В. Бардасов: «Тĕплĕ хатĕрлен те хăвна çĕнтерме ан пар!»

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 12:35 Просмотров: 134

Паян сывă пурнăç йĕрки пирĕн обществăра малти вырăна тухрĕ. Ăна яланхи ĕç туса хурассипе халĕ патшалăх органĕсем те, обществăлла организацисем те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Кашниех общество пурнăçне, ыранхи кун аталанăвне хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.

Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем спортăн вуншар тĕсĕпе туслă. Çамрăксем вĕсене хăйсен тăрăшулăхĕпе куллен аталантараççĕ, ÿсĕм тăваççĕ. Пирĕн ен спортсменĕсен тĕрлĕ шайри ăнăçăвĕ пирки округ хаçачĕ те тăтăш пĕлтерсех тăрать. Пĕрисен ăнăçăвĕ ыттисене те спортпа туслашма хавхалантарать. Ку çул пирĕнтен кашнинех спортпа тата массăллă физкультурăпа тачă çыхăнура тăма ыйтать. Вăхăт иртнĕ май вăл общество пурнăçĕ çине ырă витĕм кÿнине те пытарма çук. Çÿлерех калани пирĕн çамрăксем çăмăл атлетикăра, йĕлтĕрпе чупассинче, шашка-шахматла, волейболла тата футболла выляссинче, боксра т. ыт. те палăрнинчен лайăх курăнать. Юлашки çулсенче спортăн каратэ тĕсĕ вăй илнине те палăртмасăр çук. Кăçал Муркашри вăтам шкулăн спорт залĕнче республикăри çамрăк каратистсен «Тĕрлĕ стильлĕ каратэ» тĕсĕн черетлĕ турнирĕ иртрĕ. Унта 152 çамрăк спортсменпа вĕсен тренерĕсем, çар службин ветеранĕсем хутшăнчĕç. Сывă пурнăç йĕркине анлăрах çул парассине суйласа илнĕ тĕрлĕ çулхи ачасем çак ăмăртăва хутшăнма тÿр килнишĕн кашниех хăйне çĕнтерÿçĕ шайĕнче тытрĕ. «Вăхăт çитсен эпир те çар службине тăрăпăр, Тăван çĕршыва тата мирлĕ пурнăçа хÿтĕлĕпĕр»,- терĕ Улатăртан килнĕ 13 çулхи Николай Петров ăмăртăва хутшăнакансем йышлă пулнишĕн хĕпĕртенине пытармасăр. Кунта юлашки çулсенче çак ăмăртăва тăтăш ирттерекен Владимир Бардасовăн сăмахĕсене илсе кăтартас килет. «Пирĕн ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ вăл - хамăр республикăра тата округра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси, çамрăксене физкультурăпа спорт ăсталăхне алла илме пулăшасси. Ашшĕ-амăшĕсем, тренерсемпе ачасем çакна пĕр пек ăнланни пире савăнтарать, мал туртăмлă ĕçлеме хавхалантарать. Çапла вара эпир хамăр тăрăшнипе, Муркаш муниципалитет округĕ пулăшнипе, ытти округри коллегăсем тĕкĕ панипе юлашки çулсенче спортăн каратэ тĕсне аталантарассипе пысăк ĕç туса ирттеретпĕр. Çамрăксем тăтăшах ăмăртас шухăшлă пулнăран ума лартнă тĕллевсем пурнăçланасси те мана иккĕлентермест», - терĕ ăмăрту пуçланичченхи калаçура каратэ спорчĕн хура пиçиххине тивĕçнĕ Владимир Петрович. Ĕç ĕмĕрне физкультурăпа спорта аталантарассине панăшăн, унта çамрăксене активлă та йышлă явăçтарнăшăн тата çак ĕçре пысăк ÿсĕм тунăшăн ăна иртнĕ çулсенче тĕрлĕ Хисеп грамотисĕр пуçне «Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортне 100 çул» медальпе чысланă. Кăçал вара вăл хатĕрленĕ спортсменка тĕнче шайĕнче пысăк кăтарту тунине шута илсе пирĕн ентеше «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ят пачĕç. Кăшт каярах юлса пулин те, саламлатпăр эпир ăна уншăн. Пурнăçне спорта халалланă ентешпе унăн воспитанникĕсем ÿсĕм çулĕпе пынине кура хамăр округра пурăнакансене хура пиçиххиллĕ тренерпа çывăхрах паллаштарма иртнĕ кунсенче уçă калаçу ирттертĕм. Унпа паян хаçат вулакансене паллашма сĕнетĕп.

