(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте).
Аслă шкулсем
1923 çулхи сентябрь уйăхĕ. Аслисем манăн пĕлĕве ÿстерме шухăшларĕç, Киевр и Каменев ячĕллĕ пĕрлештернĕ аслă çар шкулĕн инженери уйр ăмне вĕренме ячĕç. Вăл вăхăтра Троцкий, Зиновьев, Бухарин оппозицийĕ шкулта та, хула масштабĕнче те лайăх курăнатчĕ. Çапла пĕр çул иртрĕ. Эпĕ – пĕлĕве ÿстернĕ çар çынни. Манăн çул Симферополе пулчĕ. Эпĕ халĕ – Крымри 3-мĕш стрелок дивизийĕн уйрăм сапер ротин командирĕ. 1925 çул. Эпĕ – сапер вĕрентĕвĕн ертÿçи. 1928 çул. Донецкри сăрт институтне çитрĕм, кунта та çар вĕренĕвне ертсе пыратăп. Правительство çĕнĕлĕх кĕртрĕ, халĕ студентсене призывчченхи çар пĕлĕвĕпе паратпăр. Çапла майпа çĕршыва çирĕп хÿтĕлекенсене хатĕрлетпĕр. 1930 çул. Донбассри Сталино хули, вăл –ку тăрăхри чи çÿллĕ вырăнти хула. Сывлăх начарланнине туйма пуçларăм. Тăтăшах çул çÿрев, вĕренÿ, вĕрентÿ. Ывăнман-ши эпĕ? Тен мана кăштах урăхларах ĕç кирлĕ пулĕ? Эпĕ халĕ Полтавăри педагогика институтĕнче студентсене вĕрентетĕп. Илемлĕ çу кунĕсем тăраççĕ, кану вăхăчĕ. Эпĕ студентсен ротин ертÿçи шайĕнче çар лагерьне çул тытрăм. Вырăнĕ хитре, лару-тăру та кăшт урăхларах. 1933 çул. Çук, çар ĕçĕсĕр пурăнаймастăп. Полтавăри çар шкулĕнче курсантсен çар пĕлĕвĕшĕн ответли эпĕ халĕ, çавăн пекех инженери ĕçне те ертсе пыратăп. Саппасри политсоставпа сборсем ирттерме те ĕлкĕретĕп. Правительство «О присвоении командному-политическому и начальствующему составу Красной Армии военных званий» указ кăларчĕ. Ман пата та савăнăçлă хыпар çитрĕ. Иван Васильевич халĕ – капитан. Ĕç тиевне чакарма вăхăт çук. Парти ретĕнчен тивĕçсĕррисене тасатассипе мана комиссие кĕртрĕç. 400 яхăн партиеца пăхса 1936 çулхи февраль уйăхĕ. Çĕршывăн тĕп хули. Тăтăшах çул çинче эпĕ, пĕр хулана çитетĕп, тепĕрне. Мускаври Пролетари стрелок дивизийĕн сапер батальонĕн командирĕн Майăн 1-мĕшĕ. Парад кунĕ. Мана, батальон командирне, майăн 2-мĕшĕнче малтанхи кунхи уяв тĕлĕшпе Кремльти чаплă уява чĕнчĕç. Георгиевски залра ЦК КПСС членĕсем тата правительство пухăнсан пурте харăссăн алă çупни тата «Ура!» кăшкăрни янăрарĕ. Совет Союзĕн маршалĕ Климент Ворошилов нарком сăмах каларĕ, сывлăх сунчĕ. Хыççăн пурне те чаплă сĕтел кĕтрĕ.
