Хĕвел ăшши ытларах, юр ирĕлет хăвăртрах

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 13:37 Просмотров: 101

Кăçалхи çанталăкăн хăйне евĕрлĕхне кашни утăмрах куратпăр. Пуш уйăхĕ те çанталăк вылявĕпе палăрса тăрать: анчах çил­тăман вĕçтеретчĕ, тепре пăхнă çĕре хĕвел ăшшипе çивиттирен тумла юхать. Çанталăк çуркунне еннелле сулăнчĕ пулин те, кĕтмен улшăнусемпе сивĕ кунсем юнашарах пулни пирки те манма юрамасть. Ăна çак вăхăтри халăх сăнавĕсем те аван çирĕплетеççĕ: «Тумла пăрĕ хăвăллă пулмасан, тырă­пулă пуян тухăçпа савăнтарĕ», «Пуш уйăхĕ ăшăпа пуçлансан, çуркунне вăрăма тăсăлать», «Пуш уйăхĕнче шыв çук­тăк – ака уйăхĕ курăксăр пулать», «Çуркунне çиçĕм ир çиçни – çу кунĕсем типĕ килессе», «Пуш уйăхĕнчи тĕтре – йĕпе çу кунĕсене», «Кураксем час йăва çавăрни – çумăрлă çуркуннене», «Кăнтăртан таврăнакан тăрнасем аялтан тата шăппăн вĕçсе иртни – йĕпе­сапа çывхарнин палли», «Пуш уйăхĕнчи юр шывĕ сипетлĕ» т. ыт. те. Опытлă пахчаçă çак вăхăтра çут çанталăк улшăнăвĕн кашни утăмнех сăнама тăрăшать. Пахчапа çыхăннă ĕçсене çут çанталăк улшăнăвĕсенчен юлмасăр туса пырасси – унăн çак вăхăтри тĕллевĕ. Эсир паян килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç культурине калчалăх акма кая юлман­ха. Ăста пахчаçăсем чÿрече умĕнчи савăтсене астра, пĕр çул ÿсекен георгинсем, настурцисемпе бархатцысем, петунисем калчалăх акаççĕ. Чÿрече умĕнчи ешчĕксене акнă культурăсем кĕçех калчаланĕç те кил хуçин ĕмĕтĕнче çĕнĕ тĕллевсем çуратĕç. Сахалрах пулсан та, пахчара хальлĕхе юр выртать­ха. Ăста пахчаçăсем улмуççи вулли тавра юр тытса хăварас тĕллевпе ăна таптаса пусăрăнтараççĕ те унта йывăç кĕрпи сапаççĕ. Пÿрт­çурт çивиттийĕсем çинчи юра антарасси те кил хуçин пуш уйăхĕнче кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçĕ шутланать. Ахальлĕн çивиттисем ишĕлес хăрушлăх пысăккине асра тытăр. Халĕ хамăр вулакансене пахчаçăн пуш уйăхĕнчи ĕç календарĕпе паллаштаратпăр.

Пуш уйăхĕн 13 – 15-мĕшĕсем. Пахча çимĕç культурисен шăтнă калчисене минераллă удобренипе апатлантарма ан манăр. Вĕсем çăрарах пулсан, малашлăха пăхса сайралатса куçарса лартни те аван пулĕ. Çурхи ыхрапа çуркунне лартмалли сухана ăшăнма кĕртсе хурăр. Калча тума пÿлĕме чечек вăрри акăр.

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ. Пÿлĕмре акнă ÿсен­тăрана шăварма ан манăр. Кунпа пĕрлех вĕсене минераллă удобренипе апатлантармалла, ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхмелле. Помидор, пăрăç, баклажан, физалис, ир пулакан чечеклĕ тата шурă пуçлă купăста, тутлă шăршăллă тата эмел курăкĕсем акма, çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларса хума юрать.

Пуш уйăхĕн 17 – 18-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе акма тата куçарса лартма мелсĕр вăхăт шутланать. Юр хăвăрт ирĕлтĕр тесен парниксемпе теплицăсене полиэтилен хутпа витме тăрăшăр.

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕ. Çуркунне вăй илсе пырать пулин те, пахчари йывăçсемпе тĕмсене санитари тасатăвĕ тĕлĕшпе касма­ иртме тăхтăр. Акнă­лартнă ÿсен­тăрана çителĕклĕ шăвармалла, минераллă удобренипе апатлантармалла. Пĕр çул ÿсекен курăксемпе нумай çул ÿсекен чечексемсĕр пуçне халĕ нимех те ан акăр. Унччен акнисене сайралатма юрать.

Пуш уйăхĕн 20 – 21-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн халĕ ÿсен­тăрана акма­лартма та, шăварма та тăхтамалла. Минераллă удобренисем, ÿсен­тăрана ÿсме пулăшакан тата хÿтĕлекен препаратсем çителĕклĕ туянса хурăр.

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ. Хĕвел ăшши пысăкланнă май халĕ вăрлăх сухана тата чÿрече умĕнче туса илмелли хăяра акма юрать. Помидорсемпе пăрăçсен калчисене сайралатмалла.

Пуш уйăхĕн 23 – 24-мĕшĕсем. Шăтнă калчасене, пÿлĕмри чечексене шăвармалла тата органика удобренийĕпе апатлантармалла. #сен­тăрана ÿсме пулăшакан препаратпа пĕрĕхмелле. Çĕр улмине ăшă çĕре яровизацилеме кăлармалла.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ. #сен­тăрана ан шăварăр. Çĕре кăпкалатăр, калчасене сайралатăр. Теплицăсемпе парниксене юр юлашкисенчен тасатăр. Улма­çырла тĕм­мисен сăтăрçисемпе кĕрешме пуçлăр.

Пуш уйăхĕн 26 – 29-мĕшĕсем. Пахчари йывăçсемпе тĕмсене санитари тасатăвĕ тĕлĕшпе касма­иртме тăхтăр. Акнă­лартнă ÿсен­тăрана шăварăр, минераллă удобренипе вăхăтра апатлантарăр. Вăрлăх сухана, кресс­салата акма юрать. Халĕ çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăлар­ни вырăнлă. Шăтнă ÿсен­тăрана ÿсме пулăшакан препаратпа пĕрĕхĕр. Улм йывăççисемпе çырла тĕммисене сыпма юрать.

Пуш уйăхĕн 30 – 31-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн акма­ лартма юраман вăхăт. Çак кунсенче теплицăсемпе парниксене ĕçе хатĕрлеме пуçлăр. Улма­çырла йывăççисемпе тĕм­сене касса çамрăклатма юрать, кирлĕ пулсан сыпмалла.

А. БЕлОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6