Ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 18:18 Просмотров: 94

Тăван округ историйĕ унăн ĕçченĕн пурнăçĕпе тачă çыхăнура тăрать. Вăл вара - Муркаш енре пурăнакансен ĕç мухтавĕ. Хамăн черетлĕ аслă юлташăмпа ирттернĕ калаçура унăн пурнăçне тишкерсен ĕç ĕмĕрĕ пĕртте çăмăл пулманнине виççĕмĕш çын каламасăрах ăнлантăм. Оринин территори пайĕнчи Пиккикассинче çуралса ÿснĕ Анатолий Казамбаева пĕрремĕш кун мар пĕлнĕрен унăн шухăшĕсене ăнланма хамăр калаçăва инçетрен пуçларăм. Кун-çулĕнче хаяр вăрçă хыççăн халăхăмăр юхăннă çĕршыва ура çине тăратни те, çирĕпленнĕ тапхăр та, çемье çавăрса ача-пăча ÿстерни те пулнă. Кунпа пĕрлех туслă мăшăр ял хуçалăхĕн ĕçĕнчен юлмасăр кил-çурт лартнă, хушма хуçалăх çавăрнă. Пурнăçăн экзаменĕсене ĕç ветеранĕсем пурне те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ. Халăхра калашле, ыттисенчен мала кайман, кайри ретре те пулман.

- Атте­анне пире ачаран ĕçпе туслă ÿстерчĕ. Çавăнпа та пирĕн вăхăтра ĕç тиркесси пулман. Таçта вăй хурсан та пĕрлешÿллĕ хуçалăх тĕп вырăнтаччĕ: атте­анне ĕçне малалла тă­ смалла, çакна валли тивĕçлĕ пĕлÿ илмел­ле, фермăсенчи ĕçе çăмăллатмалла, уй­хир ĕçне ытларах механизацилемелле. Çав хушăрах килти хушма хуçалăха та аталану çулĕпе уттармалла. Çакна йăлтах курса тăраттăм, анчах çамрăклăх малтан мала çул ыйтать. Çапла вара вăтам шкул пĕтерсен юлташăм ыйтнипе малтанах Куй­бышева летчика вĕренме кайрăм. Анчах чун ялаллах туртрĕ. Врач комиссийĕ вăрăма тăсăлнăран яла килнĕ вăхăтра Шу­пашкарта Чăваш ял хуçалăх институчĕ вĕренме кĕрес текен­сенчен заявлени йышăннине вуласа пĕлтĕм. Манăн унта кĕме экзамен балĕсем çитеççĕ иккен. Çапла вара эпĕ летчик пулма медицина тĕрĕслевĕ тăнăскер, вĕренме кĕмелли документсе­не нимĕн шухăшласа тăмасăр Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне патăм. Тивĕçлĕ балсем пуçтарса çăмăллăнах унта вĕренме кĕтĕм. Аслăрах ентешсем В. Илу­гин, Ю. Кудряшов, К. Пайманов, Ф. Шарапов, Н. Гусак мана хăйсен йышне илчĕç. Çапла вара эпĕ те студент пулса тăтăм, - аса илĕве инçетрен пуçларĕ Анатолий Владимирович. Çак вăхăтра саккăрмĕш теçеткепе пыракан ĕç ветеранĕн куçĕ çам­рăкăнни пек вылярĕ, куç хĕрри шывланчĕ. Ахăртнех, яшлăха аса илчĕ­тĕр... Ял хуçалăх институтĕнчи вĕренÿре пирĕн ентеш лайăх ĕл­кĕрсе пычĕ, çуллахи ĕç практикисене активлă хутшăнчĕ. Тĕрлĕ вăхăтра станок умĕнче те, автозаводра та, çерем уçнă çĕрте «хир карапĕпе» те, инженерта та ĕçлесе пăхрĕ. Алла диплом

