Чăваш халăхĕ ĕлĕк-авалтан, хутла пĕлмен чухне те, çивĕч ăспа тата анлă тавракурăмпа палăрнă. Çакă аслă ăрури асатте-асаннемĕрсен ламран лама куçакан сăмахлăхĕнчен те аван курăнать. Тĕрлĕ лару-тăрупа ĕç-хĕле, çут çанталăк улшăнăвĕсене сăнаса пынăçемĕн вĕсем урлă аслă несĕлĕмĕрсем çамрăк ăрăва пурнăç опычĕпе çыхăнтарса панă сĕнÿ-канаш, йăнăш тăвасран маларах асăрхаттарнисем ума тухаççĕ.
Хаçат вулакансене паян эпĕ халăхăмăр хушшинче хамăр тăрăхра çÿрекен хăшпĕр сăнавсемпе паллаштарас терĕм. Акă вĕсем:
хура кушак çул урлă каçни – ĕç ăнмасса (хура кушака ĕлĕкрех халăхра шуйттанпа танлаштарнă, вăл усал чĕр чун тесе ĕлĕкрех ăна, инкек ан кÿтĕр тесе, нумай чухне вĕлернĕ);
кашăк е çĕçĕ сĕтел çинчен ÿкни çак самантра пĕрпĕр çывăх тăвана маннине тата çын килессе пĕлтернĕ;
килте шăхăрма юраман (вăл шуйттана йыхăрнине тата таса мар вăя чĕннине пĕлтернĕ);
алăк урати урлă алă тытма юраман (алăк урати урлă алă пани вилнисене пăшăрхантарнине пĕлтернĕ);
çула тухас умĕн ларса каннă (килти ырăсене «эпĕ каймастăп, килтех юлатăп» тенине пĕлтернĕ, лармасăр çула тухса кайсан вĕсем килтен тухса пĕрле пыраççĕ иккен, кил пушанса юлать);
çĕçĕ вĕçĕпе апат çини – килте вăрçăхирĕçÿ пуласса;
тумтире тÿнтер тăхăнни – вырăнсăр пулăм (тÿнтер тумтирпе усал шухăшлă çынсем çÿренĕ, тÿнтер тăхăннă тумтир инкеке йыхравланине пĕлтернĕ).
Тата тепĕр халăх сăнавĕ. Халăхра хĕрĕх çула паллă тума хушман (аслă асаттесемпе асаннесем хăйсенчен уйрăлса кайнă тăванĕсене кÿр ентерес мар тесе çак куна паллă туман, мĕншĕн тесен вилнĕ тăвана 40 кун хушши леш тĕнчере асаплантараççĕмĕн, унти тăвансемпе пĕрлешме памаççĕ. 40 куна халăх сăмахлăхĕнче «асап эрни» тенĕ. Çак вăхăт иртсен вилнĕ çынсен чунĕсем маларах çут тĕнчерен уйрăлнисемпе пĕрлешеççĕ иккен). Халăх сăмахлăхне сăнаса пăхăр, тен хăшĕсем тÿрре килеççĕ? Е сирĕн урăххисем пур?
Геннадий ПРАВДИн. Шупашкар хули.
Август 2026 |
