Çулпа çул пĕр пек килменнине кăçалхи хĕл иртсе пынинчен те, çуркунне çывхарнинчен те куратпăр. Муниципалитет округĕнчи çĕр ĕçченĕсем умри ĕçсене кăçалхи çанталăк условийĕсене шута хурса хатĕрленеççĕ. Юрсăр хĕл кунĕсем сад-пахчара тăрăшакан хресчен умне хăйне евĕр йывăрлăхсем, унччен пулман ыйтусем кăларса тăратрĕç. Çавăнпа та çывăх вăхăтра çакна кашнийĕнех ăнланса ĕçлесе пымалла, мĕншĕн тесен хĕвел çÿлтен çÿле çĕкленнĕ май çуркунне кунсерен вăй илсех пырать.
Кашни пахчаçă умĕнче паян ака валли паха вăрлăх хатĕрлесси кун йĕркинче малти вырăнта тăрать. Садра, пахчара тухăçлă ĕçлесси, пысăк тухăç никĕсне хывса хăварасси малашлăха пăхса ĕç планĕсем тунинчен тата çителĕклĕ вăрлăх янтăланинчен пуçланать. Ăçта мĕнле культура тата мĕн чухлĕ акаслартас тетĕр – килтисемпе канашласа ĕç йĕркине маларах планламалла, ăна тĕллевлĕ хатĕрленмелле.
Паян нумай пахчаçă тĕрек калча ÿстерме вăрлăх шыравĕнче вăхăт чылай ирттерет. Халăх каларăшĕнче çиччĕ виçсе пĕрре касассине пăхăнать вăл. Нумай пахчаçă практикăра хăй суйласа туяннă вăрлăхран кĕтни пурнăçланманнипе те тĕл пулать. Çакă часчасах сутуилÿре вăл е ку культура вăрлăхĕн ятне е унăн пахалăхне суйса сутнинчен пуçланать. Хăшпĕр сорт практикăра пачах та çуккипе те тĕл пулатпăр. Çавăнпа та паян акмалли пахча çимĕç вăрлăхĕ суйланă чух йăнăшасран асăрханасси пирки калаçу ирттерĕпĕр. Хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче кăçал мĕн акассилартасси пирки кашни пахчаçă хăйне валли шутласа хунă ĕнтĕ. Халĕ ăна пурнăçа кĕртме малтанах паха вăрлăх туянмалла. Çакăнтан пуçланать пахчаçăн черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕ. Кунта пирĕн пĕр сĕнÿ пур, вăрлăха тата калчана вĕсене акмалартма сутакан ятарлă магазинсенче туянни вырăнлăрах пулать. Ку сĕнĕве пурнăçласан сирĕн пахча çимĕç, чечек тата вĕсен сорчĕсем пирки нихăçан та иккĕленÿ пулмĕ. Çакă вăл пулас тухăçăн пĕрремĕш утăмĕ шутланать. Çуркунне акмалартма пăхнă культурăн вăрлăхне туянма каяс умĕн хăвăрăн плансене ручка илсе хут çине çырса тухăр. Малти вырăна хăвăр лайăх пĕлекен, ытти çул паха тухăçпа савăнтарнă тата тутлă сортсене суйласа илĕр. Паллах, вăл е ку культурăн çĕнĕ сорчĕсене те тĕрĕслемелле туянма юрать. Анчах кун пек чухне вĕсене усă курма юрăхлă сортсен Патшалăх реестрне кĕртнипе маларах кăсăкланмалла. Тепĕр майлă каласан, ăна пирĕн тăрăхра районланăи, тĕрĕслевсем хыççăн усă курма ирĕк панăи? Ку ыйтусем çине тĕрĕс хурав пама питех те ансат. Ăна валли «Патшалăхăн сорт комиссийĕ» ФГБУн официаллă сайтне кĕмелле те «Селекци ÿсĕмĕсен реестрĕ» разделра шырамалла. Асăннă сорт реестрта пурри вăл наука тĕпчевĕсем витĕр тухса унпа вăл е ку регионта усă курма ирĕк илнине çирĕплетет. Апла пулсан ăна районланă, унăн хуçалăхри усăллăхне (тухăçĕ, пахалăхĕ, вăл е ку чир умĕнчи çирĕплĕхĕ, сăтăрçăсене парăнманни) туллин çирĕплетнĕ. Палăртса хăваратпăр, сортсен Патшалăх реестрне кĕртмен вăрлăхпа Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн акара усă курма юрамасть. Вăрлăх упрамалли пирки те хушăмсем пур. Сутуилÿ сечĕсенче сутма пăхнă вăрлăха пĕчĕк пакетсенче тытни лайăхрах. Вăл хупă тата çирĕп пулмалла. Кунашкал вăрлăха туянас тетĕр пулсан, пакетсем çинче çакăн пек информаци пуррипе çуккине асăрхăр:
ял хуçалăх культурин ятне вырăсла тата латинла çырни;
ял хуçалăх культурин гербицичĕн е сорчĕн ячĕ;
ял хуçалăх культурин вăрлăхне туса кăлараканăн тата импортлаканăн ячĕ;
ял хуçалăх культурин вăрлăх партийĕн номерĕ;
ÿсентăран вăрлăхне хупнин вăхăчĕ (уйăхĕ, çулталăкĕ);
вăрлăх йывăрăшĕ (грампа) е хисепĕ (штукпа);
вăрлăха хими е биологи препарачĕсемпе хутăштарнă пулсан, вĕсен ячĕсем.
Вăрлăха е унăн партине, сортне кăтартни пулсан çеç сутма юрать. Çакă вăрлăх упаковки çинче е ăна сутнă чухне паракан хут çинче пулмалла. Илемлĕ этикетка тавар туянакана хăй патне йыхравлать. Нумай чухне вĕсене хунă вăрлăх ытти вăрлăхран пахалăх енĕпе нимĕн чухлĕ те уйрăлса тăмасть. Куçа курăнакан полиграфи илемĕ тавар хакне курăмлă ÿстерет. Çакă та вăрлăх туянаканран асăрхануллă пулма ыйтать. Çур аки çывхарнă май вăрлăха вăхăтра туянмалла, анчах асăрхануллă пулма ан манăр .
Россельхознадзорăн ЧР тата Чĕмпĕр облаçĕпе ĕçлекен управленийĕ.
Август 2026 |
