Хĕвел ăшши акана чĕнет

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:42 Просмотров: 151

Вăхăт уттипе тан пырса сарă хĕвелпе ăшă çил уй-хирсене черетлĕ акана чĕнеççĕ. Ыранхи кунпа пурăнакан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен нÿрĕк тытмалли агрегачĕсем пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ çĕр хатĕрлессипе хирте ĕçлеççĕ. Апла пулсан хресчен, çĕршыв юртан тасалнă май, черетлĕ çурхи ака-сухана кÿлĕнчĕ теме те юрать. Çывăх кунсенче уй-хирти ĕç калăпăшĕ хушăнса çеç пырĕ - ака-суха ĕçĕсем куç умĕнчех пур енлĕн вăй илĕç.

Кăçалхи çут çанталăк çĕр ĕçченĕн хастарлăхне çирĕп тĕрĕслет: шутлă кунсем иртрĕç çеç пулсан та, çанталăк условийĕсене кура пĕр вăхăтра пиçсе пыракан çĕр хресчене технологие пăхăнса ĕçлеме ыйтать. Ăна çĕр ĕçченĕн кĕске вăхăтра шуратса хăварма тăрăшмалла. Ку вăл - хуçалăх экономикин никĕсĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хураканăн пĕр ĕç тапхăрĕ тепринпе сисĕнмесĕр улшăнса пырать. Кам кун таппинчен юлмасăр вăй хурать – вăл ыранхи куна та шанчăклăрах пăхайрать, çĕнĕ тĕллевсем палăртайрать. Çур аки - çĕр ĕçченĕ кĕтнĕ вăхăт. Епле хатĕрленет-ха хресчен çак ответлă тапхăра; Кунта чи малти вырăнта - уй-хир ĕçне хутшăнакан ял хуçалăх техники ĕçе хатĕррине вăхăтра тĕрĕслесси. Вăл паян хуçалăх ертÿçисемшĕн те, инженерсемпе механизаторсемшĕн те тĕп тĕллев пулса тăрать.

...Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тирпейлĕх хуçаланакан машинăпа трактор паркĕ. Кунти механизаторсемпе юсавçăсем, специалистсем çур акине хатĕрленсе уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курса ĕçлеме тăрăшни куç умĕнче. Хуçалăхра ырă малашлăха шанса тивĕçлĕ вăй хума паян ĕç условийĕсем çителĕклĕ. Ку кашнинех ыранхи куна пăхса вăй хума хавхалантарать. Çакна манпа ирттернĕ кĕске калаçура хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев та туллин çирĕплетрĕ:

- Паян вăхăтра пурнăçланă ĕç кăна çур акине йĕркеллĕ ирттерме, хуçалăх аталанăвне малалла уттарма пысăк никĕс хывса хăварма май парать: мĕн акатăн - çавă шăтать, мĕнле акатăн - çапла тухăç илетĕн. Çакна ăнланса эпир механизаторсемпе юсавçăсен пулăшăвĕпе яра кунах техника юсарăмăр, уй-хир ĕçĕсен планĕпе çывăх паллашрăмăр. Çапла вара пирĕн техника паян, пĕтĕмĕшле илсен, çур акине тухма хатĕр, - терĕ хамăрпа калаçнă хушăрах кашни трактор е прицеп патне çитме, парка пухăннă механизаторсемпе канашласа тата шÿтлесе илме ĕлкĕрсе Алексей Валентинович. Кунта вăл мана, сăмах май, умри ĕçсен калăпăшĕпе те паллаштарчĕ. Кооперативăн кăçал кĕрхи культурăсене 1156 гектар çинче апатлантарса хăвармалла, çуртрисене пĕтĕмпе 1500 гектара яхăн акмалла, нумай çул ÿсекен курăксем йышăнакан 275 гектар çинче вăхăтра нÿрĕк тытса хăвармалла. Çурхи культурăсене паянхи куна пĕтĕмпех ака кондицине юрăхлă хатĕрлесе çитернĕ. Умри ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама кооператив кăçал тĕплĕ хатĕрленнĕ: хире тухмалли техникăна пĕтĕмпех юсавлисен ретне лартнă, ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх çителĕклĕ янтăланă, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материал пур, ĕç планĕ хатĕррине кура механизаторсен вăйĕпе усă курассипе те пысăк ыйтусем пулмалла мар. Ку лару-тăрупа пире хуçалăхăн тĕп инженерĕ Иван Васильев (механизаторсен пĕрлехи сăн ÿкерчĕкĕнче сулахайран пĕрремĕшĕ) паллаштарчĕ. Çур акине вăл хăй те «хурçă ут» штурвалĕ умĕнче ирттерĕ. Кăçалхи çур акине хуçалăхĕпе 18 «хурçă ут» тухмалла. Вĕсене паянхи куна пурне те юсавлисен ретне лартнă. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем хăйсен вырăнĕнче хире тухма вăхăт кĕтсе лараççĕ. Хирте ĕçлеме кăçал туяннă 2 ака агрегачĕ те ĕçе хатĕр. Саппасри 4 ака агрегачĕ те ĕç хăвăртлăхне тата унăн пахалăхне çÿллĕ шайра пурнăçлама шантарать. Ака техники пирки калас пулсан, кооперативра паян тырă акмалли 2 комплекс, кукуруза акмалли тепĕр комплекс, ултă КШУ культиватор, хăмăл çийĕн ĕçлемелли 4 культиватор, 5 дискатор, 12 метр сарлакăш сÿре агрегачĕ иккĕ, çĕре кăпкалатмалли ротациллĕ 9 метр сарлакăш виçĕ сÿре ĕç кĕтсе лараççĕ.

