Выльăх продукчĕ сутасси

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 18:09 Просмотров: 101

Асаттесемпе асаннесем авалтанпах ĕнене çур пурнăç тесе хакланă. Çавăнпа та ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне паян та ĕне усрамасăр курмасть. Вăл ял çыннине ĕçлĕ тăвать, сĕт-çу парать, какайпа тивĕçтерет. Ĕне паракан продукцие ял çынни час-часах пасара кăларнине е ытти çĕрте сутнине (патшалăх суту-илĕвĕсĕр пуçне) курма пулать. Кунта ял çынни хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ сĕтпе аш-какай ытларах тĕл пулаççĕ. Сĕт - биологилле продукт. Унăн тытăмĕнче 200 ытла усăллă компонент. Вĕсен шутĕнче тулли пĕлтерĕшлĕ 20 аминокислота, 147 çу кислоти, 4 тĕслĕ сахăр, макро­ тата микроэлементсем - 30, тĕрлĕрен витамин - 23, глицеридсем­пе фосфатидсем, ферментсемпе пигментсем тата ыттисем те. Хими составĕпе тата апат пахалăхĕпе сĕтпе танлашакан­ни çук. Вăл тин кăна çуралнă чĕр чунсемшĕн те, кирек хăш ÿсĕмри çыншăн та питĕ вырăнлă апат­çимĕç шутланать. Продукцие сутлăха кăлараканăн сĕт тĕлĕшпе ĕне ере­кен чирпе чирлеменнине çирĕплетекен справка пулмалла. Сĕтĕн тата унран хатĕрленĕ продуктăн сутлăха кăлариччен ветеринарипе санитари экспертизи тухмалла. Çĕпĕр язви, урни чирĕ, туберкулез, бруцеллез, ящур, оспа, лептоспироз, сальмоннелез, мастит тата саккунпа пăхнă ытти хăрушă чир палăрнă фермăсенчи сĕте сутлăха кăларма юрамасть. Енчен те ветеринарипе санитари экспертизине чирлĕ вы­льăхран илнĕ сĕт лексен ăна сĕт хуçи умĕнче тата выльăх тух­тăрĕ пăхса тăнипе пăрахăçа кăлараççĕ. Кун пирки вырăнта икĕ экземплярпа акт çыраççĕ те пĕр экземплярне ĕне хуçине параççĕ. Тепĕр экземплярĕ ветеринари службин управне юлать. Фальсификациллĕ сĕте тата унран хатĕрленĕ продукта сутлăха кăларма юрамасть. Вăл шута çуне уйăрнă, шывпа крахмал е ытти хутăш хушнă сĕт, тĕрлĕ хутăшлă хăймапа тăпăрчă тата ытти сĕт продукчĕ кĕреççĕ. Çĕпĕр язвинчен вакцинăланă ĕнесемпе качакасен тата сурăхсен сĕчĕпе ча­русăрах усă курма юрать, енчен те вĕсен ÿт температури ÿсни пулмасан. Ÿт температурине асăрхасан ĕне хуçин пĕр тăхтаса тăмасăр выльăх тухтăрĕпе çыхăнмалла. Ĕне пăруласанах унăн сĕтне пĕр эрне тата сума пăрахас вăхăт çитиччен 7 талăк сутлăха кăларма юрамасть. Выльăх тухтăрĕсем тата лару­тăрăва тĕрĕслесе тăракансем сĕте тата унран хатĕрленĕ продукцие вăл ерекен чирсенчен таса пулсан çеç сутлăха кăларма ирĕк параççĕ. Сĕт сутаканăн çумра сани­тари кĕнеки е медицина тĕрĕслевĕн справки пулмалла. Сĕтпе пĕрлех сутлăха ял çыннисем, уйрăм предпринима­ тельсем аш­какай та чылай кăлараççĕ. Кунта вĕсен Раççей Федерацийĕн «Ветеринари çинчен» саккунне тата апат­ çимĕç продукцийĕн техника регламентне пăхăнмалла. Сутлă­ха кăларнă какай çинче курăмлă вырăнта ветеринари служби лартнă паллă (клеймо) пулмалла. Вăл какай пахалăхне çирĕп­летет. Çавăнпа та апат­çимĕçре усă курма аш­какай туяна­ канăн ун тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ăна сутакан­ран 4­мĕш формăллă ветеринари справки ыйтсан та хăвăра хăрушлăхран асăрхаттарни çеç пулнине асра тытăр. Сутлăха кăларакан аш­какая муниципалитет округĕн тулашне илсе тухас пулсан, продукци хуçин аллинче 2­мĕш номерлĕ ветеринари свидетельстви пулни вырăнлăрах шутланать. Сутлăха кăларакан аш­какайăн тĕрĕслеве ваккăн пымал­ла мар. Вăл выльăхăн кĕлетки, çур кĕлетки е чĕрĕк пайĕ пулма пултарать. Манмалли çук, кашни кĕлеткепе пĕрле вы­льăхăн чĕри, ÿпки, пĕверĕ тата сула пулмалла. Выльăха пусиччен ăна вырăнти выльăх тухтăрĕ пăхни­ тĕрĕслени кирлĕ. Вăл сывă пулни пирки выльăх тухтăрĕ е вырăнти фельдшер выльăх хуçине ветеринари учрежденийĕн пичетне лартнă справка парать. Сутлăха сĕтпе унран хатĕрленĕ продукцие е аш­какайпа унран хатĕрленĕ таса продукт кăларасси тата вĕсене туя­насси икĕ еншĕн те пĕрлехи яваплăх пулса тăрать. Çакна шута илсе вĕсене паян официаллă суту­илÿ организацийĕ­сенче туянни çынсен сывлăхĕшĕн хăрушсăртарах пулнине палăртатăп.

Ирина ЯКОВЛеВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен округри станцин ертсе пыракан выльăх тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6