- Вăрçă пуçланнă çул маншăн уйрăмах йывăр пулчĕ. Анне, Анна Васильевна Салдакеева, Çармăçкассинче 1893 çулта çуралнăскер, пурнăçран уйрăлчĕ. Анне мана çара ăсатнине астăватăп, шел, кĕтсе илеймерĕ. Вăл вилнĕ чухне эпĕ килте пулман. 1940 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм, 1941 çулхи сентябрьччен пултăм унта. Стрелоксен 16-мĕш дивизийĕн стрелокĕччĕ эпĕ. Вăрçă пуçлансан малтанхи вăхăтра та стрелок пулнă, каярах стрелоксен 10-мĕш дивизийĕнче штабра çыруçăра ĕçлеме шанчĕç мана, каярах çапăçăва хутшăнтăм.
... Ленинграда хÿтĕлеттĕмĕр, Дубровск патĕнче вара йывăр амантăм, тăшман пульли сылтăм хулпуççие лекрĕ, снаряд ванчăкĕ сылтăм урана тата аяк пĕрчине тăрăнчĕ. Чылай вăхăт госпитальте выртрăм, шухăшпа вара эпĕ вăрçă хирĕнчеччĕ. Ленинградра, Войбоколăра, Тихвинта тата Молотов облаçĕнчи Усолье хулинчи эвакогоспитальсенче сипленме тиврĕ. Госпитальти вăхăт вара час иртмест. Тухтăрсем фронтра юлас шанăç пĕч ĕккине пĕлтерчĕç мана, сывлăх самай хавшаккине çирĕплетрĕç. Çакна ĕненес килмерĕ. Фронтри юлташсем патне текех таврăнаймарăм эпĕ. Тăшмана çав тери тавăрас килетчĕ, ялта ĕçлекен те кирлĕ терĕç мана. Чунра çав тери йывăр пулчĕ. Вăрçă кашни кил-çурта инкек илсе килчĕ, Александр ятлă пичче, 1918 çулта çуралнăскер,1942 çулта Харьков тăрăхĕнче хыпарсăр çухалчĕ.
Фронтра нумаях пулаймарăм пулин те, манăн ĕçе тĕрлĕ медальпе хакларĕç, «За боевые заслуги», «За оборону Ленинграда», «За победу над Германией», «За доблестный труд в Великой Отечественной войне» медальсемпе чысларĕç. Капитан званине çитрĕм.
Тăван яла çитсенех вырăнти колхозра ĕçлеме пуçларăм. Часах мана Юнкă ял Советне ертсе пыма шанчĕç. Çак ĕçсене юрăхлă пулнишĕн те савăнтăм, пачах та пăрахăçа тухман-ха эпĕ. Ял çыннисемпе фронта пулăшассишĕн тăрăшрăмăр. Ватти-вĕтти кунĕн-çĕрĕн колхоз ĕçĕнчеччĕ, пушă вăхăт пулсан фронт валли посылкăсем хатĕрлетчĕç. Совет халăхĕ тăшмана çапса аркатрĕ. Епле пысăк савăнăç! Çулсем иртрĕç. Мана Сĕнтĕр ВКП(б) райкомĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçлеме шанчĕç, пĕлĕве ÿстерме сĕнчĕç. 1954 çулта эпĕ Мускаври парти шкулĕнче вĕренме тытăнтăм. Тепĕр çулхи август уйăхĕнче Мария Еремеевăпа çемье çавăртăм. Эпир унпа пĕр çулхисемччĕ. Пурнăç çапла майĕпен йĕркеленсе пычĕ.
1958 çулхи июль уйăхĕнче Мускаври партин аслă шкулĕнче вĕренсе тухни пирки алла документ илтĕм. Пысăк пĕлÿллĕ парти ĕçченĕ пулса тăтăм эпĕ. Ун хыççăн Сĕнтĕрти КПСС райкомĕнче ĕçлерĕм. Каярах «Новая Юнга» колхоза ертсе пыма шанчĕç, - çапла çырса хăварнă 1956 çулта Иван Салдакеев хăйĕн пурнăçĕ пирки.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
