Паянхи пурнăçра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-ханасси пирки чылай калаçаççĕ. Çавăнпа пĕрлех хамăрăн килти хушма хуçалăхра хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усранăран тата вĕсене çу кунĕсем çитнĕ май ирĕккĕн çÿреме кăларнăран кайăк грипĕн хăрушлăхĕ пирки те пĕлес килет. Вăл хальлĕхе пирĕн патăмăрта çук пулин те, унран асăрханма пирĕн уйрăмах мĕн пĕлмелле; Район хаçачĕ урлă çакăн пирки ăнлантару ĕçĕ ирттерсен лайăх пулмаллаччĕ.
Александра СТЕПАНОВА. Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ.
Çуркунне кайăксем вырăнтан вырăна йышлă куçнă пирки вĕсем урлă сарăлакан чир-чĕр те хытах шухăшлаттарать. Ку ыйту выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсене çеç мар, килти хушма хуçалăхра чăх-чĕп ĕрчетекенсене те пырса тивет. Профилактика йĕркине пăхăнманнисем кĕске вăхăтрах пысăк çухату тÿсме пултараççĕ. Çакна шута илсе вулавçă ыйтăвне те айккине хăвармарăмăр. Александра Федоровна ыйтăвĕ çине муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин выльăх тухтăрне Татьяна КИСЕЛЕВĂНА хуравлама ыйтрăмăр:
- Пирĕн округра пурăнакансем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк усранипе палăрса тăраççĕ. Чылайăшĕ çавна валли палăртнă йĕркене те çирĕп пăхăнать. Анчах чылайăшĕ тени вăл пурте тенине пĕлтермест. Кун пек чухне хăрушлăхĕ те юнашарах. Çынсене те, выльăх тухтăрĕсене те канăç паман ыйтăва хускатнăшăн тата вăхăтлă калаçу пуçарнăшăн сире пысăк тав. Кайăк грипĕ килти хушма хуçалăхри, обществăлла секторти чăх-чĕппе пĕрлех çыншăн та хăрушă чир шутланать. Вăл пĕр çĕртен тепĕр вырăна куçмалли тĕп çул-йĕр инфекциллĕ кайăкпа е унăн продукцийĕпе çыхăннă. Чир сарăлас çул -çынсем кайăк каяшĕпе вараланнă хатĕрсемпе усă курса тÿрремĕн çыхăнăва кĕни. Чирлес хăрушлăх кайăк-кĕшĕке пусса тирпейленĕ, тĕк татнă, чирлĕ кайăка пĕçерме хатĕрленĕ вăхăтра гигиена правилисене пăхăнмасан уйрăмах пысăк. Çавăн пекех чирлĕ чăхсен какайне, çăмартисене çителĕклĕ пĕçермесен те кайăк грипĕпе чирлес хăрушлăх çÿллĕ шайра пулать. Кунта хаçат вулакансене çакна çирĕплетсе калатăп: грипп вирусĕ 60 - 65 градус вĕрире вилнине шута илсе, кайăк ашне 100 градусра çур сехетрен кая мар пĕçермелле, çăмартана 10 - 15 минут вĕретмелле. Çак хăрушă чир унпа чирленĕ кайăксен каяшĕ ÿсен-тăран çине лексе, сывлăшра сарăлса, шывра ирĕлсе çынна шыв ĕçнĕ тата шыва кĕнĕ чух, сывлăшпа тусан çулĕпе, таса мар алăсем урлă та лекме пултарать. Кайăксен грипĕпе чирлессинчен асăрханас тĕллев пе çынсен иккĕленÿллĕ курăнакан Килти чăх-чĕппе вĕçен кайăксене килте те, пасарсенче те, вĕсем юхан шывсемпе кÿлĕсенче йышлă пухăнакан вырăнсенче те тытма, вĕсемпе çывăх хутшăнăва кĕме юрамасть.
Килти хушма хуçалăхра чăх-чĕп усраканăн, ăна тата унăн продукцине реализацилекенĕн РФ Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ йĕркене тĕп вырăнта тытмалла. Унпа килĕшÿллĕн вĕсен чăх-чĕпе куçарса çÿренĕ чух çак маршрута патшлăх ветеринари надзорĕпе пăхса тухмалла, ăна çирĕп пăхăнмалла. Кунпа пĕрлех кайăк грипне тупса палăртнă регионсенчи чăх-чĕпе сывă региона пачах илсе кĕме юрамасть. Чăх-чĕпе куçарса çÿремелли маршрутра кайăк грипĕпе сывă мар территори пулмалла мар. Килте усрама чăх-чĕп туяннă чух сутлăх кайăк-кĕшĕкĕн ветеринари докуменчĕсем (ВСД) пулмалла. Кунпа пĕрлех чăх-чĕп е унăн продукцине туянаканăн çав документсенче кайăк грипĕ тĕлĕшпе ирттернĕ лаборатори тĕпчевĕпе паллашни вырăнлă пулмалла. Чăх-чĕпе е унăн продукцине халăх йышлă пухăнакан вырăна сутма тухнă чух автомашинăна дезинфекци тунин акчĕ те кирлĕ. Эсир чăх-чĕп е унăн продукцине пасара сутма тухнă чух асăннă хутсем саккунпа килĕшÿллĕн сирĕн çумра пулсан çеç сирĕн тавар таса шутланать.
АСĂРХАНУ МЕЛĔСЕНЕ ПĂХĂННĂ ЧУХ ÇАКНА АН МАНĂР: килти чăх-чĕпе хваттерте, çынсем пурте усă куракан вырăнсенче (кухньăсенче, коридорсенче, путвалсемпе балконсенче) тытма юрамасть*
килти чăх-чĕпе усрамалли витесене санитарипе экологи тата ветеринари нормисене пăхăнса тумалла*
килти кайăк-кĕшĕк валли янтăланă апата шыв кĕмелле мар шăнăçсенче упрамалла*
кайăк грипĕн хăрушлăхĕ пысăк чух (кайăксем çуркунне кăнтăртан массăллă вĕçсе таврăннă вăхăтра) килти кайăк-кĕшĕке инфекци лекесрен сыхласа витере хупса усрамалла, кил-çурт таврашĕнче вĕçен кайăксене хăратмалли кĕлеткесем е хăратмалла сасă паракан хатĕрсем вырнаçтармалла та ку тапхăрта килте усрама кайăксем илессинчен тăхтамалла*
ют çынсене кайăк-кĕшĕк витисене кĕртмелле мар*
ачасем чирлĕ кайăкпа çыхăнăва кĕресрен асăрханмалла*
килти тата тискер вĕçен кайăксем пĕрле пулассинчен сыхланмалла*
санкцилемен вырăнсенче палламан сутуçăсенчен чăх-чĕп, вĕсен продукцине туянассинчен пăрăнмалла (асăннă продукцие тата чăх-чĕпе сутакансен çумра тивĕçлĕ
Ветеринари докуменчĕсем пулмалла)*
чăх-чĕп пуснă е тирпейленĕ хыççăн алла çийĕнчех хуçалăх супăнĕпе çум алла. Муниципалитет округĕнче çÿлерех асăннă чиртен сыхланассипе çуллен пысăк ĕç Туса ирттеретпĕр. Çав шутра халăх хуш шинчи ăнлантару ĕçĕ те тĕплĕ пулса пырать. Ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласан çеç кайăк грипĕ пирĕн ене хăрушлăх илсе çитермессе кашнин ăнланмалла.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.
Август 2026 |
