Ял çыннисем салтакпа тĕл пулчĕç, пулăшу парса ячĕç

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:25 Просмотров: 151

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Муркаш муниципалитет округне кĕрекен Шомик ялĕн клубне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатма халăх йышлăн пухăнчĕ. Мероприятие Шомик ял клубĕн ертÿçи Валентина алаева йĕркелерĕ. «Украинăри ятарлă çар операцине хутш ăнакан ентеш салтаксе­не пулăшнă çĕре пирĕнпе кÿршĕри Шупашкар муниципалитет округ­ çыннисем те хастар хутшăнаççĕ. Атăльялтан Сергей Сорокин, Нина Матюшкина, Тамара Шаплина, Ва­лентина Прокопьева тата Хорнсор­тан Юрий тата Владимир Плотниковсем укçа сахал мар парса пулăшрĕç. Пурте пулăшаççĕ, никам та аяк­ра тăрса юласшăн мар. Нарăс уйăхĕн 8­мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 26­мĕшĕччен гуманитари пулăшăвĕ валли 93 пин тенкĕ ыт­ларах укçа пухрăмăр. Вĕсенчен 25 пин тенкĕ ытла Владимир Смир­нова «Булат» валли парса ятăмăр, ыттисене маскировка сетки валли, тĕрлĕрен япаласем туянма ятăмăр.

Икĕ çул хушшинче 200 сетка çыхса ăсатнă. Кашни кун, тунти­ кунран пуçласа эрнекунччен, клуба тухатпăр. Унта 4­5 сехет ĕçлетпĕр. Çул ла тухмастпăр. Арçынсем: Вла­димир Смирнов, Александр Ель­мешкин, Владимир Ямангеев, Евге­ний Макаров тата Николай Рябинин автомашинăсемпе те пулăшаççĕ. Пĕтĕмпе 18 çын таран ĕçлеме тухатпăр», – каласа кăтартрĕ Лидия Рябинина. Çак кун тата Дмитрий Лущинский, Петр Андреев, Алевтина Иван­щикова, Геннадий Моисеев тата çак йĕркесен авторĕ ентеш салтаксене пулăшма хутшăнчĕç, апат­çимĕç тата ытти япала туянса курупкана тултарчĕç. Алевтина Иванщико­ва Алексей Иваков кĕрĕвĕ патне çыру çырчĕ, унтан ăна пурне те вуласа пачĕ. «Пĕтĕм ял халăхĕпе тĕрĕс­тĕкел таврăнма сунатпăр, кĕтетпĕр», – тесе çырнă çырура. Гуманитари пулăшăвне илсе кайма Украинăри ятарлă çар опе­рацине хăй ирĕкĕпе хутшăнакан, Станьялĕнче пурăнакан Сергей Г расимов прапорщик Людмила мăшăрĕпе пĕрле килсе çитрĕ. Чи малтанах вăл хăйĕн çарти тусĕн Алексей Иваковăн амăшĕпе Галина Иваковăпа килне кайсах калаçрĕ. Унтан вĕсем пĕрле клуба килчĕç. Пухăннисем Сергей Герасимова тĕрлĕрен ыйту пачĕç, салтаксен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Сергей Герасимов Козьмодемь­янск хулинче çуралнă. Ачаранпах спортпа питĕ туслă пулнă. 1997­1999 çулсенче Çÿлтикасси шкулĕнче вĕ­реннĕ, вăтам пĕлÿ илнĕ. Унтах пулас мăшăрĕпе Людмилăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Аввакумова) пал лашнă. Людмилăпа Сергей Герасимовсем 20 çул хушши пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен икĕ хĕр.

«Пурне те тав тăватăп. Пире Чăваш Ен кăна мар, пĕтĕм çĕршыв пулăшать. Эсир пулăшнипе эпир çĕнтеретпĕрех. Никам та айккинче тăрса юлмасть. Пирĕн унта пурте пур. Анчах килти, ялти чуна ăшă тать. Тĕрлĕрен гуман итари пулăш ă вĕ ил­се килеççĕ. Иртн инче Шу пашкартан çăм нускисем илсе кил чĕç. «Санăн мĕнле наград ăсем пур?» – ыйтрĕç унран. «Хастарлăхшăн», «Палăр­нăшăн» медальсем килте ĕнтĕ.

«Паттăрлăхшăн» ор дена ти вĕçнĕ, ăна чаçе çитсен парĕç. Çавăн пе­кех кĕçĕн лейтенант званине ти­вĕçрĕм, ăна та илмелле. Пирĕн «Сармат» бат альонта чăвашсем те пур. Пĕлтĕр 3 чăваш килсеччĕ, пĕри, питĕ шел, пуç хучĕ, тепри Элĕкрен, аманнă хыççăн сипленет. Çавăн пекех Етĕрне, Канаш, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пур. Чăвашсем нихăшĕ те хăйсен ятне ямаççĕ, каялла чакмаççĕ, çапăçура хăравçăланмаççĕ. Пире пурте хисеплеççĕ. Бата­льон командирĕ: «Каллех чăваш диаспори темĕскер шутласа тупнă», – тет. Покровск патĕнче çапăçнă чухне амантăм. Хусанти госпита­льте осколоксене кăларнă хыççăн виçĕ кунтан киле отпуска ячĕç. Алеша Иваковăн позывнойĕ «Çурçĕр“. Вăл çапăçура хÿтĕлесе пыракан взводăн командирĕ, эпир, штурмо­виксем, малта, вăл пире хыçалта хÿтĕлесе пырать. Ăна та звани пама тăратнă, взвод командирĕ – офицер должноçĕ. Унта пурте Тур­ра ĕненеççĕ. Мĕн чухлĕ задачăна пурнăçлатăн, çапах хăрушлăхсăр çук. 1­мĕш хутĕнче хăрамастăн, ăна туймастăн. 2­3­мĕш хутĕнче хăрушă, унтан хăнăхатăн. Çапах тÿсĕмлĕхе çухатмалла мар.

Ĕнер унта çапăçма кайнăранпа шăпах çулталăк çитрĕ. Манăн та, Алешăн та взводсенче – 30­шар çын. Чаçре пулнă чухне яланах пĕр­ пĕринпе тĕл пулса калаçатпăр. Пи­рĕн блиндажсен хушши те 100 метр кăна. Эпир хуласене тĕ рĕс тĕкел ирĕке кăларатпăр. Тăшм ансем ăна эрнеренех, персе тăрс а, тĕппипех аркатаççĕ. Пирĕн хыç çăн çуннă çĕр кăна юлмалла теççĕ нацистсем», – терĕ Сергей Герасимов хăйĕн сăмахĕнче. Вăл телефонпа Алексей Ивако­впа виде оçыхăнăва тухрĕ. Пирĕн ентеш пурне те гуманитари пулăшă­вĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Сергей Герасимов ытларикун гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле часах чаçе тав­рăнĕ.

Николай СМиРНОВ. Атăльял.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6