Асрах-ха ачалăх

Çулсем темĕн чухлĕ иртсен те, ачалăх кирек камăн асĕнче те ытларах ырă пулăмсемпе, ăс пама тăрăшакан атте-аннепе, лайăх тус-юлташпа тата пулăшу алли тăсса паракан вĕрентекенпе упранса юлать. Çавăнпа хамăр калаçăва Владимир Петровичпа вăл çуралса ÿснĕ çемье, ачалăхра çуралнă ĕмĕтсем, вĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлени, шкулта вĕренни, салтакра пулни тата спортри малтанхи утăмсем тавра йĕркелерĕмĕр. Кунта вара паянхи çамрăксемшĕн малашлăха туртăнма ырă тĕслĕх пайтах.

- Шăллăмпа иксĕмĕр (Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи Хурăнлăх ялĕнче) механизаторпа колхозница çемйинче çуралса ÿсрĕмĕр. Атте-анне çемье пурнăçне ĕçпе тĕкĕ парса пынине ачаран курса пурнăç çулĕ çине тухрăмăр. Шкулта эпĕ яланах спортпа туслă ачасен йышĕнче пулса. Çавăнпах çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе шкул командишĕн тăтăшах тĕрлĕ ăмăртăва çÿреттĕм. Калас пулать, нихăçан та япăххисен йышĕнче пулман. Кунта мана хамăр класс ертÿçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Георгий Ярлов ветеран калани яланах асра пулнине палăртатăп. «Фронтра çирĕп сывлăхлă салтак çеç çĕнтерме пултарать. Пĕррехинче пĕр яла тăшманран ирĕке кăларассипе хĕрÿ çапăçу чылая тăсăлчĕ, нумай салтак пуç хунине пăхмасăрах вăл эпир фашистсене çапса аркатнипе вĕçленчĕ. Çĕнтерÿ валли малтанах çирĕп сывлăх кирлĕ. Унăн никĕсĕнче физкультурăпа спорт тăрать», - тетчĕ вăл. Çак чăнлăхпа эпĕ те хамăн пурнăçра пĕрре мар тĕл пултăм. Вăл мана спортпа ытларах çывăхлатрĕ, -калаçăва инçетрен пуçларĕ каратэ тренерĕ. 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Хĕрлĕ Чутай каччи Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне техник-механика вĕренме кĕрет. Кунта та ял ачи спортран уйрăлса каймасть – техникумри чи ăста спортсменсен йышĕнче пулать. Унăн сăнĕ ялан Хисеп хăми çинче пулнăран ял ачи тăтăшах тÿлевсĕр апатланма та тивĕç пулнă.

