Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи ачасем пурнăç йывăрлăхне ĕçре тÿссе ирттернĕ. Ашшĕсем вăрçăран Çĕнтерÿпе таврăнни тата ырă малашлăха шанса мирлĕ ĕçе кÿлĕнни çамрăк ăрăва та ыранхи пурнăçпа пурăнма хавхалантарнă. Çав ĕмĕтпех вĕсем шкулта вĕреннĕ, ыттисемпе пĕрле анлă пурнăç çулĕ çине тухнă. Унăн тути-масине туллин курнисем паян кашни ÿсĕм хыçĕнчех уйрăм ĕçченсен тăрăшулăхĕ тăнине палăртаççĕ. Пур çыннăн та хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, телейĕ... Пурнăç кĕнекине те, тĕпрен илсен, вăл хăй çырать. Çавăнпа та тăруках пĕри маттур, тепри начар тесе хаклама та çук вĕсене. Çапах та шаннă ĕçре
тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнисем, ыттисене ырă тăвассипе палăрнисем кун-çул анлăшĕнче уйрăм тав сăмахне тивĕç.
Çÿлерех калани Юнкăпуçĕнче пурăнакан Рикса Шаламковăпа (сăн ÿкерчĕкре) тĕл пулса калаçсан та ман ума туллин тухрĕ. Пирĕн калаçу Муркаш муниципалитет округĕ 81 çул тултарнă вăхăтра пулса иртрĕ. «Кун пек пăхсан эпĕ те тăван округ тантăшĕпе пĕрех. Анне мана вăл йĕркеленнĕ хыççăнах – 1948 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче – кун çути панă. Çавăнпа та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратнин пысăк пайĕ те манăн куç умĕнче пулса иртрĕ», – сĕтел хушшине ларма сĕнсе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ĕç ветеранĕ. Палăртса хăваратăп, 77 çулхи Рикса Ивановна паянхи чыс-хисепе ачаран пĕрер утăм çывхартнине эпĕ унпа ларса калаçнă хыççăн лайăх ăнлантăм. Ку çеç те мар, унăн пурнăç çулĕнчен, вăл пурнăçланă ĕçĕсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Анчах ăна юмах тесе калаймастăн. Вăл – пирĕн хушăмăрти чăн пулăм. Рикса Ивановнăпа Алексей шăллĕ фронтовик çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕр ĕçне юратнăран ачисем те çирĕп хресченсем пулса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче вĕсем пурнăç хури-шурне самай астивнĕ. Анчах нăйкăшса ларман. Фронтовик çемйинчи ачасем вĕренес ĕмĕтлĕ пулнине пăхмасăрах мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне пулăшмалла ĕçпе туслашнă: пахчара йăран пуснă-çумланă, çĕр улми лартнă-кăларнă, пахча çимĕç акнă-пуçтарнă, ашшĕ-амăшне пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен хăвармасăр курăк çулса типĕтнĕ тата пуçтарса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.
– Тăван çĕршыва вăрçă хыççăн ура çине тăратасси çăмăл марччĕ. Ачасен те алă усса ларма вăхăт çукчĕ. Юрать-ха паян эпир пурнăçланă ĕçсене тивĕçлипе хаклаççĕ. Тавах уншăн паянхи пуçлăхсене, – терĕ асанне пÿлĕм тăрăх вăр-вар уткаласа. Пурнăç хури-шурри тенĕрен, вăл Рикса Ивановнăн витре хĕррипе юхнăнах тулли пулнă. Çамрăклах йывăрлăх умĕнче алă усман хĕр ачана ял пурнăçĕ хăратман. Вăл аслă пĕлÿллĕ ял хуçалăх специалисчĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Тырă-пулă, çĕр улми, пахча çимĕç тухăçне ÿстерсен ял пурнăçĕ те ырă еннелле улшăнасса хĕр аслă классенчех ăша хывнă. Анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Çапла вара Юнкăри вăтам шкул хыççăн пирĕн ентеш Шупашкарти пир-авăр фабрикине ĕçе вырнаçать. Анчах вĕренес шухăш ăна самантлăха та канăç паман. Хăйсен пахчи хыçĕнчи Яшка варĕнче вăрçă çулĕсенче касса пĕтернĕ вăрмана çĕнĕрен чĕртес ĕмĕт ăна шкул хыççăн аслă пĕлÿ илме йыхравлать. Шутланă – тунă. Икĕ çул фабрикăра вăй хунă хыççăн пирĕн ентеш Шупашкарти ял хуçалăх институтне зоотехника вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ пикене ĕç çулĕ малтанах «Новая Юнга» хуçалăха илсе çитерет. Кунти ĕçсене йĕркелесен парти райкомĕ ăна «Сеятель» хуçалăха куçма ыйтать. «Унти лару-тăру пăрусем сахал пулнипе, сыснасем йышлă вилнипе çыхăннăччĕ. Çăмăл маррине ăнлансах 1985 çулта ĕçе кÿлĕнтĕм. Тăрăшсан йывăрлăх парăнать. Çапла вара 1987 çул тĕлне выльăх отрасльне тупăш çулĕ çине кăлартăмăр», – каласа парать вăл вăхăтра Юнкăпуçĕнчен Нискассине кунсерен 6 çухрăм çуран утнине палăртса. Çамрăк специалист тĕрлĕ çулта хамăр районти «Новая Юнга», «Сеятель» хуçалăхсенче, «Передовик» совхозра ĕçленĕ.
– Пур çĕрте те вăл вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Çак тĕллевпех фермăсенче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси малти вырăнтаччĕ. Çакă продуктивлăх çине те ырă витĕм кÿретчĕ. Астăватăп-ха, «Новая Юнга» хуçалăхăн Çармăçкассинчи сысна ферминче амасене пĕр вăхăтра çăвăрлаттарассине ĕçе кĕртрĕмĕр. Ку вăл хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ технологиччĕ. Асăннă мелпе ĕçленĕрен хуçалăх пĕрре çăвăрлаттарнă чухне 5000 çурана яхăн илетчĕ. Çурасене вăл вăхăтра ял çыннисене нумай сутнăран пĕрлехи тупăш куç умĕнчех ÿсрĕ, – каласа парать иртнине куç умне кăларса ĕç ветеранĕ. Агропромышленость производствине аталантарассипе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн указĕпе Рикса Ивановнăна 1990 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ят панă.
Пурнăçра хăй вырăнне тупнă çынсене эпир яланах пысăка хурса хаклатпăр. Чун килĕштернипе суйласа илнĕ профессие алла илни çеç мар, çак ĕçре чылай çул вăй хурса ĕçлесе чыс-хисеп, ят-сум çĕнсе илни, ыттисене пулăшни чăн телей тата савăнăçпа мăнаçлăх палли мар-и-ха; Çын ĕçне шута хураканăн кунта хирĕçле хурав пулаймасть те. Шăпах çакăн пек çынсен йышĕнчен тесе шутлатăп эпĕ Рикса Шаламковăна. Унăн ĕç пухмачĕ те тулли. Пултаруллă та ырă кăмăллă зоотехника ялта пурăнакансем, ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсем хисеплеççĕ, çамрăксене унран вĕренме тата тĕслĕх илме ыйтаççĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
