ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура çапла пĕлтернĕ: «Иртнĕ çул пире пурне те хавхалантаракан питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмпа вĕçленчĕ. Ку вăл – ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçри татăклă улшăну. Пирĕн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывăлсемпе хĕрсем чăн вырăс территорийĕсене ирĕке кăларса вăрçă хирĕнчи ăнăçăва йĕркеллĕн малалла аталантараççĕ.
Пирĕнтен кашниех хăйĕн ĕçĕпе, ĕç вырăнĕнчи тивĕçĕсене пысăк ăсталăхпа пурнăçласа пырса, пирĕн салтаксене мĕн кирлипе туллин тивĕçтерсе тăма пулăшса, Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă сăваплă ĕçе хутшăнать. Ку ĕçе эпир Çĕнтерĕве кĕтсе иличчен пурнăçласа пырăпăр». Çак сăмахсене Уйкас Янасал тăрăхĕнчи Сосновка ял библиотеки çумĕнчи «Ырă чĕре» ушкăн активисчĕсем ĕçпе çирĕплетеççĕ. Кашни çыннăн пулăшăвĕ фронтри салтаксемшĕн вырăнлă. Пĕрисем укçан е техника хатĕрĕ туянма пулăшаççĕ. Теприсем вара хăйсен аллипе салтаксене кирлĕ япаласем çĕлесе, çыхса фронта ăсатаççĕ. «Çакна тĕпе хурса эпир хÿтлĕх сетки çыхса пулăшма шут тытрăмăр. Пирĕн йыш пысăк мар пулин те, пĕрле пысăк ĕç тăватпăр, май килнĕ таран çĕнтерĕве çывхартма пулăшатпăр», – пытармаççĕ ĕçченсем. Чи малтанах эпир фронта пулăшас ĕçе 2023 çулта ял-йышран укçа-тенкĕ пуçтарса пуçларăмăр. Ĕçе пурнăçлама пире А. Степанов, М. Никоноров, В. Борцов станоксем ăсталаса пачĕç. Пухнă укçапа сетка никĕсне, спандбонд материала илтĕмĕр. Хамăр пĕлнĕ пек «курăк» меслетпе кашни тăваткала кĕске хăюсемпе хупласа çыхса ăсталарăмăр. Каярах «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнне ертсе пыракан А. Троицкий тата Н. Иванова çак ĕçе пире татах та лайăхрах мелпе пурнăçлама вĕрентрĕç. Ĕçе мĕн чухлĕ нумайрах пурнăçлатăн, пахалăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпленсе пырать. Кунти ĕçченсен алли витĕр халĕ паха сеткăсем тухаççĕ. Пирĕн йышра ытларах хĕрарăмсем: Е. Егорова, Л. Ильина, В. Марчева, З. Михайлова, Н. Михайлова, Р. Николаева, Т. Никитина. Вĕсем сетка никĕсне килте алăпа çыхса хатĕрлесе параççĕ. Округри ытти территори пайĕн ĕçченĕсем те пирĕн пата çыхма вĕренме çÿрерĕç. Халĕ вĕсем пĕр ушкăн тесен те юрать, сетка никĕсне хăйсем патĕнче çыхаççĕ. Çапла туни саккас парса илнинчен самай меллĕ, материал килессе те кĕтмелле мар, укçа-тенкĕ те перекетленет, пахалăхĕ те кая мар. Çыхнă сеткăсене эпир пурте пĕрле ушкăнпа лентăсемпе, йăлтах ÿкерчĕкри пек, çут çанталăк вăхăчĕпе килĕшÿллĕн явса ăсталатпăр. Т. Александрова, К. Давыдова, А. Захарова, Л. Иванова, Л. Николаева та ку ĕçре хастар. Хатĕр япаласене округа çитерме В. Александров, В. Степанов водительсем пулăшаççĕ. Пĕлтĕр çулталăк хушшинче 100 хÿтлĕх сетки çыхрăмăр, тепловизортан хÿтĕленмелли 34 пĕркенчĕк çĕлерĕмĕр, парафин ирĕлтерсе 150 окоп çурти тултартăмăр, çут çанталăк вăхăчĕпе пĕр тĕслĕ пулма май паракан 12 «Леший» хÿтĕлев тумĕ çыхса ăсатрăмăр. Отпуска килекен салтаксемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Вĕсене техĕмлĕ кукăльсем çул çине пĕçерсе парса яма тăрăшатпăр. Кăçалхи икĕ уйăхра та 30 хÿтлĕх сетки çыхса, 14 пĕркенчĕк çĕлесе округ центрне çитерме пултарчĕç пирĕн ĕçченсем. Пĕр кун та ĕçсĕр лармасть пирĕн ушкăн. Паянхи куна хатĕр хÿтĕлевсем те пур, сетка никĕсĕсем те хушăнсах пыраççĕ. Халĕ вара саккас панă спандбонд лентăсем кĕтетпĕр эпир. «Ырă чĕре» ĕçченĕсене Уйкас Янасал территори пайĕ Тав хучĕ икĕ хут, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ – Хисеп хучĕ, Олег Николаев предприниматель хаклă парнесем парса чысларĕ. Çапла пĕр шухăшлă пулса пĕрле ĕçлесе пыратпăр эпир. Хальхи вăхăтра фронтри салтаксене пулăшмасăр килте епле ларăн? Ниепле те пирĕн чун чăтмасть, май килнĕ таран пулăшатпăр, Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр!
Галина НИКОНОРОВА, Сосновка ял библиотекин ертÿçи.
Август 2026 |
