Предприятисен малашлăхĕ пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 13:05 Просмотров: 58

Çапла пĕтĕмлетрĕç мартăн 20-мĕшĕнче Муркаш округĕн Общество палатин пайташĕсем «АГРИКО» чикĕллĕ явалăхлă предприяти тата Муркаш райповĕн объекчĕсенче пулнă хыççăн.

Общество палатин ертÿçи Владимир Никитин ку таранччен тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Нумаях пулмасть Муркаш делегацийĕ Хĕрлĕ Чутай округĕнче иртнĕ республикăри мероприятие хутшăнса округра тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Ытти округрисемпе танлаштарсан, муркашсен ĕçĕ курăмлă, каласа кăтартмалли пур», - терĕ вăл. Ĕç ушкăнĕ чи малтан Юнкă тăрăхне çитрĕ, каска кăмпи тата уплюнкка ÿстерекен предприятире пулчĕ. Кунти ĕçпе Валерий Глушаков ертÿçĕ паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, малтан çак ĕçе Шупашкар районĕнче йĕркеленĕ. Унтан хăйĕн прозводствине Юнкă территорийĕнче уçнă, халĕ тĕп производствăран инçех мар тепĕр цех тăваççĕ. Предприяти пысăк мар пулин те, кашни лаптăкпа тухăçлă усă курма вĕренсе çитнĕ. Кунти ĕçе йăлтах автоматизациленĕ: сывлăш температурине шайлаштарассине, нÿрĕк парса тăрассине тата ыттине те. Камерăри кăмпасем питех те хăвăрт ÿсеççĕ. Ăна кунне икĕ хутчен татаççĕ. Продукци пахалăхĕ питĕ пысăк тата вăл çыннăн организмĕшĕн усăллă. Хатĕр продукцие контейнерсем çине тултарса сутлăха ăсатаççĕ. Валерий Глушаков каска кăмпине килте те ÿстерме сĕнчĕ, кăмпа тухăçĕ сахаллансан улăм чĕркемсене пăрахăçлаççĕ. Çакăнти производствăпа Общество палатин пайташĕсем питĕ кăмăллă пулчĕç. Хăй вăхăтĕнче вырăнти хуçалăх усă курнă объектсене пуçаруллă çынсем юхăнтарса яманни савăнтарчĕ вĕсене. Çавăн пек аталанса пыракан предприятисем округ ят-сумне ÿстереççĕ. Хыççăн ĕç ушкăнĕ Юнкăри Культура çуртне, библиотекăна çитсе курчĕ. Культура çуртĕнче кăçал капиталлă юсав тумалла. Çынсем культура учрежденийĕсене килсе çÿреççĕ: аслисем те, çамрăксем те. Эпир пынă вăхăтра унта ветерансем пухăннăччĕ. Библиотекăра Юнкă территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков вырăнти ĕçсем çинче чарăнчĕ. Пĕччен пурăнакансене тата сахал тупăшлă çемьесене иртнĕ çул 37 пушар извещателĕ лартса панă. Çармăçкассинче шыв çыхăнăвĕн çăлĕсене 9 пушар кранĕ лартнă, пирс тата автомашина пырса çаврăнмалли çулсем тунă. Коминтерн выççăлккинче пирспа çул тунă. Юнкăра пушар гидранчĕ лартнă. Территоринчи плотинăпа ГТСа çурхи шывран сыхлас тĕлĕшпе ĕçсем туса ирттернĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе, ытти программăпа тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, юнкăсем тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул 251,3 га йышăнакан 18 çĕр лаптăкĕ арендăна панă, çакăн çулталăкри аренда тÿлевĕ 155 пин те 703 тенкĕпе танлашать. Территоринче пушар хăрушсăрлăхĕпе, профилактика енĕпе ĕçлесе пыраççĕ. Муркаш округĕнче потребитель рынокĕн аталанăвĕпе округ администрацийĕн экономика тата инвестици ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Ольга Тимофеева каласа пачĕ (ку ыйтупа хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр). Депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Тамара Салдакеева Юнкă территорийĕнчи çынсен ыйтăвне çитерчĕ - кафе кирлине пĕлтерчĕ. Делегаци Лантăш пекарнине çитрĕ. Кунти ĕçпе «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи Надежда Трихалкина паллаштарчĕ.

