Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 13:57 Просмотров: 86

«Эпĕ, Александра степановна степанова, Шарпаш ялĕнче 1922 çулхи августăн 23-мĕшĕнче çуралнă. Атте-анне хуçалăхĕ вăтаммисен шутĕнчеччĕ. Анне Мария Тимофеева 1988 çулта çуралнă, 1943 çулта пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ вăл вăхăтра вăрçăраччĕ, шел, ăсатаймарăм аннене юлашки çула. Атте Степан Алексеев аннерен икĕ çул кĕçĕнрехчĕ, унран ытларах пурăнчĕ. 1936 çулта Чуманкасси шкулĕнчен вĕренсе тухрăм эпĕ. Тавах аттепе анне не, вĕсем мана кирлĕ професси алла илме пулăшрĕç. Пурнăç йывăр пулин те мана вĕрентсе кăларчĕç. Тепĕр виçĕ çултан Шупашкарти фармаци шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Çав хушăрах çар хат ĕрленĕвĕнче те пултăм. «Анатомия и физиология», «Первая помощь», «Хи рургический инструментарий», «Фарм а кология», «Военно-санитарная подг отовка» тата ытти предмет вĕр ентн ĕ пире. Çавăнпа та вăрçă хирĕнче ни мĕн те пĕлместĕп тесе калаймастăп. Вĕр енни йăлтах фронтра кирлĕ пулчĕ мана. 1939 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ аптекăра ĕçлеме тытăнтăм. Ĕçе майĕпен хăнăхса пыраттăм, вăрçă пуçланчĕ. Эпĕ те салтаксемпе танах вăрçă хирĕнче кирлĕ пултăм. 1941 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе Шупашкар хула çар комиссариачĕ урлă фронта тухса кайрăм. 1943 çулхи август уйăхĕччен Приморск тăрăхĕнчи Совгавань хулинчи çарпа тинĕс госпиталĕн аптекинче фармацевтра ĕçлерĕм. Пĕр вăхăт Тĕп санитари управленийĕн резерв батальонĕнче тăтăм, Мускаври НКО çурчĕн аптекине ĕçлеме ячĕç. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи декабрь уйăхĕччен Карели фронтĕнче 301-мĕш аптека ертÿçинче тăрăшрăм. Ман ĕç аптекăра тăрасси кăна пулман, медицина пĕлĕвĕ пулнипе аманнисене сахал мар пулăшма тивнĕ. Карели фрончĕн çапăçăвне хутшăннăшăн «Çарти тивĕçсемшĕн» тата «Хастарлăхшăн» медальсемпе чысларĕç. 1945 çулхи Май уйăхĕччен должноçрах 3-мĕш Украина фронтне лекрĕм, хыççăн Украинăн тăваттăмĕш фронтне çитрĕм. Аманнă салтаксем нушаланатчĕç, кашнине мĕнпе те пулин тата хăвăртрах пулăшас килетчĕ. СССР Аслă Совечĕн Президиумĕ мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысларĕ. Вăрçа никам та наградăшăн кайман, награда хăй тупнă пире. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Австрин тĕп хулине - Венăна - ирĕке кăларнă çĕре хутшăннăшăн «Венăна илнĕшĕн» медальпе тата Тав çырăвĕпе чысларĕç мана. Çавăн пекех 1944 çулта «Çарти тивĕçсемшĕн», «Хастарлăхшăн» медальсене тивĕçрĕм. 1946 çулхи август уйăхĕнче Киев çар округĕн хушăвĕпе саппаса тухрăм. Унăн тĕп çурчĕ Белая Церковь хулинче вырнаçнăччĕ. Çак икĕ çулта эпĕ Совет çарĕ йышĕнче Венгрие, Австрие, Чехословакие çитрĕм. Вăрçă çулĕсенче эпĕ техник интендант, çар фельдшерĕ, медицина службин лейтенанчĕ, аслă лейтенанчĕ пултăм, юлашкинчен медицина службин капитанне çитрĕм, - çапла çырса хăварнă хăй вăхăтĕнче Александра Степановна. 1949 çулта вăл «Миняшкинский источник» санаторинче ĕçлеме тытăннă, обществăлла ĕçе хастар хутшăннă, сипленекенсемпе тата унта ĕçлекенсемпе политсехетсем ирттернĕ. Муркаш тăрăхне таврăнсан вăл районти аптека ертÿçинче ĕçленĕ. Унпа кăна çырлахман, малалла вĕреннĕ, Киеври патшалăх институтĕнче, куçăмсăр майпа Мускаври Сеченов ячĕллĕ медицина институтĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Районти медицина ĕçченĕсен профсоюз райкомне ертсе пынă. Аптека ассистенчĕ, химик-аналитикĕ пулнă. 1972 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче ăна саппаса кăларнă.

Роза ИЛЛАрИОнОвА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6