Патшалăх фермер хуçалăхĕсене аталанма пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 14:10 Просмотров: 141

Иртнĕ эрнере Чăваш Енте РФ Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ парас тата яллă территорисене аталантарас ыйтусене пăхса тухнă. Пĕрлехи ĕçе Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçи Владимир Кашин, РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Максим Увайдов тата ыттисем хутшăннă. Ларăва пирĕн регионта ирттерни ахаль мар. Чăваш Ен çулсеренех аграри секторне пулăшассине ÿстерсе пырать, вăл шутра - пĕчĕк тата вăтам формăллă хуçалăхсене те. «Эпир çĕре управлă тытас тата унран май пур таран пысăк тупăш илес тĕллевлĕ. Чи малтанах эпир пулăшăва элита вăрлăх, ăратлă выльăх тата çĕнĕ йышши техника туянасси çине уйăратпăр, - палăртнă регион пуçлăхĕ Олег Николаев. Ял хуçалăхĕнче çапла тĕллевлĕ ĕçленин тухăçĕ те çук мар. Чăваш Енĕн аграри секторĕ ÿсĕмлĕ, Атăл çи федераци округĕнче - пĕрремĕш вырăнта. Чăваш Енте çынсене пĕчĕк тата вăтам пред принимательствăна явăçтарасси – приоритетлă задача. 2020 çултанпа 1 564 çын яллă территорире харпăр хăй ĕçне уçма пултарнă. Тăваттăмĕш çул ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене республика бюджетĕнчен грант уйăрса пулăшаççĕ. Чăваш Енте кашни виççĕмĕш фермер тата пиллĕкмĕш ял хуçалăх кооперативĕ грантпа усă курма пултарнă, çавна май производствăна 2 хут ÿстернĕ.

Муркаш округ территорийĕнче те ял хуçалăх производствинче патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем йышланса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Юнкăри Сергей Рыбаков фермер. Вăл икĕ çул маларах «Перспектива» программăпа 2,66 миллион тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков каланă тăрăх, фермер хăйĕн ĕçне япăх мар йĕркелесе пырать. Патшалăх пулăшăвĕпе халĕ фермер хуçалăхĕ хăтлă та меллĕ.

- Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕшĕн эпĕ кăмăллă. «Перспектива» грант хамăн ĕçе аталантарма питĕ вырăнлă пулчĕ. Романовски ăратлă сурăхсем ĕрчететĕп. Ку укçапа эпĕ выльăх хупмалли çĕнĕ йышши сарай тунă çĕрте усă куртăм. Проект хакĕ 3,8 млн тенкĕлĕх пулнă. Пулăшăвăн ытларах пайне строительство материалĕ, вăл шутра электропроводка хатĕрĕсем туянма усă куртăм. Пысăк ăратлă 67 сурăх туянтăм. Малалла аталанас тĕллев пысăк, ăратлă выльăхпа ĕçлени тупăшлăрах, - çапла каласа пачĕ фермер.

Хуçалăхри выльăх йышĕ ÿссе пырать. Иртнĕ çул пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпе 133 пуç пулнă, вăл шутра - 100 пуç сурăх. Унтанпа вара самай пысăкланнă кĕтÿ фермерсавăнтарать. Пысăк кĕтÿ валли çĕрĕ те сахал мар кирлĕ. Хуçалăх 12 гектар çинче утă туса илет, 15 гектар çинче кĕтÿ çÿретет, 70 гектар - тыр-пул туса илмелли лаптăк. Унта вăл урпа тата сĕлĕ ÿстерет.

Аса илтеретпĕр, ял хуçалăх ĕçне аталантарассинче патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ: «Агростартап», «Перспектива», «Агромотиватор» грантсем тата ытти те. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр, пулă ĕрчетме, çырла, пахча çимĕç туса илме вырăнлă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6