Ачисен тав сăмахĕ - чи хакли

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 13:15 Просмотров: 172

Умри пурнăçа пуçламан суха анипе танлаштарни - ялта çуралса çĕр ĕçĕпе ÿснĕ çыншăн чи çывăх танлаштару. Çурхи уй-хирте яра куна трактор кĕрлевĕ тăни, курăк çулнă вăхăтра таврана утă шăрши сарăлни, каçхи сăвăмра тулли сĕт витри «калаçни», комбайн тулă пуссипе ерипен шуса пыни т. ыт. те - хресчен пурнăçĕн уйрăлми ÿкерчĕкĕсем. Вĕсем кашниех уй-хир ĕçĕпе пурăнакана пурнăç инçĕшне чĕнеççĕ, çамрăк ăрăва та çĕр ĕçне юратма хавхалантараççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемчченхи вăхăта аса илетĕп. Вăл вăхăтра ял çыннишĕн хăйне евĕр çăмăллăхĕ те, йывăрлăхĕ те çителĕклех пулнă. Пушă вăхăтра çав çулсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ĕçне аса илетĕп те тĕлĕнетĕп. Йывăрлăхсене çĕнсех аталаннă-çке вĕсем, малалла талпăннă. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенчи пур ĕçе те алăпа тумалла, витесем сивĕ, витесенче хĕлĕн-çăвĕн пылчăкпа тислĕк çăрăлать, апат çителĕксĕр, выльăхсем час-час чирлеççĕ те вилеççĕ, ĕçлекенсен уринчен резина атă каймасть... Ĕне сăвакансем, пăру пăхакансем, сыснасем патĕнче ĕçлекенсем ирлесе фермăна килсен, тепĕр чухне каç пуличчен те, ĕçрен пушанайман. Çав вăхăтрах вĕсем кил-çурта тирпейлеме те, сад-пахчара ĕçлеме те, ачасем çуратса ÿстерме тата вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ пама та вăхăт тупнă. Çитменнине вăл çулсенче пурăнмалли çуртсене вутă хутса ăшăтнă, апат пĕçерме çăлтан çĕклемпе шыв йăтнă. Паянхипе танлаштарсан, йывăрлăхĕсем çителĕклех пулнă пулсан та, килти хушма хуçалăх тытакан ял çынни сĕт-çу, çăмарта, аш-какай, пахча çимĕç туса илсе патшалăха сутмалли плансене те вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Çак сăмахсем вăл вăхăтри нумай кил хуçалăха та пырса тивнĕ. Анчах ялта пурăнакан йывăрлăхсем умĕнче алă усман, пĕрле пулса патшалăх планĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшнă.

Çÿлерех каланă сăмахсем Муркаш территори пайĕнчи Çурлатри ялĕнче пурăнакан Нина Дмитриевăшăн та ют мар. Ачаран ĕçпе туслашнă Нина Егоровна шкул пĕтерсенех пĕрлешÿллĕ хуçалăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Ĕçе чунĕпе парăннăскер мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă. Çав вăхăтрах килти хушма хуçалăх ĕçĕсене те, çемье пурнăçне те вăл хăй еккипе яман. Чуманкасси хĕрĕ пулнă май шкул хыççăн вăл малтанах Чапаев ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх фермине ĕçе вырнаçать. 1962 çулта Çурлатри ялне качча тухсан та вăл выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлессинчен уйрăлса каймасть. Çемье çавăрсанах çамрăк хĕрарăм «Знамя труда» (халĕ - Е. Андреев яч. хис. кооператив) пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн сĕт-çу фермине ĕçе кĕрет. Йывăрлăхсене ĕçпе парăнтарса вăл кунта та кĕçех ырă ят çĕнсе илет.

- Вăхăчĕ те, ĕç мелĕ те паянхи пек марччĕ ун чухне. Анчах ĕне сăвакансем йывăрлăхсем умĕнче алă усса ларни пулман. Фермăна пырсанах мана 18 ĕне çирĕплетсе пачĕç. Çуллахи кунсенче вĕсене кунне виççĕ сăваттăмăр. Кĕтÿ ăçта çÿренине кура ĕнесене сума тĕрлĕ çĕре кайма тиветчĕ. Çул инçĕшне пăхмасăрах эпир ытларах çуран утнă. Пурнăç условийĕсем улшăннă май каярахпа пире автомашина уйăрса пама пуçларĕç, - аса илет выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ветеранĕ. - Хĕлле вăл вăхăтри витесенче сивĕччĕ, тислĕк çăрăлатчĕ. Сĕт тултарнă витрене йăтса утма та кансĕрччĕ. Фермăна ирхи 5 сехет тĕлне çитеттĕмĕр те ĕнесен айне тислĕкрен тасататтăмăр, вĕсене сума хатĕрлеттĕмĕр. Пур ĕçе те пĕр-пĕрне пулăшса алă вăйĕпе çеç пурнăçлаттăмăр. Çав вăхăтрах пирĕн урасенчен çулталăкĕпех резина атă кайман. Ăна кура тивĕçлĕ канăва тухнă тĕле нумай дояркăн урисем ыратма пуçлатчĕç. Çук пурнăçпа пурăннăран ĕнесен çил лисене те пÿлĕм температуриллĕ сивĕ шывпах çунине каласа пачĕ ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕ. Ĕнесене алăпа сунисĕр пуçне сĕтпе тулнă бидонсене те дояркăсен алăпа йăтма тивнĕ. Нина Егоровнăпа хĕр юлташĕсем йывăрлăхсенчен хăраса ларман, нăйкăшман. Кунта вăл хăйĕнпе пĕр вăхăтра ĕçленисене ырăпа аса илчĕ.

