксен тепĕр интереслĕ саманчĕ те пур. Шаптакри Юрий Смирновпа Анаткас Хачăкри Илья Смирнов çар службине пĕр кунта тухса кайса чикĕ хуралне те пĕр вырăна лекеççĕ. Çавăнпа та Юрий Диомидовичăн аса илĕвĕ мана чăваш ачисемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать: «Эпир Илья Смирновпа, Муркашри çар комиссариатĕнчен пĕрле тухнăскерсем, çарта та пĕр вырăнах лекрĕмĕр -чикĕ хуралне. Эпĕ Ильяна хамăрпа юнашарах пирĕн ентеш, хамăн тантăш службăра тăни пирки каласа патăм. Валерăна та хамăрăн çарти туслăх пирки çырса пĕлтертĕм. Хамăн тантăшпа çырусем те тăтăш çÿрететтĕмĕр. Çапла вара çарти туслăх пирĕн чикĕ хуралĕнче çирĕпленчĕ кăна». Чикĕ хуралçисем 1985 çулхи кĕркунне демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан та пĕр-пĕринчен çухалса кайман. Валерăпа Илья вара çартан таврăнсан çеç пĕр-пĕринпе туслашнă. Çартан таврăннă хыççăн та чикĕ хуралçисем пурнăçне хăй еккипе яман. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче Валера агроном профессине алла илет, Юра зоотехника вĕренет. Вĕсемпе пĕрле чикĕ хуралĕнче тăнă Илья вара хăйĕн малашлăх пурнăçне муниципалитет округĕнчи пушар хуралĕпе çыхăнтарать, чылай çул ăна ертсе пырать. Виçĕ юлташ та мирлĕ пурнăçра хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçланăран тĕрлĕ шайри наградăсене те тивĕç пулнă. Унран та ытларах паллă вăл - ĕнерхи салтаксене пĕрле ĕçлекенсем, юлташсем, ял çыннисем хисеплени.
- Эпир моряк пограничник е çĕр çинчи чикĕ хуралçи çеç мар, эпир Тăван çĕршывăн малтанхи хÿтĕлевçисем. Эпир хуралта тăнине кура Раççей пирки хаклаççĕ, - терĕ хамăр калаçăвăмăра вĕçленĕ май нумай çул полицире вăй хунă Валерий Петрович. 1989 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче çемье çавăрнăскер, мăшăрĕпе - Римма Николаевна ветеринарпа - 2 хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене те пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Çемьере чикĕ хуралçи пур чухне шăкăл-шăкăл пурнăç уксахламĕ-ха. Паянхи çамрăксен те çĕршыв хуралĕнче аслисен ятне ярас марччĕ. Мирлĕ пурнăç шăпах çавăнтан пуçланать те ĕнтĕ», - тесе вĕçлерĕ пирĕн калаçăва Римма Николаевна сĕтел хушшине чей ĕçме чĕнсе. «Чикĕ хуралĕнчи çулсем вăхăт иртнине пăхмасăрах асран тухмаççĕ», - терĕç мана çар хĕсметне Тăван çĕршыв чиккисене хуралласа ирттернĕ арçынсем пĕр шухăшлă пулса. Кунта хирĕçле сăмах çук, пулма та пултараймасть. Валерий Петрович служба тивĕçĕсене уставпа килĕшÿллĕн пĕр пăркаланмасăр пурнăçласа киле «Чикĕ хуралĕн отличникĕ» 2 степень паллăпа, чикĕ хуралçин кунĕ ячĕпе çар чаçĕн командирĕн грамотипе, Латвири çамрăксен Ленинла коммунизм союзĕн Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе таврăнать. Унăн юлташĕсем те «Чикĕ хуралĕн отличникĕсем» пулса тăнă, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