- Хĕрÿ ĕç çире техника ванмасăр пулмасть. Çавна шута илсе кăкарса ĕçлемелли техника валли саппас пайсем те çителĕклĕ туянса хутăмăр. Кашни техника единицинех уйрăм механизатора çирĕплетсе патăмăр. Пур механизаторăн ĕçлеслĕхĕ те çÿллĕ шайра пулнăран çур акире техника ваннипе вăхăт нумай çухатмалла пулмĕ тесе шутлатăп, - кăмăллăн калаçать асăннă хуçалăхра 9-мĕш çур акине хутшăнакан Иван Вадимович инженер. Инженер сăмахĕсем чăнлăхпа çывăх тăнипе техосмотр ирттернĕ çĕре хутшăнакан механизаторсем те килĕшрĕç. Вăхăт çитрĕ. Тĕрĕслев пуçланчĕ. Пĕр трактор хыççăн тепри сас парса, механизаторсем ыйтнине пурнăçласа, хăйсем ĕçе хатĕррине çирĕплетрĕ. Трактор çумĕнчи кашни агрегат тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх пулчĕ. Экзаменсене тивĕçлĕ тытса 18 «хурçă ут» пĕрин хыççăн тепри хире тухма ирĕк илчĕ. Палăртса хăвармалла. Хуçалăхра чылай механизатор çур акине икшер тракторпа хутшăнать. Ăна пăхмасăрах анаткассисем çур акине хутшăнассипе ал усман. Апла пулсан çывăх вăхăтра çичĕ хут тар кăларса ĕçлемелле кăна.

- Çур акине хатĕрленсе камăн мĕн тумаллине тишкерсех тăтăмăр. Умри тĕллевсем паллă. Вĕсене механизаторсем ăнланаççĕ. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан, умри йывăрлăхсем парăнасси пирки те пирĕн иккĕленÿ çук, - терĕ малтисен йышĕнче техосмотр тăнă Федор Журавлев механизатор.

- Механизаторсемпе юсавçăсем пĕрле ĕçленине кура паян пирĕн пит хĕрелмест. Хамăр мĕн ĕçлемеллине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кĕрхи культурăсене апатлантарассине те, çуртрисене вăхăтра та çителĕклĕ акассине те вăраха ямăпăр. Çакна валли вăрлăхĕ те, минераллă удобренийĕ те çителĕклĕ, - терĕç техника тĕрĕслевĕн экзаменне тытнă механизаторсем пĕр çын пек пулса. Ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пырсан халăх ĕçлет. Çак шухăшпа тухрăмăр эпир Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркĕнчен. Ытти çĕрте те çапла пултăрччĕ.

С. НИКОЛАЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ*

А. БЕЛОВ, хаçат сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6