Шупуçĕнче - асăну алейи

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 12:15 Просмотров: 166

Пирĕн асаттесем çапăçу хирĕнче 1941 – 1945 çулсенче юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр та тискер вăрçă çулĕсем историе тарăнрах та инçерех юлса пыраççĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», - тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран сывă таврăннисем, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ вырăнта çапăçу хирне тухма тивнисем. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалласа Муркаш муниципалитет округĕнче астăвăм ĕçне сахал мар ирттерчĕç. Кашниех вăрçă тата ĕç ветеранĕсен чĕрине хускатать. Историпе кăсăкланакан çамрăксемшĕн те вăл ытлашши мар. Çакна шута илсе Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина тăрăшнипе Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Шупуçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа асăнну алейи уçрĕç. Истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулăма тĕрĕс хаклакан ял çыннисем тĕл пулăва йышлă тухрĕç.

- Алейăна лартса хăварнă хыр-чăрăшсем ял çыннисене тата кунта килекен хăнасене шупуçсем те çапăçу хирĕнче мирлĕ пурнăçшăн юн юхтарнине аса илтерччĕр, Аслă вăрçăна хутшăннă хăйсен ентешĕсемпе тăванĕсен ятне манма ан паччăр. Çак шухăшлава эпир ăруран-ăрăва куçарса пыма пултарсан, мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисем умĕнчи хамăр парăма туллин пурнăçларамăр тесе калама пултаратпăр, - терĕ пухăннисене алея уçма чĕнсе Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Геннадьевна. Çулсем иртнĕ май истори страницисене уçса пăхма кăсăклăрах та кăсăклăрах. Унта хамăр ентешсен паттăрлăх çулĕсене шырани пирĕн ума тăтăшах çĕннине кăларать. Çутă малашлăха шанса хăйсен пурнăçĕсене çĕршыв аталанăвне, çамрăк ăрусен пуласлăхне халалланă паттăрсен ячĕсене пирĕн манма юрамастех. Çакăн пек паттăрсем пирки каларĕ хăйĕн сăмахĕнче Муркаш муниципалитет округĕн депутачĕ Александр Давыдов.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çамрăксен пуласлăхĕшĕн пуç хунисем умĕнче эпир пурте пуç тайма тивĕç. Сирĕн ырă ĕçе ăнланатăп. Çакăнти йывăçсем 1941 -1945 çулсенчи хăрушă вăхăтсене аса илтерсех тăрĕç. Манăн кукаçи те çак вăрçăран йывăр аманса килсе чылай шар курчĕ. Нумайăшĕ вара фронтран тăван киле таврăнайман та. Вĕсем фронтра кăтартнă паттăрлăх çимĕçĕсем - паян кашни ялта электричество çути, çул, ĕçмелли шыв, çут çанталăк газĕ пурри, çынсем капмар çуртсем лартса тата хăватлă техника туянса лайăхрах пурăнма пуçлани, - терĕ Александр Платонович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене хуйхă илсе çитернине палăртса. Çак кун муниципалитет округĕн тата территори пайĕн яваплă специалисчĕсем, çамрăксене патриот воспитанийĕ парассипе тăрăшакансем Çатракасси территори пайĕнчи кашни яла çитсех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Ялсенче пурăнакансемпе ирттерекен тĕл пулусене Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова та активлă хутшăнчĕ. Любовь Александровна хăйĕн сăмахĕнче вырăнти çынсем активлăха çухатманни çинчен каланă май ялсенче пурăнакансене Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе ăшшăн саламларĕ. «Аслă асаттесен вăрçăри паттăрлăхне паян вĕсен кĕçĕн мăнукĕсем ятарлă çар операцийĕнче малалла тăсаççĕ. Ку вăл халăхăмăрăн пĕрлехи ĕçĕ», - терĕ вăл Çатракасси территори пайĕнчи кашни ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене манманнине ырласа. Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи хаяр вăрçине хутшăннисене манманни, вĕсене вăхăтра чыслани паян çĕршыв хуралне тухакансемшĕн, хăйсен çар тивĕçне ятарлă çар операцийĕнче туллин пурнăçлакансемшĕн уйрăмах ырă тĕслĕх. Вĕсем хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен паттăрлăхне манмасăр çапăçăва кĕнине эпир паян кашни ялтах курса-пĕлсе тăратпăр.

«Тăшмана парăнма хăнăхман асаттесемпе ку каçисен мăнукĕсем паян ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Кунта та вĕсем çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăваççĕ. Çапла çеç эпир тăшманăн техникине, çар çыннисене ытларах стройран кăларса черетлĕ çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма пултаратпăр», - терĕ калаçăва вĕçлесе уява йĕркелеме пулăшнă Леонид Морозов.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6