- Вăл вăхăтра пирĕнтен кашниех пĕрлешÿллĕ хуçалăх производствине мал туртăмлă аталантарассишĕн ăмăртса ĕçлеттĕмĕр. Пĕрле вăй хунă Н. Тихонова, Е. Орлова, С. Андреева, О. Замятина, А. Мразова, Г. Иванова тата ыттисем те туслă çемьери пек килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаттăмăр, - аса илчĕ пĕтĕм çамрăклăхне выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесе ирттернĕ 84 çулхи Нина инке. Çамрăкла фермăра чылай çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухичченхи вăхăта вăл пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн уй-хир бригадинче вăй хунă. Йывăрлăх ĕçе парăнать, ĕçрех пурнăç çулĕ тăсăлать. Эпĕ чылай вăхăт пĕлекен Нина инкепе ирттернĕ тĕл пулура çак чăнлăха тепĕр хут ума кăлартăмăр. Пурнăç тулли пултăр тесен çичĕ хут тар юхтарса иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç ырă ята туллин çĕнсе илĕн. Манăн пĕлĕшĕм те, кирек хăш отрасльте пулсан та, çичĕ хут тар кăларса ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи пулса тăрать, ĕçрех пурнăç çулĕ тăсăлать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче тата уй-хирте вăй хурса ырă ята тивĕçнĕ хĕрарăм çемье пурнăçне те тулли тăвассишĕн тăрăшнă. Çав тĕллевпе пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен пушансанах вăл тăван киле васканă. Кунта ăна килти хушма хуçалăхри ĕç-хĕл кĕтнĕ. Ĕçри паттăр хĕрарăм килте мăшăрĕпе – Алексей Николаевичпа - ĕмĕрĕпех тĕреклĕ хуçалăх тытнă. Вĕсен харпăрлăхĕнче тулăх пахчапа пуян сад та, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк те çителĕклĕ пулнă. Кунпа пĕрлех вĕсем пĕр ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстерсе, тĕрĕс воспитани парса, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне ачисем те мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿснĕ. Володя ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ, паян хăйĕн çемйипе амăшне пăхса пурăнать. Çамрăк чухне фермăна амăшне пулăшма çÿренĕ хĕрĕсен, Фаинăпа Валентинăн, паян хăйсен çемйисем. Ашшĕ-амăшĕн туслăхĕпе ÿснĕскерсем паян та ялан пĕр çыхăра пулма, час-часах пĕрле пулма тăрăшаççĕ.

Алексей Николаевич тенĕрен, вăл та колхозра ырă тĕслĕхлĕ çын пулнă. Малтанхи вăхăтра платникра вăй хунăскер, каярахпа 20 çул ытла ху çалăхри строительство бригадине ертсе пынă. Ĕçе чуна парса пур нăçланăран вĕсен иккĕшĕн те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, юбилей медалĕсем йышлă. Йывăр чире пула çемье пуçĕ пирĕнтен 1992 çултах уйрăлса кайрĕ. Унăн ĕçне паян ывăлĕ малалла тăсать.

- Ĕмĕр ирттересси - уй урлă каçасси мар. Çемье вучахне сÿнме парас мар тесен хĕрарăмăн чăтăмлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрин йăнăшне вăхăтра каçарма пĕлни çемье ĕмĕрне тăсать, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать, - терĕ Нина Егоровна шухăш авăрĕнчен уйрăлса. Пурнăç сакки сарлака. Ун тăрăх çирĕп утăмпа утни ĕçре те, пурнăçра та ырă ят çĕнсе илме май парать. 84 çулхи асанне хăйне паян аван туять, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Çакă пурнăçăн телейĕ тесе сăмахăма вĕçлетĕп. Асанне паян хăйĕн ĕç ĕмĕрне халăха юрăхлă ирттернишĕн савăнать. Ăна аса илсен унăн сăн-питĕнче савăк кулă палăрать.

Геннадий МОиСЕЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6