Салтакра

Алла ятарлă вăтам пĕлÿ илнин дипломне илсенех 20 çулхи каччăн салтак кайма ят тухать. 1987 - 1989 çулсенче вăл Украинăри вĕренÿ центрĕнче Т-72 танкăн оператор-наводчикĕн специальноçне алла илсе мирлĕ пурнăçа хÿтĕлеме тăрать. Мирлĕ пурнăçрах спортпа туслашнă каччăна çарти йĕркене алла илме çăмăлрах пулнă: çар уставĕсем вĕренесси, спорт вăййисенче ăмăртасси, турник çинче туртăнасси, марш-бросок чупасси, автомат сÿтсе-пуçтарасси, талăкĕпе нарядра тăрасси т. ыт. те. Çирĕп кун йĕркипе пурăнса 2 çул сисĕнмесĕрех иртет. Служба вăхăтĕнче чăваш каччи спортран катара тăмасть. Вăл çак çулсенче пăт пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Кăтартуллă полкра службăра тăнăскер, салтаксемпе офицерсем хушшинче çуран чупассипе те яланах малтисен ретĕнче пулса ыттисемшĕн тĕслĕх шутланать. Çапла вара чăваш каччи хăйĕн призывĕнчи нумай салтакран маларах «Çар отличникĕ» паллăна тивĕçет. Кун хыççăн вăл малашнехи пурнăçне те спортра курма, ку енĕпе аталану çулне шырама пуçлать.

Каратэри утăмсем

- Мĕншĕн шăпах каратэ тĕсне суйласа илнĕ эсир; - ыйтрăм пĕлĕшĕмрен. Ку ыйту çине Владимир Петрович хăвăрт хурав памарĕ. Çак вăхăтра унăн пĕтĕм спорт пурнăçĕ куç умне тухрĕ пулас. Çулсенчи тренер вăхăт авăрне кĕрсе аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ. «Пушă вăхăтра паян хамăн пурнăçăма тишкеретĕп те эсир хускатнă ыйтăва тăтăшах ума кăларатăп. Çартан таврăнсанах пĕр хушă хама ирĕклĕ тытрăм, туллин кантăм. Çакна курнă аттепе анне эпĕ малашлăх пирки интересленнипе кăсăкланчĕç. Ĕçе юратса пурăннăскерсем ман пурнăçпа кăсăкланни мана та ним шухăшсăр пурăнассинчен вăратрĕ. Çара кайиччен техник-механик дипломне алла илнĕскер, хама тивĕçтерекен ĕç шырама пуçларăм. Манăн суйлав Шупашкарти промышленность тракторĕсем тăвакан завод çинче чарăнчĕ. Кунта тракторсене саппас пайсемпе тивĕçтерекен кирлĕччĕ. Çав вăхăтрах куç умне «Водоканал» спорт залĕнче тĕрлĕ çулхи яшсене каратэ секцине йышăнни пирки пĕлтерÿ тĕл пулчĕ. Эпĕ çавăнта çул тытрăм. Кунта пирĕнпе Вячеслав Тимофеев ăста тренер ĕçлетчĕ. Пире вăл пĕрремĕш кунранах хамăр кĕлетке аталанăвĕшĕн суйласа илнĕ çул çăмăл пулмасса тата йывăрлăхсем умĕнче алă усмалла маррине ăнлантарчĕ. Спортри йĕркелĕхе ачаран хăнăхнăскер, эпĕ çапла турăм та. Ĕç хыççăн кунсерен тренировкăсене çÿресе каратэ ăсталăхне алла илсех пытăм. Пĕчĕккĕн ăмăртусене те хутшăнма пуçларăм. Виçĕ çул хушшинче тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса выляса яни те пĕрре мар пулчĕ, çĕнтерни те. Спортри ăсталăх вара хушăнсах пычĕ», - кăмăллăн калаçрĕ каратист. Çĕнĕлĕхе çичĕ хут тар кăларса алла илнĕ çамрăк кĕске вăхăтрах тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса призер пулса тăрать. Кунпа пĕрлех республика чемпионĕн ятне те тивĕçет. 1993 çулта Раççей ăмăртăвĕнче çĕнтерсе чăваш каччи Яппун маçтăрĕсем хушшинче хăйĕн ăсталăхне кăтартса «хура пиçиххи» çĕнсе илет. Çакă чăваш каччине секцисем йĕркелесе çамрăксене вĕрентес çула уçма пулăшать. Ачасене вĕрентес çул çине тăнă Владимир Петрович пĕр вăхăтра спорта та аталантарать, унăн пĕлтерĕшне те пропагандăлать, çамрăксене спортпа туслаштарать. Çак вăхăтра вăл хăйех спортсмен та, тренер та пулнă. Малашлăхпа пурăнакан арçын 1997 çулта Шупашкарта хăйĕн обществăлла организацине ЧРОО «ФСК» (федерация сетокан каратэ-до) уçать. Сетокан-каратэ-до сăмаха çапла ăнланмалла: Сето - каратэ-до пуçаруçин псевдонимĕ, кара - пушăлăх, тэ - алă, до -çул. Кĕскен каласан - пушă алăн çулĕ.