Çак уява, çавăн пек тулăх апат-çимĕçе нихăçан та манмăп эпĕ. 1939 çул. Орловри çар округĕн штаб вĕренĕвне хутшăнтăм. Эпĕ ун чухне инженери çарĕн ертÿçиччĕ. Вĕренĕве питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕм. Çар округĕн командующийĕ Ефремов генерал-лейтенант инженери тивĕçтерĕвĕн ыйтăвне хускатсан çапла палăртрĕ: «Тов. Васильев, служивший в роли начальника инженерных войск армии, основные документы выполнил вполне удовлетворительно». Çапла эпĕ тăтăшах аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлерĕм. Çакă мана пурнăçра пулăшса пычĕ кăна.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Нимĕç çарĕ совет çарне пĕлтермесĕр вăрçă пуçларĕ. Вăрçă пуçланнине те сисеймесĕр юлтăмăр эпир. Хĕрлĕ Çарăн 11 аслă командующийĕ тĕлĕшпе Сталин хушăвĕпе питех те çирĕп мера пулчĕ. Çавăн пекех пысăк чинлă хăш-пĕр çар çыннисене те должноçран хăтарчĕç. Эпĕ шутланă тăрăх, çар ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă командирсемпе комиссарсене пĕр шелсĕр пĕтерни вăрçăн малтанхи вăхăтне ăнăçсăр турĕ. Хăйсен тивĕçне пурнăçлама пултараймарĕç вĕсем ун чухне. Вăрçа стрелоксен 120-мĕш дивизийĕн инженерĕ шайĕнче лекрĕм эпĕ. Пирĕн дивизи фронтра Ельна хулинчен Хĕвелтухăçнелле вырнаçса оборона йышăнчĕ. Пĕррехинче мана дивизи командирĕ çапăçу хирне тухма хушрĕ. Пирĕн дивизин пĕр батальон командирĕ хăйĕн задачине пурнăçлайман, оборона районĕ йышăннă вырăнтан нимĕç салтакĕсем тыла кĕрсе кайнă. Эпĕ комендант взвочĕпе, телефнистсен взвочĕпе тата тепĕр взводпа оборона районне йышăнма кайрăмăр. Оборона районĕ пушаннăччĕ, нимĕçсем унтан иртнĕччĕ. Батальон командирне çирĕп айăплав пулчĕ. Эпĕ гварди майорне çитрĕм. Мценск хулине çитрĕмĕр. Дивизи хулан кăнтăр енне оборонăна тăчĕ. Салтаксем чукун çулпа йывăç кĕпер çывăхĕнче минăсем лартса тухрĕç. Каç пулса пыратчĕ. Саперсен взвочĕ хулана кĕчĕ. Эпĕ те вĕсемпе пултăм. Хула варринче нимĕç салтакĕсемччĕ. Вĕсем Орел хулинчен унта çавăн пек хăвăрт çитессе шутламанччĕ эпир. Тăшман пире çийĕнчех асăрхаймарĕ, каярах кăна пăшалтан пеме пуçларĕ. Ун чухне пирĕн взвод 300 метр аяккарах кайма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Пирĕн пĕр сапер та аманмарĕ. Тула хули. Мана 50-мĕш çарăн инженерĕ пулма шанчĕç. Пирĕн çул Белев хулине пулчĕ, вăл Белый хуларан инçе марччĕ. Сапер батальонăн командирĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пирĕн задача – Белев хули патне каякан çула минăласси, тăшман танкĕсене чарса лартасси. Хушнă пулсан – пурнăçламалла. Тепĕр 3 – 4 сехетрен çак хула еннелле килекен 3 танк сирпĕнни пирки пĕлтерчĕç. Эпĕ Зарайск – Серпухов лини çинче. Пирĕн задача 1 чукун çула сирпĕтесси, çавăн пекех – унтан аяларахри йывăç кĕпере те. Хушăва пурнăçларăмăр – иккĕшне те сирпĕтрĕмĕр. 1942 çулхи август уйăхĕ. Эпĕ механизациленĕ 1-мĕш корпусăн корпус ин женерĕ. Ăна Саламатин генерал ертсе пырать, офицерсем те, салтаксем те хисеплетчĕç, питĕ интеллигентлă çынччĕ. Ноябрь уйăхĕнче пирĕн корпус тăшманăн Белый хули патĕнчи оборонине татса кĕчĕ. 45 километр таран шала кĕме пултартăмăр, тăшмана самай шар кăтартрăмăр. Анчах та пирĕн умри нимĕç салтакĕсем вăйлă техникăпа çирĕпленчĕç, унтан шала кĕресси пулмарĕ, каялла тухма тиврĕ. Каяллахи çул вара çухатуллă та йывăр килчĕ пирĕншĕн. Хамăрăн çар техникине каялла илсе тухма май килменрен ăна аркатма хушу пулчĕ, йывăр суранланнисене те илсе тухаймарăмăр. Каялла тухнă чухне тăшман сулахай алăна амантрĕ. Пирĕн саперсем хушшинче вилекенсем пулчĕç. Хамăрăн унчченхи вырăна Жуков маршал та çитрĕ. Каç пулса килчĕ, тăшман та тек пемерĕ, канчĕ пулас. Тăшман ункинчен хăтăлса тухсан эпир каллех оборона вырăнне йышăнтăмăр. Часах пирĕн йышри хастар салтаксемпе офицерсем ячĕпе награда çитрĕ. Корпуса фронтăн хăш еннелле ярасси пирки задани илме командировкăна ячĕç. Самантпа усă курса эпĕ инженери çарĕн штабне хăвăрттăн кĕрсе тухас терĕм. Мана унта чăнах та кĕтнĕ тейĕн, 8-мĕш полкăн командирне çирĕплетме калаçнă пулнă. Унчченхи командира йĕркене пăснăшăн службăран хăтарнă. Çапла эпĕ инженери полкĕн командирĕ пулса тăтăм. Тепĕр уйăхран Харьков çар округĕн командующийĕ ман ĕçе хаклакан документа курнă. Унта çапла çырнă: «Обладает богатым опытом службы в инженерных войсках. Легко разбирается в вопросах инженерного обеспечения боевых действий дивизии и корпуса. Лично дисциплинирован, исполнительный. Пользуется авторитетом. Общее состояние боевой подготовки полка удовлетворительное. С подготовкой пополнения для фронта полк справляется успешно. Лично проводит занятия с офицерами. За время командования полком Васильев проделал большую работу по укреплению дисциплины и внутреннего порядка в полку...».
