Муркаш муниципалитет округĕ хăйĕн аталанăвĕнче тырă-пулă туса илессипе, обществăлла выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе, продукци тирпейлессипе, çурт-йĕрпе çулсем тăвассипе яланах ыттисемшĕн тĕслĕх шутланнă.
Ку ÿсĕм вара пĕччен-иккĕн вăй хунипе пулмасть. Хуçалăх ертÿçисем аталану çулне малалла пăхса палăртни, агрономсемпе зоотехниксем тата выльăх тухтăрĕсем хăйсен ĕçне наукăпа килĕшÿллĕ йĕркелени, уй-хирте е выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем технологие пăхăнса вăй хуни хăй вăхăтĕнче пирĕн енри кашни хуçалăхах ÿсĕм картлашкипе утма пулăшнă. Вăл çулсенче производствăра вăй хунисемпе ирттернĕ кашни тĕл пулурах çакă куç умне туллин тухать, тăрăшуллă ĕçленисене тав тума ыйтать. Чылай çул иртнĕ хыççăнхи пирĕн тĕл пулу та çапла пулчĕ. Кирек ăçта пурăнаканăн та хăйĕн шăпи, пурнăç çулĕ, ÿсĕмĕ, ăраскалĕ. Çакăн пирки çиччĕ виçсе «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра тăван округăмăрта вун-вун çул каялла ферма ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ социализмла ăмăрту дневникне тишкертĕм. Сĕт сăвакансен, сысна çăвăрлаттаракансен тата самăртакансен, пăрусем ÿстерекенсен кашни уйăхсерен пичетленнĕ ĕç кăтартăвĕсемпе тата уншăн тăрăшнисен ячĕсемпе паллашрăм. Çак кăтартусене пăхнă чух «Свобода» хуçалăхри Кашмашри сысна ферминче сыснасем çăвăрлаттарассипе тимленĕ Таисия Калашникова ячĕ çине-çинех тĕл пулчĕ. 1980-мĕш çулсенчи ĕç ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе вăл тăтăшах малтисен ретĕнче пулнă. 1989 çулхи нарăс уйăхĕ пуçланнă тĕле хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни тĕп амаран 12,3 çура тата тĕрĕслемелли амасенчен 6,7 çура илсе Таисия Афанасьевна пĕтĕмĕшле кăтартăва 254 çурана çитерсе хуçалăхри сысна пăхакансем хушшинче мала тухнă, муниципалитет округĕнчи ĕç хастарĕсен йышĕнче те ырăпа палăрнă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май пурнăçне ял хуçалăхне халалланă ĕç ветеранĕн кун-çулĕпе çывăхарах паллашма, нумай çул хушши ял хуçалăхĕнче тăрăшнăшăн тав тума иртнĕ кунсенче Кашмашра пурăнакан асанне патне çитсех килме шутларăм.
Кил хушши алăкĕ патне пымалли çула тирпейлĕ уçни кунта пурнăç çынни пурăннине çирĕплетет. Картишĕнче те кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Пÿртелле иртетĕп, анчах кунта пĕртте 88 çулхи асанне пурăннă пек туйăнмасть: кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур –тирпейлĕх хуçаланать. Çаксене курса асанне пĕччен пурăнмасть тесе хак патăм. Ăна çирĕплетсе ман ума ĕç ветеранĕн ывăлĕ Лева тухрĕ.
