«Хама çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи тесе шутлатăп»

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 16:13 Просмотров: 72

Манăн алла Турай тăрăхĕнче çуралнă отставкăри полковникăн Иван Васильевич Васильевăн 1977 çулхи алă çырăвĕ лекрĕ. Унпа усă курса сире ятлă-сумлă ентешпе паллаштаратăп. Çапла тĕплĕн çырса хăварнă вăл хăй пирки чылай çул маларах.

Пурнăç йывăрччĕ, вĕреннĕ çын пулас килетчĕ

Манăн пурнăç тăршшĕ питех те сумлă пулчĕ, хам ĕмĕрте темĕн те куртăм, таçта та çитрĕм. Аслă Çĕнтерÿ пулнă чухне 50 çултаччĕ эпĕ. Ман пурнăç çинчен çывăх çынсемпе пĕлĕшсем те пĕлччĕр тесе кĕске ал çырăвĕ хатĕрлесе пытăм. Эпĕ – Уйкас Турай ялĕнчен тухнă çын. Атте пурнăçран ир уйрăлчĕ, аслă пичче 6 çултаччĕ, эпĕ – 4-ăра, Дима манран 2 çул кĕçĕнрехчĕ, йăмăк вара темиçе уйăхра кăна пулнă. Пĕтĕм йывăр ĕç тата ача-пăчана ÿстерсе воспитани парасси анне хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Епле чăтса çитернĕ-ши вăл? Чухăн пурăнаттăмăр, çимелли çитсе пымастчĕ, хамăр çăкăр апрель – май уйăхĕсемччен кăна çитетчĕ, тăх ăнмалли çукчĕ. Эпир, арçын ачасем, ытларах ĕçлеме пуçласан пурнăç кăштах самайланни сисĕнме пуçларĕ. Аннене те кăштах çăмăллăх пулчĕ. 1903 çулхи сентябрь уйăхĕ. Эпĕ Турай шкулне пĕрремĕш класа кайрăм. 1909 çулта ултă класлă пĕлÿ илтĕм. Шкулта япăх вĕренмен эпĕ. Аслă шкулта вĕренсе аслă çын пулас килетчĕ. Çак шухăш мана пĕрмай пăшăрхантаратчĕ. Вăрăм çул кĕтрĕ мана. Çав çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти чăваш учителĕн шкулĕнче вĕренме тытăнтăм. Халăха çутта кăларакан Иван Яковлев тăрăшнипе 1890 çул та çак шкул учитель семинарийĕн правипе ĕçлеме пуçланă. Çав хушăрах Иван Яковлев 1875 – 1903 çулсенче Хусан вĕренÿ округĕн, Чĕмпĕр, Самара, Саратов, Астрахань тата Ĕпхÿ кĕпĕрнийĕсенчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулнă. Çав çулсенче 400 шкул çĕнĕрен уçнă, вăл шутра – Турай шкулне те. Вăл тăрăшнипех Чĕмпĕр шкулĕ çумĕнче çулта чăваш шкулĕсенче хĕрарăмсене хатĕрлекен шкул ĕçлеме пуçларĕ. Пирĕншĕн вăл ырăран та ырă, ăслă тăнлă тĕслĕхри çын шутланнă. 1915 çулхи майăн 15-мĕшĕ. Эпĕ Чĕмпĕр шкулĕнчен халăх шкулĕн учи телĕ ятпа вĕренсе тухрăм, çак шкула «5» паллăпа кăна вĕçлерĕм. Интереслĕ, Турай вулăсĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ çын ун ÇĔНТЕРУ! чухне 5-ĕн пулнă. Вĕсем пурте Чĕмпĕр шкулĕнчен 1915 çулччен вĕренсе тухнă. Акă манăн пысăк ĕмĕт пурнăçланчĕ.

Манăн пурнăçри пĕрремĕш вăрçă

1915 çулхи июнь уйăхĕ. Мана патша вăрçине ăсатрĕç. Мускаври телефонпа телеграф батальонĕнче вĕреннĕ хыççăн эпĕ фронта тухса кайрăм. Рига хулинчи 12-мĕш çар штабне тивĕçтерекен телеграфсен 24-мĕш ротине лекрĕм. Рота кашни кун «Солдатская правда» тата «Окопная правда» хаçатсем илсе тăратчĕ. Вĕсене большевиксен партийĕ пичетлетчĕ. Ротăра 500 ытла салтакчĕ. Çак хаçатсем салтаксен тавракурăмне анлăлатма пулăшатчĕç. Эпĕ унччен вĕреннине кура мана ротăри салтак судне суйларĕç. Йĕркене пăхăнманнисене, служба дисциплинине пăс акансене сÿтсе яваттăмăр. 1918 çулхи январь уйăхĕ. Чире пула çар ĕçĕнчен уйрăлма тиврĕ, демобилизаци йĕркипе мана киле ячĕç. Çартан эпĕ тăван тăрăха политика тĕлĕшпе хăйне майлă тĕслĕхри çын пулса таврăнтăм. 1919 çулхи май уйăхĕ. Ку вăхăтра Граждан вăрçи пыратчĕ. Мана, кивĕ çарăн связисчĕ пулнăскерне, Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç, стрелоксен саппасри полкне лекрĕм эпĕ, Хусанти çар техникумне вĕренме ячĕç. Пиртен инженери çарĕн командирĕсене хатĕрлерĕç. Мана фортификаци уйрăмне ячĕç. 1920 çулхи январь уйăхĕ. Мана техникумри РКП(б) парти организацийĕн ретне илчĕç. Çакă маншăн пурнăçри питĕ пысăк савăнăç пулчĕ. Май уйăхĕнче курсантсем техникумран командирсем пулса тухрăмăр. Тум енчен пире питех те лайăх тивĕçтерсе пычĕç. Мана тата хăш-пĕр офицера Чул хулана ячĕç, стрелоксен 70-мĕш бригадин командир пулăшуçине çирĕплетрĕç. Часах пĕтĕм бригадăна Кăнтăр хĕвеланăç фронтне ячĕç. Пирĕн çарсем, вăл шутра эпĕ те, буржуази Польша помещикĕсемпе çапăçрăмăр. Хыççăн Польшăпа мирлĕ килĕшÿ тунă.

