Пирĕн çĕршывра пулас çар çыннисене хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе çарпа спорт хатĕрленĕвĕн «ВОИН» центрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать. Çамрăк ăрăва вĕренÿ учрежденийĕсенче патриотла воспитани парассинче тата çак ĕçе йĕркелессинче компетенци центрĕ пулса тăрать. Унăн тĕп задачи - пирĕн хăватлă çĕршыва хÿтĕлесси, ăна валли çирĕп çамрăк ăру хатĕрлесси. «ВОИН» центрăн профессильлĕ инструктор методисчĕ, педагог, çар ĕçĕн ветеранĕ, СВО участникĕ Çатракасси тăрăхĕнчи Сергей Васильев Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсемпе паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ. Вăл шкул ачисене çарти пурнăçпа, унта усă куракан хăш-пĕр япалапа, çав шутра хĕç-пăшалпа паллаштарчĕ.
Ачасем Тăван çĕршыв, туслăх, чыс, вырăс салтакĕн хăвачĕ пирки пĕлчĕç. Çар ĕçĕн ветеранĕпе куçа-куçăн курса калаçнине манса кайăн-и вара;
- «ВОИН» центр Мускав хулинче вырнаçнă, эпĕ - унăн инструкторĕ, республика филиалĕ - Шупашкарта. Çак организаци йăлана кĕнĕ пахалăх никĕсĕ çинче çамрăк ăрăва воспитани парассин патшалăх системин тĕп пайĕ пулса тăрать. Шкулсенче ОБЖ предмечĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлессинче çĕнĕ пĕлÿсемпе анлăланса пынине куратпăр. Çак предмета вĕрентекенсене вара «ВОИН» центр инструкторĕсем хатĕрлеççĕ. Центрта 14 çул тултарнă ачасене тактика, инженери тата çар ĕçĕн ытти енĕпе хатĕрлеççĕ. Программăна çавăн пекех тактика медицини, БПЛА-па ĕçлесси, çыхăнăва йĕркелесси кĕрет. Пирĕн преподавательсем çар ĕçĕнче, вăл шутра çапăçу хирĕнче те – пысăк ăсталăх пухнă профессионалсем. Эпĕ сире çак центрта вĕренме сĕнетĕп. Курс хыççăн ятарлă свидетельство параççĕ. Ку документ малалла вĕренме кĕнĕ чухне хушма виçĕ балл парать. Пурнăç тăршшĕнче темĕн те пулать, çавăнпа çак майпа усă курса вĕренмелле, - терĕ ачасене инструктор.
Округра Сергей Васильев ачасемпе иккĕмĕш тĕл пулу ирттерчĕ, Шупашкарта та вăл çамрăксемпе тĕл пулнă. «Патриотизм, çĕршыв умĕнчи парăм, Тăван çĕршыв сăмахсене мĕнле ăнланатăр эсир;» - тесе ыйтрĕ вăл ачасенчен. Класра пĕр вăхăт шăплăх тăчĕ, пурте тарăн шухăша кайрĕç, хыççăн хуравсем пуçланчĕç. «Ачаранах моральпе психика тĕлĕшпе çирĕп пулма хăнăхмалла, йывăрлăха пуç усмасăр чăтса ирттерме хăнăхмалла. Çакă - паттăрлăх. Кашни саманта эмоципе йышăнмалла мар. Экстремаллă лару-тăрура харпăр хăйне алăра тытма хăнăхасси, çав хушăрах задачăна пурнăçласси - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурнăç вăл çирĕплĕхе тĕрĕслет, çавăнпа та спорт енĕпе те, чун-чĕрепе те тÿсĕмлĕ пулмалла», - терĕ вăл. Сергей Васильева Чечняри, Араб çĕршывĕнчи, Сиринчи хирĕçтăрусене хутшăнма тивнĕ. Унта темĕнле кĕтменлĕх те, кăткăс лару-тăру та пулнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан пĕрремĕш кунтанах приказа пурнăçлама унта кĕнĕ. Тĕллевĕ пур çĕрте те пĕрре – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси, вырăс халăхĕн йăхне сыхласа хăварасси. Спецназăн ятарлă разведка ушкăнĕн аслă инструкторне Сергей Васильева СВО-ри çар ĕçĕ те самай тĕрĕсленĕ, хăй калашле, экстремаллă лару-тăрура çухалса кайман.
- Питех те кăткăс ĕç, задание пурнăçлама кирлĕ вырăна илсе çитереççĕ, унтан вара çар задачине пурнăçласа каялла хăвăн тухма пултармалла. Приказа пурнăçланă - лайăх, пурнăçлайман... Çапăçу вăл çапăçăвах, унта награда пирки шутламастăн, хĕç-пăшала алла наградăшăн та тытмастăн. Вĕсемпе мухтанма юратмастăп эпĕ, пĕрре кăна тивĕçмен.
Хам аманнă пулсан та, юлташсене пĕрре мар çăлнă. Пирĕн отрядра малтан чăвашсем сахаллăнах марччĕ, хăшĕ урăх территорине куçрĕ, хăшĕ вара ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ, манмастăп эпĕ вĕсене. Арçын куççуль кăлармасть теççĕ, пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Эпĕ хама паттăр тесе каламастăп, çĕршыва хÿтĕлесси вара арçыннăн тивĕçĕ пулнине пĕлсе тăратăп, - терĕ вăл тарăн шухăша кайса.
Сергей Васильев вунă çул ытла педагогра ĕçленĕ, физкультура урокне вĕрентнĕ, мĕн ачаранпах спортпа туслă пулнă, хăйне тăтăшах çирĕплетсе пынă, ахальтен мар ĕнтĕ вăл спорт мастерĕ. Халĕ вара унăн вĕрентĕвĕ урăхларах.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
