Аслă Отечественнăй вăрçă ахрăмĕ пĕр çемьене те, пĕр киле те пырса тивмесĕр хăвармар пулĕ. Çăмăллăн килмерĕ Çĕнтерÿ. Кам юратнă мăшăрне кĕтсе илеймерĕ, кам – ывлне, ашшĕне, пиччĕшне, шăллĕне… Мĕн чухлĕ çухату, мĕн чухлĕ ырату, куççуль… çак хаяр, юнлă вăрçăран чĕрĕ юлнисене вара килĕсенче çывăх çыннисем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тăватă çул вăл тăватă уйăх мар çав. 1418 куна тăсăлнă вăрçă вăхăтĕнче никама та çăмăл пулман: тылра та, вăрçă хирĕнче пушшех те…
Манăн асатте, Филипп Гаврилович Волков, Атапай ялĕнче 1913 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ. Ун чухнехи ача-пăча çамрăклах ĕç çумне çыпçăннă тесен те тĕрĕс пулать. Вăл та, ытти ачасем пекех, çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, колхоз уй-хирĕнче çĕр улми кăларнă – нимĕнле ĕçрен те пăрăнса тăман.
1935 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хула военкомачĕ ăна çар службине илет. Манăн асатте Мускаври 1-мĕш артиллери полкĕнче разведчик пулса 1937 çулхи декабрьччен çар тивĕçне пурнăçлать. Салтакран килнĕ маттур каччă Атапай хĕрĕпех, манăн асаннепе, тирпейлĕ, сăпайлă Перасковья Федотовнăпа, çемье çавăрать. Кĕçех туслă çемьере Коля, тепĕр çултан Костя çуралаççĕ. Савăнса пурăнмаллаччĕ çемьепе, анчах хăрушă вăрçă пĕр кĕтмен çĕртен мирлĕ пунăçа татать.
Тепĕр куннех, 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче, Сĕнтĕр военкомачĕ Филипп Гаврилович Волкова вăрçа ăсатать. Манăн асатте, артиллерист разведчик, Хĕвел анăç, Брянск, 1-мĕш Украина фрончĕсенче, хыççăн ЦГВ-ра (Центральная группа войск) паттăррăн çапăçать.
1944 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Дубровка ялĕ çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче Ф. Волков разведчик, хăй тăхлан çумăр айĕнче пулнине пăхмасăр, пирĕн пехотăна малалла кайма чăрмантаракан тăшманăн 2 миномет батарейине асăрхать. Вĕсен координачĕсене хамăр артиллеристсем патне çитернипе тăшман миномечĕсене часах тĕп тунă. Пирĕн салтаксем, малалла кайма çул уçăлнипе, атакăна çĕкленсе тăшмана малалла хăваланă. Ф. Волкова çакăншăн СССР Аслă Президиумĕ «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. 1945 çулхи майăн 2-мĕшĕнче Блохвитц районĕнче нимĕçсен контратаки вăхăтĕнче сăнав пунктĕнчи Ф. Волков, нимĕçсене питĕ çывăха ярса, хăйне персе лекесрен шикленмесĕр, умĕнчи 7 фашиста тĕп тăвать. 1945 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Нигородице ялĕшĕн пынă хаяр çапăçура та 8 нимĕç салтакне леш тĕнчене ăсатать. Хĕрÿ çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Ф. Волков Правительствăн пысăк наградине – III степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçет, çавăн пекех хăюллă салтака «Германие çĕнтернĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ 20 çул тултарни» медальсемпе наградăланă. Çавăн пекех хăюллă разведчика Сталин алă пуснă Хисеп грамотипе чысланă. «Чапшăн, орден-медальшĕн çапăçман, - асатте каланине аса илет манăн анне, ашшĕнчен саккăрмĕш класа кайма пуçланă чух юлнă Ольга. Вăрçă çинчен сăмах пуçарсанах ялан куççульленетчĕ атте фронтовик».
Ял хыççăн ял, хула хыççăн хула фашистсенчен ирĕке кăларнă. Вилĕм çинчен шутлама та вăхăт пулман, анчах вăл яланах юнашар çÿренĕ.
«Пĕррехинче, Дрезден хули еннелле кайнă чухне (фашистсем каялла чакнă чух минăсем кашни утăмра тенĕ пекех лартса хăварнă), унта та кунта машинăсем те, салтаксем те çине-çинех сике-сике каятчĕç. Çапла машина пынă çĕртех, такам систернĕ пекех, унтан анса çуран утрăмăр, вăл нумай та каяймарĕ, мина çине лексе сирпĕнсе кайрĕ, çапла юлташпа вилĕмрен юлтăмăр»,- асатте каласа панине аса илет манăн анне. Çапах аманмасăр та пулман вăрçă хирĕнче: 1944 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Чертково хулине ирĕке кăларнă вăхăтра, 1945 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Тауэр çывăхĕнче, çав çулах, августăн 5-мĕшĕнче, Рунцен районĕнче. Сывалнă хыççăн – каллех фронта. Ирсĕр фашистсене пĕр шелсĕр хăваласа хăйсен тĕп йăвине – Берлина çитет, рейхстаг çине «Волков» тесе çырма шырасан-шырасан вырăн тупать-тупатех.
Вăрçă 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче тухса кайнă Ф. Волков Чехословакие ирĕке кăларнă хыççăн 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче орден-медальсемпе киле таврăнать. Часах мирлĕ ĕçе кÿленет, уй-хир бригадирĕнче тимлет, конюхра тăрăшать. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралаççĕ.
Майĕпен пурнăç майлашăнса пырать. Ĕçсĕр ларма хăнăхман мирлĕ салтак. Пушă вăхăтра ялти çынсене йывăç кĕреплесем туса парать, кивелнĕ витресене сапласа вĕсене çĕнĕрен чун кĕртет, пахчари улмуççисене пăхса тăрать.
Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ. Анчах икĕ хут контузи пулнă, виçĕ хут аманнă, тăватă çул вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтак мирлĕ вăхăтпа нумаях савăнса пурăнаймасть, çурăмĕ çинчи нимĕç осколокне кăлармасăрах, колхоз лашисене пăхнă çĕртех, 56 çула 3 кун тултараймасăр, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. Пытарнă хыççăн унăн вил тăпри çинче 3 ывăлĕ харăс тăрса паттăр ашшĕне 3 хутчен пăшалтан персе чыс тунă.
Филипп Гавриловичăн мăшăрĕ, 1912 çулта йышлă çемьере çуралнă. Перасковья Федотовна, манăн асанне, питĕ ĕçчен, маттур хĕрарăм пулнă. Аллинче ĕç вĕресе тăрать, теççĕ ун пек çынсем çинчен. Ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерÿ 30 çул, 40 çул тултарни», «Ача амăшĕн I тата II степеньлĕ» медальсемпе наградăланă. Вăл Чăваш АССРĕн Хисеп грамотине, Муркаш райĕçтăвкомĕн Тав çырăвне илме тивĕçнĕ.
Асаттепе асанне пирĕнпе тахçанах çук ĕнтĕ, çапах пирĕн мирлĕ пурнăçшăн, пирĕн ырă пуласлăхшăн вăрçăра юн тăкнă, тылра ырми-канми вăй хурса ĕçленĕ Перасковья Федотовнăпа Филипп Гаврилович Волковсем. Эпир, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, вĕсен паттăрлăхĕпе мăнăçланса, яланах асра тытăпăр.
Надежда Суворова
Август 2026 |
