Хамăн черетлĕ çул çÿревпе эпĕ Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарас умĕн Çатракасси территори пайĕнчи Çĕньял Очăкассине çитрĕм. Ăнсăртран та мар. Çу уйăхĕн 6 мĕшĕнче çак ялта вырăнти активистсем тăрăшнипе 1941 – 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата пирĕн ирĕклĕхшĕн пуç хунисене асăнса стела уçрĕç. Çулсем иртнине пăхмасăрах тытнă шухăша пурнăçа кĕртме хутшăннă хастарсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, паян ятарлă çар операцийĕнче хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлакансем хăйсен ĕçне пĕрлехи ÿсĕм тесе палăртрĕç.
Çĕршыв историйĕ унăн çар пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Вăл вара - Раççей халăхĕн мухтавлă енĕ. Эпир хамăрăн паттăр хÿтĕлевçĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Пирĕн çар малашне те çĕршыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пуласса шанни хамăр аттесемпе асаттесен çул-йĕрне, паян çĕршыва хÿтĕлеме хутшăнакансен паттăрлăхне манманничен пуçланать. «Аслисен ĕçне курса паянхи çамрăксем хăйсенче патриотизм туйăмне вăйлатчăр», - терĕç мана Çĕньял Очăкассинче стела (сăн ÿкерчĕкре) уçма пухăннисем.
- Вăхăт иртнĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи историре шаларах та шаларах юлса пырать. Апла пулин те кашни килтех аслашшĕсемпе ашшĕсен паттăрлăхне манманни, паян çĕршыв хуралĕнче тăракансемпе мухтанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тума пултаракан кашни çын - çар постĕнче тăрать-и вăл е мирлĕ ĕçе чунне парса пурнăçлать- чăн малтанах Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи. Вĕсен паянхи тĕллевĕ - Раççейăн мухтавлă енĕсене упраса хăварасси. Ку вăл -пĕрлехи ĕç. Ăна туллин пурнăçа кĕртесси -умри тĕллев. Çакна шута хурса хамăр ялта та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене чысласа палăк лартас терĕмĕр. Вĕсем кашниех ăна тивĕçлĕ, - терĕ вырăнта стела уçассипе халăхпа тăрăшса ĕçленĕ ял старости Сергей Иванов (сăн ÿкерчĕкре сулахайран 4-мĕшĕ). Сергей Германович малтанах мана ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ял хушшине вак чул сарнă, пахчасем хыçĕнче нумаях пулмасть çĕнĕ пĕве пĕвелесе пĕтернĕ, урам вĕçĕнче симĕс улăх ытамĕнчи пĕвене пăхса тăни кашни ĕçрех ял çыннисем активлă пулнине çирĕплетет. Тăрăшуллă пулнисене ятранах асăнчĕ вăл. Вĕсем: Евгений Костенев, Герман Иванов, Александр Романов, Дмитрий Алексеев, Радик Романов, Михаил Алексеев, Людмила Смирнова. Кашнийĕнех аслашшĕсемпе кукашшĕсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем е çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунисем. Хамăрăн аттепе анне те Герман Ивановичпа Галина Ивановна пире кашни пуçарурах ырă канашсемпе пулăшса пычĕç. 72 çулхи атте, хăй вăхăтĕнче пирĕн çарсен Çурçĕрти ушкăнĕнче службăра тăнăскер, пĕр ĕçрен те пăрăнса тăмарĕ. «Эпир тăвакан ĕç - аслă ăрусем умĕнчи парăм», - тесе хавхалантарса пычĕ пире. Аннепе иккĕшĕ вĕсем ĕçрен пăрăнмасăр ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çăмăллăх шыраман, кашни куна ĕçре ирттернĕ. Ырă ĕç тума ялти пуçаруллă çамрăксем ял çыннисенчен пĕтĕмпе 100 пин тенкĕне яхăн укçа пухнă. Çатракасси территори пайĕн специалисчĕ Валентина Любимова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран 5-мĕшĕ) асăннă ĕçре уйрăмах хастар пулнисене ятран асăнчĕ. Стела уçма депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕсем Александр Давыдовпа Çатракасси вăтам шкул директорĕ Виталий Прокопьев та (сăн ÿкерчĕкре сулахайран 2-мĕшĕ тата 6- мĕшĕ) хутшăнчĕç. Виталий Александрович ĕçри хастарсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Хăйсен сăмахĕнче вĕсем ял çыннисен пуçарулăхне ырларĕç. Пĕрле пулсан çеç умри йывăрлăхсене çĕнме май пуррине палăртрĕç. Александр Платонович вара Çĕньял Очăкассинче пурăнакансене хăйсен паттăр ентешĕсене манманнишĕн тав турĕ. Çак ырă ĕçе кăтартма вăл чăваш телевиденине чĕнсе килнине ял-йыш ырăпа йышăнчĕ.
- Пысăк йывăрлăхсене çĕнсе пирĕн асаттесемпе асаннесем фашистсене çапса аркатса Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ хăпартса çакнă. Юнлă вăрçăран тăван киле округĕпе 5491 салтак таврăнайман. Хамăр ялтисене асăнса эсир кĕске вăхăтра стела уçма пултарни вĕсен ĕçне çирĕппĕн малалла тăсни пирки калать. Ялти 3 килтен фронта виçшерĕн тухса кайни пирĕн несĕлсем те тăван ене юратнине, унăн малашлăхне шаннине çирĕплетет. Ку вăл пысăк чыса тивĕç, - терĕ икĕ ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕ Людмила Иванова стелăна уçнишĕн тав туса.
Стела уçнă çĕрте ятарлă çар операцийĕнче салтак тивĕçне пурнăçлакан унăн вăталăх ывăлĕ Дмитрий та пулчĕ (сăн ÿкерчĕкре сулахайран 3-мĕшĕ). Хăйсем те çапăçу хирĕнче аслашшĕсен ĕçне малалла тăсни пирки, тăшманран хăраманни çинчен каласа пачĕ. Çĕньял Очăкассинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма 37 арçын тухса кайнă. Вĕсенчен 17-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Халĕ вĕсен кашнин ятне урам вĕçĕнче туса лартнă стела çинче вулама пулать. Уяв мероприятийĕ Çатракассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем вăрçă тематикипе концерт лартса панипе вĕçленчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