- Хĕрлĕ Чутайра çуралса ÿснĕскер Муркаша епле çаклантăн; - ыйтатăп калаçăва малалла тăсса.

- Шăпа çапла çаврăнса тухрĕ. Ялта пурăнас кăмăл пысăкки мăшăрăмпа иксĕмĕре Муркаша çитерчĕ те. Çатракассинче кивĕ çурт туянса никĕслентĕмĕр, çурт лартрăмăр. Эпĕ вара малтанах «Сывлăх» спорт шкулĕнче, хыççăн Муркашри вăтам шкулта каратэ секцийĕ уçрăм. 2015 çулта Муркаш район кубокĕшĕн каратэпе пĕрремĕш ăмăрту ирттертĕм. Ачасен, ашшĕ-амăшĕсен тăрăшулăхне кура ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе ирттерессине ырă йăлана кĕртрĕм. 2017 çултанпа пĕтĕм стильлĕ каратэн республикăри уйрăмĕн председателĕ пулнă вăхăтрах спортăн асăннă тĕсĕн республикăри тĕп тренерĕ те шутланатăп.

Ÿсĕм çулĕсем

Эпĕ ÿсĕм пирки сăмах хускатсан Владимир Петрович йăл кулса илчĕ те хăйĕн çак тапхăрти ĕçĕ пирки кăмăллăн каласа пачĕ. Хăй Муркашра ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Республикин призерĕсемпе чемпионĕсене тата Раççей шайĕнчи çĕнтерÿçĕсене сахал мар хатĕрленĕ вăл. Тĕнче шайне тухнă каратистсем те пур ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри – пирĕн округра çуралса ÿснĕ, каратэпе РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, 2 хутчен тĕнче чемпионки пулса тăнă Анастасия Тимофеева (сăн ÿкерчĕкре ăна хăйĕн тренерĕпе Владимир Петровичпа куратăр). Владимир Бардасова физкультурăпа спортри ÿсĕмлĕ ĕçĕсемшĕн тата тĕнче чемпионки хатĕрленĕшĕн нумаях пулмасть «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ят пачĕç. Мал туртăмлă тренера спорт ăмăртăвĕсенче, хастар та мал туртăмлă спортсменсем хатĕрлес ĕçре ăнăçу сунтăм. «Мирлĕ пурнăç ачалăхра никĕсленет, шкулта аталанать, çамрăксен тăрăшулăхĕпе вăй илет», - терĕ манăн хăна, каратэ спорчĕн хура пиçиххи хуçи Владимир Бардасов калаçу вĕçленсе пынă май ăшă кулăпа муниципалитет округĕнче пурăнакансене ырă малашлăх сунса. Хамăрăн калаçуран Украинăри ятарлă çар операцийĕ те аякра юлманран Владимир Петрович вăл хăвăртрах вĕçленессе, мирлĕ пурнăç пурпĕрех çĕнтерессе шаннине пĕлтерчĕ. Тренер хамăрăн чылая тăсăлнă калаçăва çапла вĕçлерĕ: «Хисеплесе тĕплĕ хатĕрлен те хăвна çĕнтерме ан пар!» Кулленхи тренировкăсенче спортри ÿсĕме туптани, сывă пурнăç йĕрки тытса пыни пурнăç çине те практикăлла пăхма вĕрентет тесе сывпуллашрăм эпĕ Владимир Петровичран.

Çапла пултăрччĕ!

Анатолий БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6