Тăри юрри хресчене хире чĕнет

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 12:33 Просмотров: 136

Хирсем юртан тасалнă май черетлĕ çур аки пуçланиччен те вăхăт инçе юлмарĕ. Çакна сăнаса тăракан çĕр ĕçченĕ çурхи ака-сухана хатĕрленес ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Умра - çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр. Ăна ăнланса, çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса хресчен паян уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха вăл муниципалитет округĕнче; ку ыйту çине тулли хурав шыраса иртнĕ кĕçнерникун, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен, инженерĕсемпе агрономĕсен, çĕр ĕçченне пулăшакансен черетлĕ çур аки умĕнхи конференцийĕ иртрĕ.

Тĕл пулăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Мясников уçрĕ тата ертсе пычĕ.

«Кун тăршшĕ вăрăмланнă май, çанталăк ăшăтни, юр ирĕлсе пĕтни çур аки çывхарнине систерет. Çакна çирĕплетсе хирте тăри сасси илтĕнет. Уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттересси паян хресченĕн кун йĕркинче тĕп вырăнта. Унран пĕлтерĕшлĕреххи çĕр ĕçченĕшĕн çук. Çавăнпа та хуçалăхсен çур акине хатĕрленессипе халĕ умри кашни ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла»,- терĕ вăл.

Хресчен умĕнче тăракан ĕç планĕсем яланхиллех пысăк. Вĕсемпе Андрей Валерьевич тĕплĕ паллаштарчĕ. Округра ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе 18 пĕрлешÿллĕ предприяти, 70 хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата индивидуаллă предпринимательсем ĕçлеççĕ. Вĕсен харпăрлăхĕнчи пĕтĕмĕшле ака лаптăкĕ 21,5 пин гектар. Вĕсенчен 64 процентне тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 30 процентне выльăх апачĕллĕх культурăсем, 1,5 процентне çĕр улми, ыттине техника культурисемпе пахча çимĕç йышăнмалла. Иртнĕ çул пушă выртакан 449 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ пулсан, кăçал ку енĕпе 126 гектар çинче çур аки ĕçĕсем ирттермелле. Пĕтĕмĕшле вара тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен умри çур акире 11,5 пин гектар çинче ака ĕçĕсем пурнăçламалла. Вăл шутра: çуртрисемпе пăрçа йышши культурăсем - 8800 гектар, çĕр улми - 305 гектар, пахча çимĕç - 127 гектар, техника культурисем - 390 гектар, выльăх апачĕллĕх кукуруза - 1385 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем - 503 гектар. Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне çур аки валли планпа пăхнă чухлĕ хатĕрленĕ (2546 тонна). Кондициллĕ вăрлăх - 94,5 процент. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем çур аки валли ял хуçалăх культурин элита вăрлăхне 63 тонна тата 5 тонна кукуруза вăрлăхĕ туяннă. Хуçалăхсене çур аки ирттерме 2320 тонна минераллă удобрени кирлĕ пулсан, çуррине яхăн туяннă та ĕнтĕ. Ку ĕç хуçалăхсенче малалла пырать. Паян пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче хуçалăх техникине юсавлисен ретне лартасси епле пынине тĕрĕслесси пырать. 90 процентран ытларах техника çур акине тухма хатĕр. Уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 7 трактор, тырă вырмалли 4 «хир карапĕ», кăкарса ĕçлемелли техникăн 46 единицине пĕтĕмпе 146,9 млн тенкĕлĕх туяннă. Конференцире патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси, çĕрпе тĕллевлĕ ĕçлесси, мелиораци ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртесси, ÿсен-тăран чирĕсемпе тата сăтăрçисемпе вăхăтра кĕрешесси пирки анлă калаçу пулчĕ. Кашни ыйтупах специалистсем хăйсен сĕнĕв ĕ-сене пачĕç. Конференци лăпкă та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Кун тăршшĕ 13 сехетрен иртнĕ май хĕвел çÿлтен çÿле хăпарни, çут çанталăк кайăк юррипе тулса пыни çур аки сехетпе мар, минутпа çывхарнине систерет. Çакна çирĕп летсе паян тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуç алăхсенче хире тухмалли техникăна техосмотр тăратасси вăй илчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6