Хама вĕрентнĕ учителе тав тăватăп

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 10:13 Просмотров: 103

Хăнăхса кайнă йĕркепе кашни кун хаçат-журнал вулама тăрăшатăп. нумаях пулмасть ырă хыпар пĕлтĕмĕр: республика пуçлăхĕ Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа вăрçă ачисене 5 пин тенкĕ пама йышăннă.

Ирĕксĕрех ачалăх кунĕсем аса килеççĕ. Мăнтарăн вăрçă ачисем, нумайăшĕ çак хисепе тивĕçлĕ пулаймарĕ. Çывăх юлташсем пĕрин хыççăн тепри ĕмĕрлĕхех уйрăлса каяççĕ. Алра шкул сăн ÿкерчĕкĕ: «1959 çул, июнĕн 3­мĕшĕ» тесе çырса хунă хыçала. Çÿлтикасси шкулне йĕри­таврари 7­8 çухрăмшар ялсенчен нимĕнле çанталăка пăхмасăр пуçтарăнаттăмăр. Ирсерен тарăн варсенче кашкăрсем ÿлетчĕç. Вĕсене хăратма факелсем пĕрин хыççăн тепри çутататтăмăр (тимĕр патаксем çине краççынпа йĕпетнĕ пир­ авăр чĕркесе хатĕрлеттĕмĕр). Мĕнле тата мĕн чуль хура­шур курнине каласа пĕтерес çук. Çапах та çамрăк чухнехи вăхăтсене ырăпа кăна асăнатăп.

Акă пирĕн хими учителĕ Игорь Гаврилович Крысин пулнă. «Мĕншĕн­ха февралĕн 23­мĕшĕ ячĕпе кайса саламлас мар?» – тесе шухăшларăм. Мăнукăм Маша, Чăваш патшалăх университечĕн студентки, хаваслансах килĕшрĕ. Чи малтан ăна сăн ÿкерчĕк кăтартрăм. Тĕлĕнсех кайрăм, манăн 95 çулхи учитель пире ятпа тата хушаматпа анчах мар, хăш ялтан пулнине те астăвать. Кил­çурчĕ тирпейлĕ, ал айĕнчи вырăнта нумай­нумай кĕнеке, чылайăшĕ авторĕсем алă пусса парнеленисем (вăл вĕрентнĕ ачасем). Тем те аса илтĕмĕр, пылпа чей ĕçрĕмĕр, пĕр­икĕ çаврăм ĕлĕкхи чăваш юррисене те юрларăмăр. «Пирус нихçан та туртман, 45 çул хыççăн çăвара эрех яман, йĕлтĕрпе чупма пĕр­ик çул каялла анчах пăрахрăм. Малахова яратăп та, пĕрле юрлатăп, ташлатăп», – терĕ. Мăнукăма питĕ нумай пурнăçра кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Юратнă учитель Игорь Гаврилович! Тав сире. Малашнехи кашни кунĕ савăнăçлă пултăр. Ырă аса илÿсем, ырă самантсем ытларах пулччăр, ачисем, мăнукĕсем хăват парса тăччăр, Турă сывлăхне патăр.

Эпĕ Шомик ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнатăп. 36 çул хушши математика учителĕ пулса ĕçленĕ. 1943 çулта атте Хусанта сапера вĕреннĕ. Вăрçа тухса кайиччен пĕр каçлăх киле кĕрсе тухма пултарнă. Шăп 9 уйăхран эпĕ çуралнă кун атте 2 эрнелĕх госпиталь хыççăн отпуска килнĕ. «Ир­ирех кил хушшине тухрăм, чăрккăнтăм та тухрăн та ÿкрĕн. Ачана чĕрçитти çине пуçтартăм та пÿрте кĕрсе кăвапине татрăм, шыв ăшăтса чăпăл турăм, чĕркесе кăкăр çумне хутăм. Кăштах тĕлĕрсе кайнă, алăк сасси илтĕнчĕ, салтак кĕчĕ­тăчĕ», – каласа панăччĕ анне. Çĕнтерÿ кунĕнче Берлинта пулнă. «Стоя по пояс в ледяной воде обеспечивал переправу через Днепр», – тесе çырнă наградной лист çине. «4­5 çулхи нимĕç хĕр ачине вилĕмрен çăлса хăвартăм, халь пурăнать­ши?» – тенине питĕ лайăх астăватăп. Суранĕсем хытă аптăратнăран анне тухтăрсем патне кайма хушатчĕ. «Куç курать, урасем утаççĕ, алăсем тытаççĕ – эпĕ инвалид мар», – ответлетчĕ атте.

48 çула çитсен çывăрнă çĕртех вилсе кайрĕ, 5 ачине тăлăха хăварчĕ.Тайма пуç аннене.

Тамара Георгиевна ТЕРЕнТьЕВА (Ельмешкина).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6