Улмуççи сыпатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 18:22 Просмотров: 70

Ака уйăхĕн çурринчен иртнĕ май кашни кил хуçи сад­пахча ыйхăран вăранма пуçланине асăрхать. Çанталăк ăшăтнă май йывăçсен сĕткенĕ те куçма пуçлать. Шăпах çак тапхăрта малашлăха пăхса ятар­ласа ÿстернĕ çамрăк улмуççие сапанпа сыпас ĕçе пурнăçлама меллĕ тесе шутлатăп. Ку ĕçре пахчаçăн хĕл пуçламăшĕнче хатĕрленĕ сывă сапанпа усă курмалла. Халĕ касса илсе çийĕнчех сыпма пулать. Ĕçе тирпейлĕ пурнăçламалла, сыпма усă курмалли сапансене тата улмуççи вуллипе туратсене малтан лайăх çуса тасат­малла. Ĕçре çивĕч ĕç хатĕрĕсемпе çеç усă курмалла. Улмуççи сыпмалли меслет тĕрлĕрен. Кашни сад ăсти кунта хăй пĕлнĕ пек ĕçлет. Эпĕ паянхи черетлĕ кăларăмра хаçат вулавçисене улмуççие ун çинчи хупăна аяккалла çурса сыпассипе кĕскен паллаштарас тетĕп. Çак ĕçе çамрăк улмуççин вулли е тураттисем çинче те пурнăçлама пулать. Сыпмалли вырăна аялалла турат варрипе 30 градус чалăштарса çивĕч çĕçĕпе 2,5­3 сан­тиметр тăршшĕ касатпăр. Сыпма сапан хатĕрлетпĕр. Ăна икĕ енĕпе те тăршшĕпе 2,5­5 сантиметр тÿрĕ тата тикĕс касатпăр, савăл евĕр шĕвĕртетпĕр. Унтан хăвăртрах ай­ккинчен чалăшшăн каснă хупă айне тирпейлĕн чикетпĕр. Çакăнта ĕç пахалăхĕ пирки манмалла мар. Сыпма усă курнă сапанпа каснă туратăн пĕр енчен тĕлме­тĕл пул­малла. Ĕçе çапла пурнăçланă май сыпнă улмуççи чĕрĕлесси пирки пăшăрханма сăлтав çук.

Александр ШАРИКОВ, пахчаçă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6