Садри çурхи ĕçсем. Нимĕн те манман-и?

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 13:03 Просмотров: 184

Çуркунне - ял хуçалăх сезонĕн пуçламăшĕ. Садра, пахчара е дача участокĕнче çурхи ĕçсене епле пуçланипе, çак тапхăрта харпăр хăй участокĕнче мĕнле ĕçленипе сад-пахчаран тухăç илесси тÿрремĕн çыхăннă.

Мĕнрен пуçăнмалла-ха çурхи садри ĕçсене? Пысăк опытлă пахчаçăсем чи малтанах мĕн çине тимлĕх уйăраççĕ-ха? Çурхи сада тухсан чи малтанах куç умне улма-çырла йывăççисем тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен çимĕç илесси çÿллĕ шайра пултăр тесен кил хуçин малтанах çав йывăçсем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалла. Хĕл сиввисене кура вĕсен вуллисем сиенленмен-и? Унта сăтăрçăсем иленмен-и? Çакна пĕлме йывăç вуллисем çинчи иккĕленÿллĕ вырăнсене тимĕр шăрт лă щеткăпа тасатмалла та унти сурансене тĕплĕ тишкермелле. Йывăç вуллине сиплесси - пахчаçăн çуркуннехи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ. Хĕлле туратсем хуçăлнипе пулнă сурансене е йывăç вулли çинчи пĕчĕк шăтăксене кая юлмасăр сад маçĕпе сĕрсе лартмалла. Хуçăлсах ÿкеймен туратсене пуçтарса илмелле. Йывăç вулли çинчи шăтăксемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсене çийĕнчех сиплемесен йывăçсен чирĕ шала кайма пултарать. Çапла ан пултăр тесен шăтăкри хупăсене тĕплĕ тасатмалла та вăл вырăнсене 5 процентлă тимĕр е пăхăр купоросĕпе дезинфекцилемелле. Тасатнă шăтăка 1 пай цемент, 3 пай хăйăр, 1 пай известь хутăштарса тунă растворпа тултарса лартмалла.

Йывăç вулли çинчи сурансене çуркунне сиплесси - кашни пахчаçăн вăхăтра пурнăçламалли ĕçĕ. Ăна йывăçри япаласен ылмашăвĕ активлăланиччен тата сĕткен куçма пуçличчен туса ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк ăшăтма пуçланă май хĕл каçа пулнă суран е çуркунне туратсене иртнĕ чух касса амантнă вырăнсене йывăçа çĕртекен микрофлора ан лектĕр тесен вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр сад маçĕпе сĕрмелле.

Тасалăх. Тăкăннă çулçăсене кĕркуннех пуçтармалла пулин те, юр айĕнчен тухакан çулçăсене пуçтарасси - çуркуннехи сад-пахчари ĕç. Кунпа пĕрлех ытти çÿп-çапа пуçтарассине те халĕ ыранхи куна хăвармалла мар. Çурхи садра улма-çырла йывăççисем тавра шĕнчи çĕре пусса кăпкалатасси пирки те манма юрамасть. Ăна юр шывĕ кайса пĕтсессĕнех пурнăçлама юрать. Ăста пахчаçăсем улма-çырла йывăççисем тавра кивĕ курăк купаласа хураççĕ е тислĕк сарса тухаççĕ. Вулă тавра çĕр пусса кăпкалатнă чух ăна вĕсем çĕр айне тăваççĕ. Ку вăл йывăç-тĕмсемшĕн Органика удобренийĕ пулать. Вĕсене çĕр айне пусса хунă чух çĕреслĕхе хăвăртлатма опытлă пахчаçăсем мочевинăпа е ытти бактери препарачĕпе усă кураççĕ. Ахальлĕн вĕсем сăтăрçăсене йăва çавăрма меллĕ вырăн пулаççĕ çеç.

Йывăçсене шуратни. Ку ĕçе йывăçсене кăмпа чирĕнчен, сăтăрçă личинкисенчен сыхлама кĕркунне туса ирттерни вырăнлă. Çуркунне йывăç вуллисене сăрлани сад пахча илемĕшĕн çеç пĕлтерĕшлĕ пулса тă рать. Çакна валли пахчаçăсем фунгицидсемпе клей хутăшĕпе пуянлатнă сăрăпа усă кураççĕ. Юлашки çулсенче пахчаçăсем садра акрил сăрăпа ытларах усă кураççĕ. Ку сăрă вулăсем çинче нумайрах вăхăта сыхланса юлать. Вĕсен тытăмĕнче те фунгицидсем пур. Çурхи садри тепĕр ĕç вăл - йывăç-тĕме хими мелĕпе сыхласси.

1-мĕш этап - йывăç-тĕмсене кăчăкă сариччен пĕрĕхни. Çак ĕçе садра пĕрремĕш хут çĕрлехи сывлăш температури 0 градусран пысăкрах, кăнтăрла 3 - 5 градус ăшă чух, анчах сĕткен активлă куçман вăхăтра тата кăчăкăсем сарăлма пуçличчен туса ирттермелле. Çакă садри улма-çырла йывăççисемшĕн питĕ пĕлтершлĕ пулнине шута хурса ăна сиктерсе хăварма юрамасть. Вăл сăтăрçăсене личинка шайнче пĕтерме пулăшать.

2-мĕш этап - йывăç-тĕмсене кăчăкă сарнă вăхăтра пĕрĕхни. Ку ĕç тĕрлĕ чир-чĕр аталанассинчен сыхлать. Ăна пурнăçлама карбамидпа (мочевинăпа), ешĕлсенкерпе (медный купорос), бордос шĕвекĕпе тата тикĕтлĕ супăньпе усă курма пулать.

3-мĕш этап - йывăç-тĕмсене чечек çуриччен пĕрĕхни. Улма-çырла йывăççисемпе тĕмсем чечеке лариччен садсене им-çампа пан улми хур тĕнчен, шатра чирĕнчен пĕрĕхеççĕ. Ку ĕçе чечексем çурăлнă вăхăтра тума сĕнÿ çук, мĕн шĕн тесен пыл хурчĕсене шăркалантарма чару пулать.

4-мĕш этап - йывăç-тĕмсене чечек çурнă хыççăн пĕрĕхни. Садри йывăç-тĕмсем чечекре пулнă хыççăнах вĕсене 4-мĕш хут им-çамлаççĕ. Ку вăл тытăннă çимĕçсене сăтăрçăсем сиен ан кÿччĕр тесе.

Çурхи садра эсир çак йĕркесене пăхăнни те кĕр çитсен сирĕн улма-çырла тухăçĕпе çивĕч ыйтусем пулмасса шантарать. Нÿхреп те варени-компотран катăк пулмĕ. Россельхознадзорăн Чр управленийĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6