илсен, салтак атти тăхăнассинчен те юлмарĕ. Çартан таврăнсан çамрăк инженер Муркашри «Сельхоз­техника» пĕрлешĕве ĕçе вырнаçса тĕрлĕ должноçра вăй хучĕ, ял хуçалăх техникине юсассипе паха опыт пухрĕ. Каласа хăвармалла, çак тапхăрта çамрăк каччă пĕрре мар рационали­ заторла сĕнÿ те (ĕç пурнăçĕнче вĕсем 10­ран та иртнĕ) пачĕ. Çакна шута хурса пултаруллăскерне пуçлăхсем технадзор ин­спекцине ертсе пыма шанаççĕ. «Кашни тапхăрăн хăйĕн йывăрлăхĕ. Вăл вăхăтра район­ти 1703 механизатор хушшинче 1­2 класлисем 22 процент кăначчĕ. Ял хуçалăхне çĕнĕ техника килме пуçланă май çак кăтартăва та ÿстермеллеччĕ. Çапла вара 1978 çул пуçламăшĕн­че механизаторсен пĕрремĕш ушкăнне вĕрентсе квалифи­каци ÿстертĕмĕр. Анчах ку ĕçе чарса ларт­марăмăр. Тепĕр çулхи çур аки валли кол­хозсемпе совхозсенче класноçа ÿстерни­сем 78 процента çитрĕç», - аса илчĕ ве­теран çав çулсенче «Сельхозтехникăра» гаражсемпе мастерскойсем, техника лартмалли витнĕ вырăнсем чылай туни­не, ял хуçалăх техникине упрассипе чылай тăрăшнине палăртса.

Хăй суйласа илнĕ çул çинче ĕçсене ăнтарса пынă инженера 1984 çулта районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕн тивĕçне шанса параççĕ. Çак вăхăтра районти «Сель­хозтехника» пĕрлешÿĕн функцине пурнăçласа хуçалăхсене автомашинă­семпе, тракторсемпе, ытти ял хуçалăх техникипе ытла­рах тивĕçтерме тытăнать. Çак вăхăтра кунта хуçалăхсенчи 300 ытла сеялкăпа культи­ватора, дисклă 100 ытла сÿ­рене, суха пуçсене, 600 -400 ытла тракторпа тиев турттармалли автома­шинăна, тырă вырмал­ли 287 комбайна, тырă типĕтмелли 29 КЗСпа 60 яхăн сушилкăна, тырă сортламалли 100 агрегата пăхса тăмалла пулнă. Хуçалăхсенче çĕнĕ техника йышланнă май унпа ĕçлеме вĕренессине те районта хăй екки­пе яман. Çулленех ял хуçалăх институчĕн вĕрентекенĕсене чĕнсе механизаторсемпе вĕренÿсем, семинарсем ирттернĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх пăхакансен йывăр ĕçне çăмăллатма вĕсене механизацилессинче те Анатолий Казам­баев инженер хăйĕн йĕрне хăварнă. Çапла вара выльăхсене шывпа тивĕçтерессине, апат парассине, тислĕк кăларассине, ĕнесене аппаратпа сăвассине пурнăçа кĕртнĕ çĕрте инженер пĕлĕвĕсĕр пулман. «Кунта манăн тÿпе пысăк тесе калас кил­мест. Пурнăç çапла ыйтма пуçларĕ. Эпир вара унăн уттинчен юлмарăмăр. Кунпа пĕрлех инженерсене хăрушсăрлăх техники пирки ытларах вĕрентме пуçларăмăр. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вырма вăхăтĕнче йĕтем çине пыракан тырра вутă хутса напо­льнăй сушилкăсемпе усă курса типĕтессине йĕркелерĕмĕр. Çакă хуçалăхсен экономикине тĕреклетмелли çул пулчĕ тесе шутлатăп», - каласа парать тĕп тивĕçсĕр пуçне обществăлла ĕçре те хастарлăх кăтартнă инженер. Обществăлла ĕç тенĕ­рен, тĕрлĕ çулта манăн пĕлĕшĕм районти гражданла оборона штабĕн пуçлăхĕ, ĕç хăрушсăрлăх комиссийĕн членĕ, изобретательсемпе рационализаторсен районти канашĕн председа­телĕ т. ыт. те пулнă.

1976 çулта Муркаш хĕрĕпе Нина Алексеевнăпа çемье çавăрса 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Паян вĕсен пурнăç илемĕ - ачисем таса­сывă пурăнни тата 6 мăнук. Ĕçрен ютшăнса ларман ентешĕн тăрăшулăхне районта та, республикăра та, Раççейре те асăрханă. Анатолий Влади­мирович 1992 çултанпа - «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ».

Хыççăнхи çулсенче ăна район администрацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă. Чи пысăк награда вара - пĕрле ĕçленисем ырă сун­ни, çулсем иртнине пăхмасăрах çамрăксем хăйĕнпе канашла­ни. Аксакал çĕр ĕçченĕн пурин валли те усăллă сĕнÿ пур.

Анатолий БеЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6