«Шкултаччĕ ун чухне, Германие çĕнтерни пирки пĕлтерчĕç»

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 13:51 Просмотров: 194

Эпĕ вăрçă ачипе Фаина тринитатовăпа Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн калаçу ирттертĕм. Вăл 1932 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен ялĕнче çуралнă. Халĕ Москакассинче пурăнать. Вăрçă нушине Фаина Фадеевна нумай чăтса ирттернĕ.

- Сирĕн çывăх çыннăрсем тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă-и?

- Пирĕн çемьери тăватă арçын çĕршыв хÿтлĕхне тăнă, тăшмана хирĕç çапăçнă. Атте - Фадей Иванович, вăл 53 çулта çар хуралне тăнă, стратеги пĕлтерĕшлĕ Сăр кĕперне сыхланă. Аслă пичче - Авенир Фадеевич, 1920 çулта çуралнăскер, вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса тăнă, Ленинград блокадине лекнĕ. Аманнă, чĕрĕ юлнă. Киле инвалид пулса таврăнчĕ. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Тепĕр пичче - Георгий Фадеевич, 1923 çулта çуралнă. Вăрçăччен вырăнти шкулта ачасене истори вĕрентнĕ. Фронтра пулеметчик пулнă. Сталинград патĕнче паттăррăн çапăçса пуç хунă. Владимир Фадеевич 1927 çулта çуралнă. Вăл Çурçĕр флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Хăйĕн 7 çулне Хĕрлĕ Çара халалланă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕпе чысланă.

Вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăнчĕ, Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче ачасене математика вĕрентрĕ. Фаина Фадеевнăн мăшăрĕ - Александр Желтов, 1925 çулта çуралнă. Вăл 17 çулта фронта тухса кайнă, кĕçĕн сержант гварди артиллерисчĕ пулнă.  Ăна «Хастарлăхшăн» медальпе чысланă.

- Сирĕн çывăх çыннăрсем фронта мĕнпе пулăшнă?

- Анне - Вера Филипповна, вăрçă тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Вăл вăхăтра пур ĕç те хĕрарăмсемпе ачасен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Аслă аппа - Серафима Фадеевна, 1917 çулта çуралнă. Вăл Мăн Шемертен ялĕнче пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ, ĕне фермин ертÿçинче ĕçленĕ, пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă. Аппа каçсерен хĕрсене киле хăйсем патне лармана пухнă, «хĕрлĕ улах» тенĕ ăна. Вĕсем салтаксем валли çăм арланă, çăм нуски, виçĕ пÿрнеллĕ перчетке нумай çыхнă. Çак кирлĕ япаласенчен посылка хатĕрлесе фронта ăсатнă. Руфа Фадеевна 1925-мĕш çулхи пулнă. Вăл та колхозра ĕçленĕ, шкулта вĕреннĕ.

- Йăла условине мĕнле астăватăр?

- Астăватăп, питĕ сивĕччĕ. Тепĕр чухне кăмака хутма нимĕн те çукчĕ. Вăрçăччен пирĕн улмуççи сачĕ пысăкчĕ. Çав йывăçсене кăмака хутма каснине астăватăп. Тепĕр чухне 3 километр аякка хăрăк турат пуçтарма кайни асра. Эпир, ачасем, хамăр çинче киле хăрăк турат çыххисене йăтса килеттĕмĕр.

- Вăрçă çулĕсенче мĕн ĕçленĕ-ха?

- Вăрçă вăхăтĕнчи ачасем аслисемпе танах çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă. Ун чухне «Все для фронта! «Все для Победы!» лозунг пурччĕ. Пуçламăш класра вĕренеттĕм Çулла тата кĕркунне колхозра ĕçленĕ. Ана-йăран çумран тасататтăмăр, курăк типĕ теттĕмĕр, алăпа тырă выраттăмăр. Каçсерен вара улăхра лашасемпе çÿреттĕмĕр. Хĕлле те уроксем хыççăн аслисене пулăшма васкаттăмăр: уй тăрăх юр ăшшĕн утаттăмăр, утă-улăм урисем çинчен юр тасататтăмăр. Çулла вара кĕтÿ пăхнине астăватăп. Кÿршĕсем мана 7 ĕне пăхма шанса панăччĕ, вăрман патне çити 3 километр таран каймаллаччĕ. Каçхине каялла таврăнаттăмăр. Аппана пулăшма фермăна час-часах каяттăм. Алăпа çу тумаллаччĕ.

- Шкулта вĕреннĕ-и-ха, мĕнле предметсем

- Вăрçă вăхăтĕнче Мăн Шемертен шкулĕнче пуçламăш класра вĕреннĕ. Вĕренме килĕшетчĕ. Пĕрремĕш учитель арçынччĕ, ăна вăрçа илсе кайрĕç. Пире вара 9 класран вĕренсе тухнă çамрăк учитель вĕрентме тытăнчĕ.

- Вăл вăхăтра эсир мĕн çинĕ?

- Пирĕн çемьери пур арçын та, кĕçĕннисĕр пуçне, фронтра пулнă, вĕсемсĕр пурăнма пире питĕ йывăрччĕ. Мăян икерчи çиеттĕмĕр, уйра çĕр улми крахмалĕ пухаттăмăр. Çулла вара анне курăк яшки пĕçеретчĕ те тĕс кĕртмелĕх сĕт яратчĕ. Хĕллехи вăхăтра шĕшкĕ хăлха çаккисене пухаттăмăр та типĕтеттĕмĕр, кайран авăртаттăмăр. Анне ăна çăкăр пĕçернĕ çĕре яратчĕ. Тути йÿçекчĕ, çапах та çинĕ.

- Шкул тата общество пурнăçĕнчен мĕн асра

- Ун чухне шкулта уявсем туман. Мĕнле урок пĕтет, çапла колхоз ĕçне васканă. Йĕтем çинче лашасене кÿлетчĕç те вĕсене çаврăм туса уттараттăмăр, çапла тырă çапнă.

- Фронта эсир хăвăр мĕнле пулăшу кÿнĕ?

- Эпир мĕн туни йăлтах фронт валли пулнă.

- Мĕнле шухăшлатăр, сирĕн ачалăх мĕнле

- Манăн ĕç ачалăхĕ пулнă. Çак ĕç çирĕплĕхĕ мана ĕмĕр тăршшĕпех дисциплинăна пăхăнма вĕрентрĕ. Япăх тумлă, час-часах выçă, апла пулин те çĕнтерÿ часах пуласса шанса пурăннă.

- Аслă Çĕнтерÿ кунне эсир мĕнле астăватăр?

- Ун пирки эпир шкулта пĕлтĕмĕр. Пире линейкăна пухрĕç. Шкул директорĕ фашистла Германие çĕнтернине пĕлтерчĕ. Учительсем трибуна çинче макăраççĕ, куçĕсене шăлаççĕ. Эпĕ вĕсем çине пăхатăп та шухăшлатăп: «Мĕншĕн макăраççĕ-ха? Савăнмалла-çке! Çĕнтернĕ вĕт». Савăнăç куççулĕ пулнă çав вăл.

Михаил ЖЕЛтОв.

Шупашкар хули, 1-мĕш гимнази.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6