- 2022 çулта Лантăш пекарнинче çĕнĕ автоматизаци линине хута ятăмăр. Цехсенче вырнаçтарнă Раççейре туса кăларнă хальхи йышши оборудование тулли хăватпа ĕçлеттерсе ятăмăр. Ал ĕçĕнчен автоматизаци мелĕ çине куçса пыни çакăнта вăй хуракансен ĕçне самай çăмăллатать. Ку производство калăпăшне ÿстерме, продукци пахалăхне палăрмалла хăпартма май пачĕ. Халĕ çĕнĕ оборудовани çăнăха михĕрен пушатнинчен пуçласа çăкăр пĕçермелли формăна чуста тултаричченех хăй тăвать. Çăнăх чуста çăрмалли цеха складран ала витĕр тухса ятарлă труба тăрăх пырать. Шывне те хуран патнех çитернĕ, чуста çăрма мĕн чухлĕ шыв кирлĕ, çавăн чухлĕ виçепе шыв анать. Паллах, пур продукт виçи те мĕн пĕçерме хатĕрленнинчен килет. Çĕнĕ оборудовани чустана хурантан хăй пушатать, чустана пайлакан машина та пур халĕ пирĕн. Унăн программинче чуста виçине палăртнă хыççăн вăл пĕр чарăнми ĕçлет, алăпа пайласа тăма та кирлĕ мар. Пĕтĕмĕшле илсен çăкăр пĕçерес производствăра ĕçлекенсен ытларах пайĕ - хĕрарăмсем. Çавăнпа та райпо ертÿлĕхĕ пирĕн ĕçе çăмăллатма тăрăшать. Кунта пĕçерекен «сельский» çăкăра юратман çын çук та пулĕ. Ахальтен мар вăл «Раççейри чи лайăх 100 тавар» йышне кĕме тивĕçрĕ. «Сельский» çăкăр - Муркаш райповĕн визит карточки. Çакăнта хатĕрлесе кăларакан мĕнпур продукцин 60 проценчĕ шăпах та çак çăкăр йышăнать. Кунта пĕçерсе кăларакан батон пахалăхĕ те самай лайăхланчĕ, çынсем мĕнле туяннине шут ласан, вăл иккĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех кунта «городской», «горчичный», «столовый» çăкăр пĕçеретпĕр. Кашни продукциех çынсем кăмăлласа туянаççĕ. Потребитель валли хамăр патра пысăк пахалăхлă çăкăр-булка изделийĕ хатĕрлесе кăларма пултарнишĕн эпир савăнатпăр, - терĕ Надежда Трихалкина. Çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсене муркашсем çулсерен пĕтĕмпе 700 тонна шайĕнче хатĕрлеççĕ, кондитер изделийĕсене - 60 тонна шайĕнче. Çак продукцие туянаканăн ытларах пайĕ - муркашсем. Пекарня ĕçне автоматизацилени потребсоюз тытăмне комплекслă майпа аталантармалли программа шайĕнче пулса пырать. Объектсене çĕнетме патшалăх пулăшса пыни питĕ лайăх. Потребкооперацин комплекслă аталанăвĕн программипе пăхса хунă тăрăх, туяннă çĕнĕ оборудовани хакĕн 30 процентне патшалăх саплаштарать. Хăнасем Муркашри çурма фабрикатсем хатĕрлекен цехра пулчĕç. Ассортиментра 30 яхăн тĕрлĕ продукци. Тĕрлĕ ăшлă хуран куклине, пельменьпе тата ытти çимĕçе çынсем кăмăлласа туянаççĕ. Продукцин ытларах пайне кунта алăпа тăваççĕ. Райпо çурма фабрикатсене маларах çулталăкне вăтамран 45 тонна туса кăларнă пулсан, иртнĕ çул вара ку кăтартăва ÿстернĕ. Комплекслă программăна аталантарассипе муркашсем тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Унăн шайĕнче «Муркаш» кафе хута ячĕç. Пилĕкçĕре яхăн тăваткал метр лаптăкпа апатлантару тĕлĕшпе тĕллевлĕ усă кураççĕ. Кунта банкет тата апатлану залĕ, çăнăх цехĕ ĕçлет. Халĕ ку объект муркашсен юратнă вырăнĕ пулма ĕлкĕрчĕ. Кафе çуртне 9 уйăхра хăпартса лартрĕç. Ăна тума тата оборудовани туянма пĕтĕмпе 40 млн тенкĕ тăкакланă. Столовăйĕнче 11 çын ĕçлет. Вĕсем пурте хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем.

- Объектсене çĕнетнин тĕп тĕллевĕ - тавар туянакана тивĕçтерес пахалăха ÿстересси, вырăнта тавар туса кăларакансен продукцине хамăрăн суту-илÿ точкисенче ытларах туянма май туса парасси, - терĕ Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев.

Общество палатин пайташĕсем Муркаш райповĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулчĕç, малашне те çапла округ çыннисемшĕн ĕçлесе пыма ăнăçу сунчĕç. Аталану - куç умĕнче. Владимир Никитин организаци членĕсене удостоверенисем парса чысларĕ. Общество палати округра пĕлтерĕшлĕ организаци пулнине, çавна май округра ирттерекен мероприятисене ытларах хутшăнтарни вырăнлă пулнине пĕлтерчĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6