Пĕр орден та ахаль мар
Часах ман ятпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ çитрĕ. Эпĕ полковник пулса тăтăм. Хама çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи тесе шутлатăп. Мĕн чухлĕ çар çынни ÿстерсе хатĕрлерĕм пулĕ. Эпĕ çĕршыва юрăхлă ывăл пулнине, çар службине тивĕçлĕ шайра пурнăçланине, çар кадрĕ хатĕрленине партипе правительство чăннипех те хакларĕ. 1945 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнчи СССР Аслă Канашĕн президиумĕн указĕпе Хĕрлĕ Çарти тивĕçсемшĕн мана Ленин орденĕпе чысларĕç. Çавăн пекех Иван Васильевич Васильев полковник Хĕрлĕ Ялав орденне тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те тивĕçрĕ. Мана 6 медальпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе чысларĕç. Парти ĕçĕнче чылай тăрăшрăм. Манăн пĕтĕм пурнăç тĕнчери тата пирĕн çĕршыври паллă тата вăйлă событисене хутшăннипе иртрĕ. Пĕрремĕш историлле событи паллă йĕр хăварчĕ манăн пурнăçра. 1917 – 1920 çулсенче Граждан вăрçине хутшăнтăм. Çĕршывра социализм турăмăр. Аслă вăрçă та мана тĕрĕслерĕ. Эпĕ çак событисене питех те активлă хутшăнтăм, хамăр халăх пурнăçне çăмăллатас тесе тăрăшрăм. Хăюллăнах калама пулта ратăп, манăн пурнăç ахальлĕн кăна пушшăн иртмен. Эпĕ тĕллевлĕ вĕреннĕ тата ĕçленĕ. Эпĕ çут тĕнчене килни пирĕн мухтавлă Тăван çĕршывшăн усăллă пулнă. Пурнăç – кĕрешÿ тата ĕç. Октябрь революцийĕ пулнăранпа 60 çул иртрĕ. Питех те хытă тĕлĕнмелле пулса тухрĕ. Эпĕ ăна çапла калатăп: «Сермяжная, лопатная Россия встала во главе просвещенного мира». Пирĕн çĕршывра çĕнĕ техникăпа космос карапĕсен, электронлă шутлав машинисен çĕршывĕ пулса тăчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ промышленноç, хуçалăх продукчĕ туса илессипе тĕнчипе мала тухрĕ. Пирĕн вăхăтри çынсем çаплакĕске вăхăтра пирĕн çĕршыв вăйлă аталанма пултарасса шутлама та пултарайман. Пурнăç кĕнекине 1977 çулта çыртăм.
...Çулсем иртрĕç, çырса хăварас сăмахăм татах тупăнчĕ. Ватăлтăм эпĕ халĕ, алăсем те малтанхи пек çырмаççĕ, астăвăм чакрĕ. Чир хăй пирки тăтăшах аса илтерет. Тĕрĕссипе, ыратман вырăн та çук. Куçăм шывланать, каяс вăхăт та инçе мар...
Çапла тĕлĕнмелле ăслă-тăнлă самантсем пирки çырса пынă хăй вăхăтĕнче Иван Васильевич Васильев пурнăç кĕнекинче ачалăхран пуçласа ватлăх кунĕсемччен. Паллах, кунта эпĕ унăн ал çырăвне пĕтĕмпех кĕртме пултараймарăм.
Роза иЛЛаРиОНОВа.
Август 2026 |