Украина – вăрă-хурах йăвиччĕ

Украина тăрăхĕ. Эпĕ ертсе пыракан сапер роти Белая Церковь хула тавра оборона чиккисем тума хушу илчĕ. Хулана хÿтĕлесе хăварассине вырăнти çынсем те салтаксемпе пĕрле хутшăнчĕç. Стрелоксен 70-мĕш бригади саперсен ротипе Винница кĕпĕрнинчи бандăсене тĕп тăвассипе ĕçлерĕ. Сапер роти 100 ытла çынран тăракан Шепель бандине аркатрĕ. Гайсинск уесĕнче Лыхо бандине тĕп турăмăр, хĕрÿ çапăçура атаман та чĕрĕ юлаймарĕ. Украинăра вăл вăхăтра бандăсăр вулăспа уес та пулман. Пур банда та Хĕрлĕ Çар подразделенийĕсем çине çапăçупа тапăнатчĕ. Вĕсем вăрмансенче, ялсенче пытанса пурăнатчĕç. Манăн алăра Равич çыравçăн «Молодость века» кĕнеки. Ăна вуласан тĕлĕнсе каймалла, Хĕрлĕ Çар салтакĕсем Украинăри çак бандăсене тĕп тунă, 444 атаман – вăл шутра 182-не вĕлернĕ, 9-шне персе пăрахнă, 84-шне арестленĕ, 169-шĕ хăй ирĕкĕпе пар ăннă; 9444 рядовой бандита вĕлернĕ, ку кăн а та мар. Çапăçусенче вĕсенчен 5 оруди, 266 пулемет, 3662 винтовка, 360 револьвер, 32 шашка, 35 тачанка, 1810 лаша, 426 йĕнерчĕк юлнă. Парăннисенчен туртса илнĕ хĕç-пăшал та питĕ нумай. Çак цифрăсенчен Украинăра вăрă-хурах епле аталанни питех те лайăх курăнать. Маруся ятлă банда пĕр каçхине Михайловка ялĕнче манăн сапер ротин лашисене вăрлама хăтланчĕ. Ку ял Винница хулинчен виçĕ километр аяккарахчĕ. Тăшмана пирĕн салтаксем вăхăтра асăрхарĕç. Çав тĕттĕм каç хине винтовкăсенчен персе бандăна хирĕç тухрăмăр, вĕсем хушшинче вилнисем те пулчĕç, ыттисем вара лашасемпе тарчĕç. 1921 çулхи çуркунне. 70-мĕш стрелок бригади Гайсинск уесчĕн территорийĕнче пулчĕ. Манăн рота Кисловка ялĕнче вырнаçрĕ. Унччен вăл ялта кавалеристсем чарăннă. Пирĕн салтаксен тумĕ япăхса çитнĕччĕ, чылайăшĕн çĕтĕкчĕ, çуррине яхăн çăпатапаччĕ. Вырăнти халăха кÿрентермен эпир, вĕсене чылай ĕçре пулăшрăмăр. Тепĕр вăхăтран стройра, пăхатăп та, манăн салтаксен тумĕ самай лайăхланни сисĕнчĕ, çăпата сахалланчĕ, атă нумайланчĕ, кĕпе-йĕме çунă тата юсанă. Ун чухне пирĕн йышра 200 ытла çынччĕ. Пĕррехинче урампа пыратăп та мана хирĕç виççĕн пыраççĕ. Мана çавăрса илчĕç те «Слава командиру! Слава, хорош! Уважаем вас!» тесе çÿлелле ывăтрĕç. Эпир вырăнти çынсен кăмăлне кайнă пулас. Вăрă-хурах пĕр каçхине эпĕ çывăрнă пÿрте кĕме хăтланчĕ, салтаксем урăх вырăнта çывăратчĕç. Кил хуçи вăратрĕ мана. Хăвăртрах алла пистолет тытрăм та алăк еннелле пеме тытăнтăм. Хуралçăсем те çийĕнчех асăрханă вĕсене, пулăшма чупса çитрĕç. Манăн салтаксен ытларах пайĕ Чул хула енченччĕ.

(Вĕçĕ çитес номерте).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6