Паттăрлăха вăхăт та хуплаймĕ, паттăрсен ячĕсем вилĕмсĕр. Вĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана парăнтарнăскерсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартнă. Питех те шел, салтаксем çут тĕнчепе ĕмĕрлĕх сывпуллашнă. Вăхăт шăвать, çĕнтерÿ салтакĕсен речĕ çулсерен чакса пырать. 1418 куна пынă вăрçă кашни киле кĕнĕ, кашни çынна хăюллантарнă. «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ, тылра ĕçлекенсен хастарлăхĕ пирки паянхи çамрăк ăрăва аса илтерсех тăрать.
1941 çулхи июнĕн 22мĕшĕ. Совет халăхĕ хаяр тăшмана хирĕç пĕр çын пек пулса аслă кĕрешĕве çĕкленнĕ. Ялсене хурлăхлă хыпар тăтăшах килсе тăнă: пĕрин упăшки вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă е хыпарсăр çухалнă, теприн ашшĕн, пиччĕшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çĕнтерÿ кунĕ - чи пысăк уяв. Вăрçă ветеранĕсене, паттăрсене тав тăватпăр, вутçулăм ăшĕнчен тăван тăрăха таврăнайманнисене асăнатпăр. Ялхулара «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа эпир Раççей вăйлă, çирĕп, туслă, çĕнтерейми çĕршыв пулнине тепĕр хут çирĕплететпĕр. Алексей Воробьев - пирĕн мухтавлă ентеш. Вăл 1915 çулта Çурлатри ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш пĕлĕве илнĕ хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. Алексей Воробьев Тĕп, Брянск, Воронеж, Украинăн пĕрремĕш фрончĕсенче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă, госпитальтен сывалса тухнă хыççăн каллех фронта васканă. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Берлин хулишĕн пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн минерсен взвочĕн командирне Алексей Воробьев старшинана СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1945 çулхи июнĕн 27мĕшĕнчи указĕпе Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, Ленин орденĕпе тата Ылтăн Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе чысланă. А. Воробьев инженерипе минерсен взвочĕ Берлинăн кăнтăр Хĕвел анăç районĕнчи Тельтов каналĕ урлă каçса шывпа çырана минăсенчен тасатнă. Çавăн хыççăн çеç пирĕн чаçсем хÿтĕлев хатĕрĕсене татма пултарнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ.
Вăрçă хыççăн яла таврăнсан А. Воробьев шкулта ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ, каярахпа ял хуçалăх производствине кÿлĕннĕ. Ялйыш ăна Буденый ячĕллĕ колхоз председательне суйланă. Хуçалăх тĕш тырă çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çулсеренех пысăк ÿсĕмсем тунă. Сахал тупăшлă колхозран пысăк тупăшлă колхоз пулса тăнă. Ĕç дисциплинине çирĕп тытса пынă, колхозниксене пысăк тĕллевсем пурнăçлама хавха лантарнă. Пĕчĕк колхозсене пĕрлештернĕ хыççăн вăл Муркашри пысăкланнă колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă. 1952 çулта мухтавлă ентешĕмĕрĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Чăваш Патшалăх истори архивĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă çĕрçĕр экспонат упранать. Вĕсене чуна ыраттармасăр, куççуле шăлмасăр вулаймастăн. Чăваш тăрăхĕнче пурăнакан çынсен тылри паттăрлăхĕнчен тĕлĕнмелле. Çитмĕл урлă каçнă ватăи, улттăриçиччĕри ачаи, колхоз ĕçĕнчен пĕр кун юлмасăр вăйран кайса фронта пулăшнă. Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕсем халĕ ял хула урамĕсемпе шкулсенче упранаççĕ. Хамăрăн тăван Муркаш шкулне кăçалхи юбилейлă çул А. Воробьев ятне парсан питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Мĕн шутлаççĕши кун пирки округ ертÿçисем, депутатсем, Муркаш шкулĕн учителĕсем; Ку, паллах, пĕр самантра тумалли ĕç мар, çапах та пĕрле тăрăшсан пулатех. Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ 65 çын Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă, вăл шутра 5шĕ - Муркаш тăрăхĕнчен. Хăй вăхăтĕнче А. Воробьев пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнă. Эпĕ, Çурлатри ялĕнче çуралса ÿснĕскер, паттăр салтак пирки ентешсем калаçнине тăтăшах илтнĕ. Унпа пĕр ялтан пулнишĕн савăнатăп.
А. Воробьев çемйинче 3 ача ÿссе çитĕннĕ. Асли, Михаил, Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухсан направленине Мускава ĕçлеме кайнă. Иккĕмĕш ачи - Нина, вăл халĕ Муркашра пурăнать, чылай çул районти «Сельхозтехника» предприятире инженерта тăрăшнă. Кĕçĕнни - Иван, врач профессине кăмăлланăскер, 1977 çултанпа Муркаш больницинче хирург пулса ĕçленĕ. Шел, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Сăмахăма вара çапла вĕçлес килет. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, телейлĕ пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксене, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç кĕрешнĕ фронтовиксене нихăçан та манас марччĕ, вĕсем пирĕн асра упранма тивĕç.
Геннадий МОИСееВ. Шупашкар хули.
Август 2026 |
