«Ветеринари аптекине эмел туянма кайрăм та мантан сутуçă эмел рецепчĕ ыйтрĕ. Малтан унсăрах туянаттăмăрччĕ те халĕ йĕрки улшăннă пулмалла;» Хаçат редакцине çакăн пек ыйтупа килекен пĕр çын кăна мар пулчĕ. Ыйтăва эпĕ выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине çитертĕм.
Тĕп ветеринари врачĕ Татьяна Киселева çакăн пек хурав пачĕ: «Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви 2022 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче 776 номерлĕ хушу кăларчĕ. Çак хушура сăмах ветеринари тĕлĕшĕнчи хăш-пĕр препарата, вăл шутра микроба хирĕç кĕрешекен препарата, рецепт çырса сутасси пирки пырать.
Çак йĕрке вăя кĕмелли вăхăт çитрĕ. Хушу 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2031 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен вăйра тăрĕ. Çÿлерех асăннă 776 номерлĕ хушу тăрăх, малашне бактерие, микроба хирĕç кĕрешекен тата гормон хатĕрсене, çавăн пекех наркотиклă тата психотроплă препаратсене ветеринари врачĕ çырса панă рецептпа кăна сутаççĕ. Рецептсене Россельхознадзорăн «Гален» системи урлă çы раççĕ. Ку çакна пĕлтерет, ветеринари врачĕ хăй çырса панă препарата даннăйсен электронлă базине кĕртет. Фармацевт вара рецепт чăнлăхне тата препарат системăра пуррине тĕрĕслет. Кашни препарат валли уйрăм рецепт кирлĕ пулать. Врач пĕр вăхăтрах темиçе препарат çырса пачĕ пулсан та кашнин валли уйрăм электронлă рецепт кирлĕ.
Специалист патне кайсан вăл е ку препарат асăннă çĕнĕлĕх шайĕнче пулнине ыйтма манмалла мар. Ветеринар çырса панă рецепта çухатмалла мар. Вăл хут çинче е электронлă пулма пултарать. Ветеринари аптекине çÿлерех асăннă препаратсене рецептсăр туянма пынă çыннăн ыйтăвне фармацевт тивĕçтермест. Рецепт ăна çырнă 30 кун хушшинче вăйра тăрать, ăна виçĕ экземплярпа çырса параççĕ. Пĕри врач патĕнче юлать, иккĕмĕшĕ – выльăх-чĕрлĕх хуçинче, виççĕмĕшĕ – ветеринари аптекинче. Çавăнпа та малашне выльăх-чĕрлĕх чирлерĕ пулсан чи малтан вырăнти ветеринари участокне каймалла. Врач чирлĕ выльăх патне вырăна çитет те сиплев палăртать тата рецепт çырса парать».
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