– Юрать çамрăклăхра вăй пур чух ĕçрен пăрăнса тăман. Паян вара утма та йывăртарах. Муркка кушакăма ачашланă чухне иртнĕ çулсене аса илетĕп те хамăр вăхăтри ĕçченсемшĕн, вĕсемпе малашлăха пăхса пĕрле ĕçленишĕн савăнатăп. Юлташ-тантăшăмсенчен чылайăшĕ паян çук пулин те, вĕсенчен кашниех халĕ те куç умĕнче. Вĕсемпе ирлесе тул çутăличченех шăкăл- шăкăл калаçса фермăна тухса утассăн туйăнать, – пуçларĕ калаçăва ывăлĕ антарса панă тутлă чее сыпса илсе «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăх ветеранĕ. Çакăнтан пуçларăмăр эпир унăн аса илÿ çăмхине. Асанне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн 1937 çулта Шаптак Муркашра нумай ачаллă çемьере пиллĕкмĕш çуралнăскер, вăрçă йывăрлăхне тата çав вăхăтри пурнăç нушине йăлтах хăй витĕр кăларнă. Оханяç хĕрĕ 5 çул тултарсан ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе каяççĕ. Ачисен малашлăхĕшĕн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăшманпа тан мар çапăçăва кĕнĕскер, вăл фронтран таврăнайман.
– Манашкал ашшĕсĕр ÿснĕ ачасем ялта йышлăччĕ ун чухне. Паян вара хам çуралса ÿснĕ çемьерен эпĕ кăна пурăнатăп.ь Çулсем иртеççĕ, анчах вăрçă вĕçленнĕ хыпар яла çитнине паян та лайăх астăватăп. Шаптак уй-хир бригадинчеччĕ эпир ун чухне. Çĕнтерÿ çинчен хыпар илтсен пĕрисем ташлама, теприсем пĕр-пĕрне ыталаса макăрма пуçларĕç. Эпĕ ун чухне 8 çултаччĕ, – терĕ асанне умри саппун вĕçĕпе куççульне шăлса.
Ашшĕне фронтра çухатнă Таиç аппа ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ачаллах туйса илнĕ. 7 класс пĕтернĕ тĕле хĕр шухăшĕ кĕнĕрен çипуç çуккине, çара уран шкула çÿрес килменнине ăнланса пĕтĕмпех çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. 1959 çулта Кашмашри Николай Калашникова качча тухсан вăл пенсичченех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунă. Ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Кашмашри сысна ферминче ирттернĕ. Ĕçлекен çыннăн алă усса ларма вăхăт çук. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра выльăх пăхакан килте те вĕсене йышлă тытнă: ĕни, пăрăвĕ, сыснисем, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи. Пахчара та кашни тăваткал метр çĕрпе туллин усă курнă.
– Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытсах эпир хамăр пурнăçра мăшăрăмпа иксĕмĕр, каярахпа 4 ывăл пулăшнипе, пурăнмалли икĕ пÿрт лартрăмăр, ытти хуралтă çавăртăмăр, – аса илчĕ Таисия Афанасьевна.
«Свобода» хуçалăхăн сысна ферминче 21 çул ытла ĕçленĕскерĕн ушкăнĕнче яланах 30 амапа 2 – 3 аçа пулнă. Тухăçлă ĕçлес тĕллевпе, ирлесе килти выльăхсене пуçтарсан, вăл 4 сехетрех фермăна тухса утнă. «Никам та хăваламан, хамăрах завода кайнă пек çÿреттĕмĕр. Сивви-ăшшине те, юр-çумăрне те пăхса тăман.
Тĕллевре – сысна амисене иртерех апат парассиччĕ. Амасене лайăх пăхнăран манăн ушкăнри сысна çурисем те шултра пулатчĕç. Ку вара савăнтаратчĕ, хавхалантаратчĕ», – терĕ ĕç ветеранĕ. Çакăнта асанне вăл вăхăтра фермăра халăх йышлă ĕçленине, сысна апатне картлампа йăтнине, килти сыснасене те апат пĕçерсе панине каласа пачĕ.
– Пĕçерсе çитернĕрен килти сыснасен какайĕ тутлă пулатчĕ. Çавăнпа вĕсене хамăра çиме те, сутма та меллĕччĕ. Сутса тунă укçи вара йăлтах ачасене тумлантарма тата пÿрт-çурт çавăрма каятчĕ, – терĕ кинемей эпĕ хăйĕн ĕç ĕмĕрĕпе кăсăкланнишĕн тав туса.
Анатолий БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
