Ĕçчен ентешсен ятне ăруран ăрăва куçарса пырасси - пирĕн муниципалитет округĕнче, унчченхи пекех, паян та ырă йăлара. ăна тĕпе хурса иртнĕ шăмат кун, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн спортзалĕнче иртенпех халăх йышлă пулчĕ. Ытларах - спорт тумĕ тăхăннă çамрăксем. Вĕсем аслăрах ăру çыннисемпе «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăха 1989 - 2000 çулсенче ăнăçлă ертсе пынă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Алексей Иванова спорт ăмăртăвĕсемпе чыслама пухăннă. Шурчасем юлашки çулсенче ку ăмăртăва ырă йăлана кĕртрĕç ĕнтĕ. Çапла вара кăçал вăл 15-мĕш хут иртрĕ.
- Çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр. Çапах та йывăрлăхсем умĕнче хамăр пĕр çыхăра пулсан, аслисем пуçланă тата палăртнă ĕçсене вĕçне çитерме тăрăшсан, аслăрах ăрурисен тăрăшулăхне манăçа кăлармасан, çăмăл мар тесе алă усмасан, эпир те аталану çулĕнчен юлмăпăр. Хамăр хуçалăх тăрăшулăхĕпе Алексей Николаевич ятне малашне те çÿллĕ шайра тытма, вăл пуçăннă ĕçсене вĕçне çитерме тăрăшăпăр. Ку вăл пирĕн паянхи тивĕç пулса тăрать, - терĕ ăмăртусене уçма вăхăт çитнине палăртса «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев.
Çуллен ирттерекен çак ăмăртăва кăçал та çамрăк спортсменсем йышлă килсе çитнĕ. Ăмăртусене хутшăнакан 6 ял командинчи спортсменсем çеç 92 çамрăк. Вĕсем çумне тренерсене, курма пынисене, шкулта ĕçлекенсене хушсан, ăмăртăва пухăннисен йышĕ 130 çынран та иртсе кайрĕ. Ăмăртура пĕр-пĕрне чылай хушă курманнисем тĕл пулнине те сăнама аван пулчĕ. Вĕсем хушшинче Алексей Николаевичăн иккĕмĕш ывăлĕ Николай та, йăмăкĕ Людмила Николаевна та, ытти çывăх тăванĕсемпе пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем те йышлă пулчĕç. Кашниех хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă председателе ырă сунса ăмăртăва килнине палăртрĕ.
- Эпир Муркашпа кÿршĕллĕ Элĕк округĕнчи колхозра ĕçленĕ аттепе аннен пĕр ывăлпа (вăл асличчĕ) икĕ хĕрччĕ. Аттепе анне пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçченĕсем пулнăран пире те ачаллах çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе туслаштарчĕç. Хăйсем ĕçе тухса каятчĕç те килти выльăха, чăх-чĕпе пăхасси, йăран çинчи çимĕçсене çумсăр ÿстересси пирĕн çине тиенетчĕ. Нумай чухне пичче пире хута кĕретчĕ, йывăр ĕçсенчен пире хăтарма тăрăшатчĕ. Хăй епле ĕлкĕрнĕ - тулли хурав параймастăп. Анчах атте-аннерен хушнă ĕçе пурнăçламаннишĕн ят илтсе курман эпир. Аттепе анне пурнăçран иртерех уйрăлнăран пичче пирĕншĕн пĕр вăхăтрах аттеччĕ те, аннеччĕ те. Усăллă та тĕрĕс канаш параканни те, пурнăç çулĕ çинче пулăшаканни те пирĕншĕн Алексей пичче кăначчĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл пĕтĕмпе 21 çул Муркаш тăрăхĕнче «Сеятель» хуçалăх агрономĕнче ĕçлерĕ, КПСС райкомĕн ял хуçалăх пайне ертсе пычĕ, 11 çул «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăх председателĕнче вăй хучĕ. Ĕçре яваплăха туяканскер хуçалăхра вăй хунă çулсенчех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ята тивĕçрĕ,- куçĕсене шăлса калаçрĕ йăмăкĕ Людмила Николаевна.
- Аттене ялсенче тата «Герой» хуçалăхра ырăпа çеç аса илнине шута илсе 15 çул каялла ун ячĕпе вырăнти шкул спортзалĕнче спорт ăмăртăвĕсем ирттерме шут тытрăмăр. Çавăнтанпа атте ячĕпе ирттерекен спорт ăмăртăвĕсен кунĕ шурчасемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Ăна кунта кашниех кĕтет, - терĕ ăмăрту пуçлама вăхăт çывхарнине систерсе Алексей Николаевичăн ывăлĕ Николай. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцие чылай çул ертсе пынă Николай Яковлев хăй Алексей Николаевича чылай пĕлни тата вăл яланах панă сăмаха тытма пултарни пирки аса илчĕ, унăн ĕçри ответлăхĕ пирки каласа пачĕ. Астăвăм кунне хутшăнакансем çак кун пăт пуканĕ çĕклессипе, волейболла тата шашкăлла, сĕтел çи теннисла выляссипе, дартс перессипе вăй виçрĕç. Вĕсене хутшăнакансем те, куракансем те йышлă пулнăран ăмăртусем уяв шайĕнчех иртрĕç. Спортăн кашни тĕсĕнчех хăйсен çĕнтерÿçисем пулчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, шурчасем çĕнтерчĕç, 2-мĕш вырăнта - çĕньялшурчасем, 3-мĕш вырăнта - милютакассисем.
Август 2026 |
