Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансем пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетме иртнĕ кĕçнерникун, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Муркашри Культура çуртне пухăнчĕç. Кашнин куçĕнчех, пĕр-пĕрин хушшинчи калаçăвĕнчех вĕсем хăйсем умне çулталăк каялла лартнă тĕллевĕсене чыслăн пурнăçлани тата уншăн хĕпĕртени, çĕнĕ тĕллевсем лартма хатĕрри палăрать. Округри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕлтĕрхи пĕрлехи ăнăçлă ĕçĕ паян никама та пит хĕретме памасть.
Ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк отраслĕсен ÿсĕмлĕ аталанăвĕ Муркаш муниципалитет округне те ытти йĕркелÿсем хушшинче ырăпа палăрма пулăшать. Çапла вара иртнĕ çулхи экономика ăмăртăвĕнче пирĕн округ хăйĕн ушкăнĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Çакăнта уйрăм отрасльсен ĕçĕ-хĕлĕ те ырăпа палăрнине каламалла. Çапла вара аш-какай туса илессипе муркашсем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра 6-мĕш вырăн, сĕт сăвассипе – 3-мĕш вырăн, çăмарта туса илессипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.
– Маларах илсе кăтартнă ĕç ÿсĕмĕ выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем пĕр çыхха пухăнса тăрăшуллă вăй хумасăр пулманнине кашниех ăнланатпăр. Аталану çулĕнчен юлмасăр пыма çĕннине тăтăш вĕренмеллине, ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине пирĕнтен пурнăç ыйтать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем çакна хăйсем çинче туяççĕ. Çавăнпа та вĕсем хăйсен хуçалăхĕн, тăван округăн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн экономикине малалла уттарасси пĕрлехи ĕç пулнине те алă тупанĕ çинчи пекех курса тăраççĕ. Çавăнпа та малта пыракансен ĕçне тивĕçлипе шута хурассине, ыттисемшĕн тĕслĕхе лартассине эпир те хамăр кун йĕркинчен кăлармастпăр, – терĕ канашлăва уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов.
«Агропромышленнсть комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ панă çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илни ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакан уйрăм граждансене юлашки вăхăтра çĕнĕ аталану çулĕсене уçма тĕкĕ пачĕ. Çакă кашнин умнех мал туртăмлă тĕллевсем лартрĕ. Ыранхи кунпа пурăнакансем, çĕнĕ ĕç мелĕсене алла илсе, кĕске хушăрах производствăна малта пыракан технологисемпе пуянлатса аталанăвăн çĕнĕ çулне суйласа илчĕç. Çакна паян пурсăмăр та яр уççăн курса тăратпăр. Кун йĕркинче темĕнле проект-программа пулсан та, конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ яланах тĕп вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисем кунсерен продуктивлăха ÿстереççĕ, аталанăвăн çĕнĕ çулĕсене уçаççĕ. Çакна асра тытса тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен мал туртăмлăхне пуç тайса иртрĕ те ĕнтĕ семинар-канашлу. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл пирки малтанах ял хуçалăхпе экологи пайĕн ертÿçи Татьяна Павлова тĕплĕн каласа пачĕ.
– Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – пурнăçланă ĕçсене тĕплĕ тишкерсе тивĕçлĕ хак парасси тата çăмăл мар ĕçре малта пыракансене туллин чысласси. Пĕрешкел условирех пĕрисем ÿсĕмĕн çÿлти картлашкисене тивĕçни пирĕн хушăмăрта пысăк ĕç потенциалĕ пуррине çирĕплетет. Малашлăха пăхса кашни хуçалăхрах унпа туллинрех усă курмалла, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче çăмăл мар ĕçре малта пыракансене чыслама пуçлас умĕн Татьяна Валерьевна. 2024 çулта районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 1,2 пин тонна аш-какай, 18 пин тонна сĕт туса илнĕ. Кусем – унччехи çулхинчен пысăкрах кăтартусем. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен, çулталăк хушшинче аш-какай туса илессине пирĕн округри «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществи, чикĕллĕ яваплăхлă «Бездна» общество тата «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕ ÿстернĕ. Кунпа пĕрлех сĕт производстви те малалла утăмланă. Округри хуçалăхсем çулталăк хушшинче вăтам сăвăма 33,2 процент ÿстерсе производствăна 18 пин тоннăна çитернĕ. Сĕт сунă çĕрте Суворов яч. хис., «Куснар» агрофирма», «Свобода», «Герой», «Бездна» хуçалăхсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çулталăк хушшинче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 8053 килогрампа (унчченхи çулхинчен 780 кг нумайрах) танлашнă. Ĕнесен подуктивлăхĕ Суворов яч. хис., «Свобода», «Куснар» агрофирма», «Ударник» хуçалăхсенче палăрмаллах пысăк. Вĕсенче пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне вăтамран 9 пин килограмм ытларах сĕт сума хевте çитернĕ. Чăх çăмарти туса илессипе тĕп вырăнта – «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществи. Округра вĕсен тÿпи 96 процентпа (270 миллион штук çăмарта) танлашать.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 4,9 миллион штук çăмарта туса илеççĕ. Тишкерÿллĕ-танлаштаруллă доклад хыççăн çĕнтерÿçĕ хуçалăхсем муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕн Александр Ивановăн аллинчен парнесемпе дипломсем илчĕç. Çулталăкăн кашни вăхăтнех хатĕр пулнăран тата хушнă ĕçре яваплăха туйса ĕçленĕрен производствăна ÿсĕм çулĕпе илсе пыма майсем уçăлаççĕ. Кунта вара эпир хамăра шаннă ĕçе çиччĕ виçсе пурнăçлама тăрăшатпăр, – терĕç маттурсем сцена çинчен ансан. Çакăн пек ĕçлесен аталану çулĕ уçăлсах пынинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Унпа туллин усă куракансен ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă пулса пырать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕччен ĕçлемелли вырăн мар. Кунта ĕçсене пĕтĕмĕшле йĕркелесе пыраканĕ те, ĕне сăваканĕ те, пăру пăхаканĕ те, выльăхсене вăхăтра апат хатĕрлесе параканĕ те, çурт-йĕре пăхса тăраканĕ те кирлĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
