Майăн 9-мĕшĕ. Муркаш урамĕнче - пăлхануллă кун, ир-ирех вăрçă çулĕсенчи чуна тивекен юрă-кĕвĕ янăрать, Çĕнтерÿ паркĕнче - хисеплĕ караул, пур çĕрте те уяв туйăмĕ палăрать, урамра аслисем кăна мар, ачасем те йышлă. Епле-ха унсăрăн, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ аслăран та аслă уяв вĕт, çанталăкĕ те кăмăллă.
Уява хутшăнакансем «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче пухăнчĕç. Аслă Çĕнтерĕве чысласси Раççей Федерацийĕн, Çĕнтерÿ ялавĕн копине илсе тухнипе пуçланчĕ. Ун хыççăн уяв сцени çинче хаяр вăрçă историне сăнарларĕç: пĕр самантра мирлĕ пурнăç татăлчĕ, çĕршыв салтаксене фронта ăсатрĕ, тыл пурнăçĕ курăнчĕ, тинех – Аслă Çĕнтерÿ тата Çĕнтерÿ вальсĕ. Музыка композицийĕнчи çак самантсем кашни çыннăн чун-чĕрине пырса тиврĕç. Тĕп лапама пухăннисене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ. «Çак сумлă уявра эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене аса илетпĕр, Аслă Çĕнтерĕве çывхартса пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнисене, чĕррисене сума суса тав тăватпăр», - терĕ Алексей Матросов 80 çулхи юбилейлă уявра. Вăл округра пурăнакансен ячĕпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене» тăшмана çĕнтерме тÿпе хывнăшăн, фронтра, тылра тăрăшнăшăн тав турĕ. Муркаш районĕнчен фронта 9845 çын тухса кайнă, 5491-шĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă. Тыл та фронт пекех тăшмана çĕнтерессишĕн тăрăшнă. Шел пулин те, мирлĕ пурнăçа çывхартнисем сахаллансах пыраççĕ. Аслă уява пирĕнпе пĕрле паян 1 ветеран кăна кĕтсе илет, Николай Алексеев Муркашра пурăнать. Çавăн пекех пирĕн хушăра - 16 салтак арăмĕ тата 115 тыл ĕçченĕ. Паян та пурнăç лăпкă мар. Пирĕн салтаксем аякри тăрăхра çĕршыва хÿтĕлеççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ. Алексей Матросов çĕршыва юрăхлă ывăлсем ÿстернĕшĕн салтак амăшĕсене тав турĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе муркашсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов саламларĕ. Çавăн пекех депутатсен округ Пухăвĕн ертÿçи, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Иванов ăшă сăмахсем каларĕ. Уяв сцени çине Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов тухрĕ. «Мирлĕ пурнăçшăн фронтра çапăçнисене, тылра тăрăшнисене, тăшмана аркатасси мĕн хака ларнине эпир яланах асра тытатпăр. Вăхăтсăр пуç хунисене, вилĕме çĕнтерсе чĕрĕ юлнисене манмастпăр. Пирĕнтен уйрăлса кайнисем паян сăн ÿкерчĕксенче ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле пирĕн хушăра. Асаттесене тĕслĕхе хурса хальхи вăхăтра пирĕн салтаксем неонацизмпа кĕрешеççĕ», - терĕ вăл.
Мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн пуç хунисене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ. Ветерансен округри кана шĕн ертÿçи Елена Максимова аслă ăрури пур çынна саламласа тав турĕ. «Тавах сире Çĕнтерÿшĕн, паттăрлăхшăн, чăтăмлăхшăн», - терĕ вăл пурне те мирлĕ тÿ-Саламлă сăмахсем Муркашри чиркÿ настоятелĕ Михаил атте каларĕ, пурне те СВО-на Турă пиллĕхне-сыхлăхне сунчĕ. Çак самантра «Рыккакасси - Катькас» маршрутпа çамрăксен авточупăвĕ старт илчĕ. Шкул ачисем тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене» чечексем парса, сăвăсем каласа саламларĕç. Уяв сцени умĕпе иртекен ача сачĕсенчи шăпăрлансен, çамрăк армеецсен парадне пăхма та питĕ Хыççăн Çĕнтерÿ паркĕнчи палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, мирлĕ пурнăç парнеленисене тав турĕç. Палăк умне пырса пуç таякан питĕ йышлă пулчĕ. Çĕнтерÿ паркĕнче «Эпир асра тытатпăр, эпир хăпартланатпăр» интерактивлă площадка ĕçлерĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин истори страницисене уçма тата истори пĕлĕвне тĕрĕслеме май килчĕ. Вăрçă çулĕсенчи Муркаш районĕн ĕç паттăрлăхĕ пирки калакан архив докуменчĕсем те пуриншĕн кăсăклă пулчĕç. Мероприяти çулĕ Тури чăвашсен музейне илсе çитерчĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăннисене, халĕ хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене халалланă «Семья Героя» фотоэкспозици уçăлчĕ. Çак проекта Чăваш Республикинчи Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисен комитечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Муркашра вара курав асăннă комитетăн вырăнти представителĕсем Оксана Ильина тата Ирина Игнатьева пуçарнипе кун çути курчĕ. Курава округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов, депутатсен округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов тата ыттисем хутшăнчĕç. Алексей Матросов каланă тăрăх, фотопроект - питех те вырăнлă пуçару. Курав çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асăнма тата халĕ ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрлăх кăтартакансене хисеплеме май парать. Округ пуçлăхĕ проект пуçаруçисене тав турĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçу сунчĕ. КСВО проекчĕ мирлĕ пурнăçа упрамаллине аса илтерет. Эпир хамăрăн паттăрсене асра тытма, вĕсен çемйисене пулăшма тивĕç. Синкерлĕ хирĕçÿ-çапăçу текех ан пултăрччĕ. «Семья Героя» проект - астăвăма çамрăк ăрăва памалли утăм. «Мана, мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă Мухтав орденĕн кавалерĕн ашшĕне, чунра питĕ йывăр пулсан та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене манманран чĕрере ăшă. Паттăрла пуç хунисем пирĕн чĕрере, пирĕн асра пурăнаççĕ. Кунпек фотоэкспозици малашне ан пултăрччĕ. Ăна Çĕнтерÿ вĕçлессе шанатпăр», - терĕ «Сывлăх» спорт шкулĕн ертÿçи Александр Куликов куравра. Мероприяти малалла пычĕ. Уяв сцени çинче вара «Я помню! Я гор жусь!» муниципалитет фестивалĕн çĕнтерÿçисен Гала-концерчĕ иртрĕ. Каçхине уявăн программи малалла тăсăлчĕ. Уяв кунĕ Çĕнтерÿ салючĕпе вĕçленчĕ. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă мероприятисем округри кашни территори пайĕнче майăн 8 мĕшĕнче иртрĕç, Мăн Сĕнтĕрте - майăн 9-мĕшĕнче.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
