Пĕрле пулсан эпир вăйлăрах

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 16:23 Просмотров: 139

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен ведомствăпа организаци халĕ сахал мар. «Защитники Отечества» фонд, КСВО ĕçĕсем пирки чылайăшĕ илтнĕ пулĕ. Вĕсем çынсене тĕрлĕ ыйтупа муниципалитетсенче йышăнаççĕ.

Ку хутĕнче сăмах КСВО пирки пулĕ. Мур­каш муниципалитет округĕнче ăна Оксана Ильина ертсе пыма тытăнчĕ, ăна Ирина Иг­натьева пулăшать. Вĕсен мăшăрĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ.

- Эпĕ тăватă ача амăшĕ. Мăшăра повест­ка панă чухне кĕçĕн ача çут тĕнчене килессе пĕлтĕмĕр. Ăна ăсатма йывăр пулчĕ пире. Халĕ те, паллах, çăмăл мар. Комитет пирки эпĕ иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче пĕлтĕм. Ун чухне «Семья Героя» проекта хутшăн­ма Шупашкара кайнăччĕ, Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне активистсем пухăннăччĕ. Унтах комитет ертÿçипе Ольга Владимировăпа паллашрăм. Унпа калаçнă хыççăн комитет пайташĕ пулас шухăш çуралчĕ. Комитет чăннипех те туслă тата кирлĕ организаци. Кунта çынна СВО тĕлĕшпе яланах пулăшма хатĕр, кăсăклан­таракан ыйту çине хурав тупма пулать. Ыт­тисене те пирĕн йыша кĕме чĕнетĕп, унăн ĕçĕ пирки ыттисене те пĕлтерес килет. Пси­хологпа калаçма май пурри те лайăх, пире пурне те питĕ кирлĕ вăл. Комитетри кашни çыннăн хăйĕн историйĕ, - каласа парать тăватă ача амăшĕ Оксана.

Нумаях пулмасть Тури чăвашсен музейĕн­че «Семья Героя» проекта округ шайĕнче хутшăнакансем пухăнчĕç, сахаллăнах пул­марĕç вĕсем. Сăн ÿкерекен Ася Охотниковăна илемлĕ те чуна тивмелле кадрсемшĕн тав тăватпăр. Малашне те унпа пĕрле ĕçлес­се шанатпăр. Çавăн пекех проекта хутшăна­ кансем те ырă сăмахсене тивĕç çакăнта кил­ме вăхăт тупнăшăн. Оксана Ильина комитет ĕçĕпе, малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Çак ĕçе Муркаш округ администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Лю­бовь Рыжкова хутшăнчĕ. Çавăн пекех СВО комитечĕ «Китель Победы» фотопроект ир­ттерет. Нумаях пулмасть СВО комитечĕн регион­ти ертÿçи Ольга Владимирова Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă, иртнĕ çулхи ĕçпе тата çитес вăхăтри приоритетлă енсемпе паллаштарнă. Муни­ципалитетсенче те комитет ĕçне анлăлатни вырăнлă пулнине палăртнă пуçлăхсем. Комитет паянхи пур çивĕч ыйтупа та ĕçлет: СВО­на хутшăнакансемпе, çемйисемпе, вăл шутра - çухалнă салтаксен çемйисемпе. Çĕнĕ территорисенчи ача­пăча çурчĕсене пулăшу пани те вырăнлă пулĕ. Иртнĕ çул комитет ячĕпе çар çыннисен çемйисенчен 600 ытла ыйту пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ гуманитари, правопа психологи пулăшăвĕ парассипе, çухалнă салтаксене шырассипе, ытти регионта сипленекен сал­таксемпе çыхăну тытассипе пулнă. Комитет сиплеври салтаксем валли кирлĕ япаласем пухассипе, техника хатĕрĕсемпе (костыль, коляска, туя) тивĕçтерессипе ĕçлет. Ытти регионти комитетсемпе çыхăнса ĕçленĕ­рен çав тăрăхра сиплев ирттерекен салтака тимлĕх уйăрма, адреслă пулăшăва вырăна çитерме май пур.

Регион ертÿçи комитетăн пур пуçарăвне те ырласа йышăннă, çавăн пекех – кашни муниципалитетра комитет штабне уçассине те. Çак вăхăт тĕлне 10 муниципалитетра пуçарулăх ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Вăл палăртнă тăрăх СВО çемйисене пулăшасси – регионти социаллă политикăн тĕп енĕсенчен пĕри.

- Пирĕн задача - кашни салтака пулă­шасси, ку енĕпе ĕç пурин валли те çитет. Пурте пĕр ĕç пурнăçлатпăр, вăй­хăвата пĕрлештермелле, пĕрле пулсан ытларах та пултарăпăр. Комитетăн ĕçне ырлатăп, хĕрарăмсен клубĕсемпе кашни муниципалитетра пĕрле ĕçлемелле. Эпир пат­шалăх шайĕнче сирĕн пуçарăва пулăшса пырăпăр - СВО ветеранĕсене реабилита­ цилессинче, социализацинче, ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессинче, - тенĕ регион пуçлăхĕ. Иртнĕ çул СВО­на хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене 2,5 млрд тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ уйăрнă. СВО комитечĕн республикăри активисчĕ­сем Хĕрарăмсен республикăри канашĕн ертÿçипе Наталья Николаевăпа та тĕл пулу ирттернĕ. Икĕ организаци малашне килĕш­терсе ĕçлесси пирки калаçса татăлнă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6