Оринин территори пайĕнчи Мулкачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ пирĕн ентеш Екатерина Мясникова шăл тухтăрĕ паян «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат вулаканĕсене панă сĕнÿсем кулленхи пурнăçра пуриншĕн те усăллă пуласса шанатăп. Вĕсемпе тĕплĕн паллашăр, кашни çыншăн хитре кулă - хăйĕн аллинче. Сĕнÿсем вара ансат:
1. Малтанах пулас аннесем валли. Енчен те эсир ача кĕтетĕр пулсан, шăл тухтăрĕ патне кайма вăхăт тупăр, тĕрĕсленĕр, сипленĕр. Ку вăл - сывă та тĕреклĕ ача çуратассин никĕсĕ.
2. Кариес пуçланасси ытларах углеводлă апат-çимĕçрен килет: сахăр, канфет-пĕремĕк, пылак сĕткенсем, шурă çăнăхран, рисран, çĕр улмирен хатĕрленĕ çимĕçсем. Вĕсемпе апатланура асăрхануллă пулăр.
3. Пирус туртакансене пĕлме. Сирĕншĕн сывлăх чăнах та хаклă пулсан, пирусран (çав шутра электронлисенчен те) хăвăртрах хăтăлма тăрăшăр. Пысăк температура тата никотин шăл эмальне питĕ хавшатаççĕ, шăлсене тĕссĕрлетсе çынна илемсĕрлетеççĕ.
4. Шăлсемпе çăвар тунине летмешкĕн тăтăшах тĕрлĕ микроэлементсемпе пуян тăрăшмалла. Ялан алă айĕнче пуррисене асăнам-ха: В витамин - фасольте, çăмартара тата тунецпа скумбрире пур* С витамин - апельсинпа брокколи купăстара тата хурлăханта çителĕклĕ* Д витамин - килте хатĕрленĕ сырпа тăпăрчăра тата кăмпапа чăх çăмартин сарринче нумай.
5. Шăл ялан хитре те çирĕп пултăр тесен, паллах, шăл гигиени çинчен самантлăха та манмалла мар: вĕсене ирсерен тасатмалла, çăвара ăшă шывпа чÿхемелле, шăл хушшинчи тасамарлăхран çийĕнчех хăтăлма тăрăшмалла.
6. Çулсерен стоматолог врач патĕнче пулмалла, унăн сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Ентешсене, район хаçачĕн вулавçисене ăнăçу, çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп вăй-хал сунатăп. Шăл-çăварпа кашнин тимлĕ пулмалла. Çирĕп шăл пирĕнтен кашниншĕнех сывă та вăрăм пурнăç никĕсĕ пулса тăнине никамăн та манас марччĕ.
Август 2026 |
