Хирте кунĕпех - ĕç шавĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.04.2025, 10:06 Просмотров: 55

Ял ĕçченĕ Çуркуннепе Ĕç уявне çур акин хĕрÿ тапхăрĕнче кĕтсе илет. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта çур аки ĕçĕ кăçал графикран маларах пырать, юлашки 15 çулта çак ĕçе çапла маларах пуçăнни пĕрремĕш хут пулнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта акнă лаптăк калăпăшĕ, хальхи вăхăтрипе танлаштарсан, самай пĕчĕк.

Чăвашинформ пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем 550 пин гектар вăрлăх акса хăварнă. Ĕçе планпа пăхнин 40 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă. Пысăк лаптăксем Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар округĕсенче. Вĕсенчи ĕç калăпăшĕ - 30 процент ытла. Çавăн пекех техника культурисене акаççĕ. Аграрисене минераллă удобренипе, техникăпа туллин тивĕçтернĕ. Республика усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе малалла ĕçлет. Кăçал ака лаптăкĕ тата 4 пин гектар чухлĕ ÿсмелле. Муркаш округĕнче те ака ĕçĕ япăх мар пырать. Округ администрацийĕнче тунтикунри канашлура пĕлтернĕ тăрăх, «Куснар» агрофирма çур акине вĕçленĕ. Ку ĕç Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра, Ильич яч. хис. хуçалăхра, Чкалов яч. хис. хуçалăхра, Краснов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче малалла пырать. Муркаш округĕнчи ял хуçалăх производство предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 900 гектара яхăн çурхи культурăсене акса хăварнă. Ака материалне çĕнетес тĕлĕшпе 98 тонна пĕрчĕллĕ культурăн элита вăрлăхне, 55 тонна кукурус, 29 тонна çĕр улми вăрлăхне туяннă. Вăрлăх кондицийĕ 100 процентпа танлашать. Округра çур аки мĕнле пынипе паллашма эпĕ ирех Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăха çитсе килтĕм. Тĕп агроном Виталий Морозов акана хутшăнакансене хире тухма хатĕрлетчĕ, хăй те унта васкарĕ. Удобрени, вăрлăх тиенĕ тракторсем тата акакан тракторсем паркран васкаса хире тухса кайрĕç. Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн халĕ çĕнĕ ертÿçĕ - Александр Иванов. Вăл каланă тăрăх хуçалăхăн çур аки ирттерме услови çителĕклĕ, сĕрмелли-çунтармалли материал туяннă, пахалăхлă вăрлăхпа усă кураççĕ.

Уй-хир ĕçĕпе Виталий Морозов тĕп агроном тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

- Çур акие 640 гектар çинче ирттермелле, вăл шутра çурхи тулă - 400 гектар, урпа 240 гектар акса хăвармалла. Çак вăхăт тĕлне 70 гектар çурхи тулă акрăмăр. Хуçалăхăн вăрлăхĕ йăлтах кондициллĕ. 10 тонна «нур» сортлă пахалăхлă тулă вăрлăхĕ туянтăмăр. ГСМ енĕпе чăрмав çук. Удобрение нормăпа пăхнă тăрăх çителĕклĕ хывса хăваратпăр. Уйра пĕтĕмпе 6 техника ĕçлет. Юрий Никитин тата Анатолий Степанов механизаторсем икĕ сеялкăпа акаççĕ. Çавăн пекех удобрени тата вăрлăх турттаракан, катокпа чупакан, культиваторпа ĕçлекен тракторсем, - терĕ тĕп агроном. Çур аки кал-кал пыни лайăхах курăнчĕ. Эпĕ пынă вăхăтра вĕсем Якаткасси ялĕ çывăхĕнчи уйра ĕçлетчĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6