1591 сехетлĕ ăнăçлă вĕçевшĕн - Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:22 Просмотров: 88

Çапла пĕтĕмлетÿ тунă санитари авиаэскадрильин уйрăмĕн командирĕ Чельцов капитан Юнкă тăрăхĕнчи Николай Тимофеевич Селюшкин пилот пирки. Воронеж фронтĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтак ячĕпе 1942 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи хушу тăрăх патшалăх награди - Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ - çитнĕ.

Николай Селюшкинăн çар ĕçĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех пуçланнă. 1939 çулхи сентябрĕн 18­мĕшĕнче пилот Хĕвеланăç Украина патĕнче йывăр суран­ланнă. Чельцов командир докуменчĕ тăрăх, Польша событийĕ пулнă ун чухне. Салтак Киеври çар госпиталĕнче сипленнĕ. Сылтăм ура шăмми вакланнă пирки икĕ çул вĕçеве тухма май килмен ăна. Ăмăрткайăк çÿл тÿ­пешĕн тунсăхланă, çунатлă тус çитменнине вăл туйса тăнă. 1941 çулхи хаяр вăрçă пуçланнă. Унччен­хи çапăçу хыçра, халĕ вара тÿпере фашистла Германи çăханĕ явăнать. Сывлăхĕ самай­ланнă пилот çĕршыва хÿтĕлеме хатĕррине пĕлтернĕ, хăйне фронта яма ыйтнă. Украина фрончĕ, пĕрремĕш ятарлă задани, Николай ăна пурнăçлама хатĕр.

«Çĕршыв чĕнет! Малалла!» хăйне хушу панă вăл, аманнисене эвакуацилемелле тата юн, медикамент илсе килмелле. Совет сал­такĕсене çăлса хăварас шухăш ăна тÿпене çĕкленĕ. Хăнăхнă ĕçе каллех пикеннишĕн, ку хутĕнче У­2 самолет çине ларнишĕн, хăй фронта, вĕçеве юрăхлă çын пулса тăнишĕн савăннă. Çапла, ăсталăхĕ пысăкчĕ унăн çав вăхăт тĕлне, С - 2 самолетпа вăл 127 сехет ăмăрт­кайăк евĕр вĕçсе çавăн чухлех çĕр çине пĕр чăрмавсăр анса ларнă, полевой госпита­льсене 919 литр юн çитернĕ, унтан аманнă 17 салтака илсе таврăннă. Çак кăтартусем çăлавçăн документĕнче çырăнса Вĕсене алла тытсан çан­çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Юнкă тăрăхĕн салтакĕ вĕçев хыççăн вĕçев тăвать. Умра - Воронеж, Украина, Кăнтăр Хĕвеланăç фрончĕсем, тĕрлĕ должноç. «Во­ронежа хÿтĕленĕ тата ăна илнĕ çапăçусене, Курская дуга çапăçăвне, Сандомир плац­дармне илнĕ çапăçăва хутшăнтăм. Кашни приказа тÿрĕ чунпа пурнăçлама тăрăшрăм. Çар ăсталăхне звено, эскадрилья тата авиа­полк тытăмĕнче илтĕм. Кашни вĕçев хавха­лантарса пычĕ. Çак ĕç манăн пулнине чун­чĕ­репе туйрăм. Пĕрремĕш линирен амăннă салтаксене турттарса тухма тиврĕ, вĕсем куçран чăр­чăр пăхни, хăшĕ алăра ĕмĕрлĕ­хе куç хупни ман куç умĕнчен каймарĕç... Совет çарĕн йышĕнче Польшăна, Германие, Австрие çитсе килтĕм», - çапла çырнă ал çырăвĕ упранать. 1943 çулхи документсене алла илетĕп, «...Как летчик тов. Селюшкин аккуратный, грамотный в эксплуатации материальной части, летных происшествий не имеет. Целесообразно использовать тов. Селюшкина на должности командира звена». «...За время пребывания в эскадрильи имеет налет около 230 час. Эвакуировано им раненых 35 человек, доставлено крови в полевые госпитали медсанбата 1620 литров. Вывод, Тов. Селюшкин достоин очередного военного звания «капитан».

Кашни документ унăн паттăрлăхне кăтар­тать, пурне асăнмайăн, вĕсенче унăн вĕçевсем ăнăçлă иртнине, вăл пурлăх базипе питĕ тирпейлĕ пулнине, çамрăк кадрпа тĕллевлĕ ĕçленине, кашни задание пĕр чăрмавсăр, юрăхлă пурнăçланине çырнă. «Тов. Селюшкин сделал 250 вылетов с общим налетом 504 часов, эвакуировал 50 раненых, перевез 1873 литра крови, 1123 кг медикаментов, 1945 кг разных грузов, 312 консультантов и оперативных работников. Как командир уделил много времени по вос­питанию личного состава, он - хороший на­ставник. Летный состав полка произвел 671 вылетов с налетом 1591 часов не имея ни одного случая вынужденных посадок из­за потери ориентировки. Это - большая заслу­га Селюшкина. Вывод: За точное и самоот­верженное выполнение заданий командова­ния, за хорошую организацию штурманской службы полка достоин Правительственной награды - орден «Красная Звезда». Чельцов командир алă пуснă. Часах Селюшкин майор пулса тăнă. Çавăн пекех ăна Совет çарĕнче 10 çул ытла вĕçев ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн, çамрăк­сен наставникĕ пулнăшăн «За боевые заслу­ги» медальпе чысланă, ытти наградăна та тивĕçнĕ вăл. Çар ĕçĕнче ентеш пĕтĕмпе 14 çул та 15 кун пулнă, çав шутра офицер дол­жноçĕнче - 8 çул та 3 уйăх. Вăл çавăн пекех По­2, Ут­2, И­5, И­15 самолетсемпе вĕçнĕ. Вăрçăчченех вĕçев ăсталăхне илни ăна фронтра питĕ кирлĕ пулнă. Николай Селюшкин 1932 çулта техникумра вĕренекенскер, хăй ирĕкĕпе мартăн 13­мĕшĕнче çара тухса кайнă. Çар тивĕçне Мускавра пурнăçланă. Июль уйăхĕнчен пуçласа тепĕр çулхи ап рель уйăхĕччен Ленинград хулинче летчиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Ворошилов­ градра пилот ăсталăхне илнĕ. 1934 – 1935 çулсенче çар пилочĕ Киеври истребитель авиаэскадрильине çитнĕ. 1935 çулта вăл вырăс хĕрĕпе, 1912 çулта çуралнă Надежда Сычевăпа çемье çавăрнă. Фронтовик 1946 çулхи март уйăхĕнче мирлĕ пурнăçра ĕçлеме тытăннă: Моска­касси шкулĕнче учительте, Сĕнтĕр районĕн хатĕрлев пункчĕн ертÿçинче, кинофикаци пайĕн ертÿçинче, социаллă хÿтлĕх ертÿçинче тăрăшнă.

Саппасри офицер çÿл тÿпешĕн тунсăхланă. Штурман тата летчик Аткарскри вĕренÿ цен­трне вĕçеве таврăннă. Унти вĕренÿ курсĕн­че вăл каллех тÿпене çĕкленнĕ, ăсталăха ÿстернĕ, Як­18 самолетпа вĕçнĕ. Ĕнерхи сал­так вĕренÿ программине «отлично» паллăпа вĕçленĕ, пысăк ăсталăхшăн ăна Тав çырăвĕ парса чысланă. Николай Селюшкин КПСС райкомĕн штатра тăман пропагандисчĕ пул­нă, çамрăксемпе те, аслисемпе те ĕçленĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6