Сăн ÿкерчĕкре Чуманкассинчи Культура çуртĕнче фронт валли хÿтлĕх сетки çыхса пулăшаканĕсене куратăр (пĕр ĕçчен сăн ÿкерчĕке лекеймен). Коллектив пысăк мар, апла пулин те вĕсем пĕрле пысăк ĕç тăваççĕ, кашниех яваплăха туйса тăрăшать. Сетка çыхма чуманкассисенчен вĕрентĕмĕр тесе каланине ытти ялта сетка çыхакансенчен пĕрре кăна мар илтнĕ эпĕ.
– Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах эпĕ те салтаксем валли мĕн те пулин юрăхлă ĕç тума пултарăп-ши терĕм. Ку ыйту пирки турайсемпе калаçнăччĕ те вĕсем мана ку енĕпе ĕçлеме хавхалантарчĕç. Хама хам шантăм, çынсемпе пĕр шухăшлă пулсань пулатех терĕм. Çыхма пуçласси çăмăллăнах пулмарĕ. Малтан вырăнĕ те çукчĕ ăна валли, çак ĕçе тытăнассине хирĕçле калаçакансем те пулчĕç. Мухтав Турра, тавах çыхма хутшăнакансене, пĕр шухăшлăн пулса пуçларăмăр-пуçларăмăрах. Çак вăхăт тĕлне эпир çынсен вăйĕпе сахал мар ĕç турăмăр.
2023 çулхи августăн 4-мĕшĕччĕ ун чухне. Ĕçлемелли вырăн çукран Чуманкассинчи Нинăпа Александр Замятинсем патĕнче вăл енчи çынсемпе 2 уйăх çыхрăмăр. Декабрь– март уйăхĕсенче Шарпашра хамăр килте ĕçлерĕмĕр. Мăшăр, Римма Ефимова, Лиза Максимова çыхрăмăр, Мария Петуховăпа Людмила Борисова хăйăвне касрĕç. Çанталăкĕ те ăшăтса пычĕ, май – август уйăхĕсенче Шарпаш урамĕнче çыхрăмăр, çак ĕçе Лиза Максимова та хутшăнчĕ. Çапла майĕпен Чуманкассинчи Культура çуртĕнче ĕçлеме тытăнма та май килчĕ. Пире Андрей Троицкий волонтер çыхма вĕрентрĕ, чăнах та кăткăс ĕç, йăлтах ÿкерчĕк çинчи пек туса пымалла. Ытти территори пайĕнчен çыхма вĕренме килчĕç. Хамăр вара халĕ никĕсне ваçкассисенчен çыхма вĕрентĕмĕр, унччен ăна туяннă. Çапла ĕçлесе пыратпăр, – каласа парать Нина Маркова.
Мăшăрĕ, Виталий Марков, килте окоп çурти тăвать, малтанхи партипе кăна 687 штук пулнă, ун хыççăн туни те чылай. Паллах, килти кукăльпе пельмене лавккарипе танлаштараймăн, ăна та сахал мар хатĕр-лесе ăсатнă Марковсен килĕнчен. Паянхи куна чуманкассисем 4 пин те 117 тăв. метр сетка çыхнă, ĕç малалла пырать. Вĕсем икĕ волонтер организацийĕпе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне çынсем нуски чылай çыхса панă, тĕслĕхрен, Шарпашри Людмила Волкова ку енĕпе нумай тăрăшнă, Чуманкассинчи Анфиса Николаева минтер çийĕпе простынь чылай çĕленĕ. Çавăн пекех çынсем тĕрлĕ япала, çимелли пухаççĕ. Укçа пухассипе те самай ĕçлеççĕ ку тăрăхсем, акă нумаях пулмасть Культура çуртне спектакль курма пыракансем те çак ĕçе хутшăнчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла, Нинăпа Виталий Марковсен ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыв лăпкăлăхне хÿтĕлет.
– Кашни салтака пулăшас килет, вĕсем эпир тăрăшнине туйса тăччăр, кунта хатĕрленĕ посылкăсем ăçта кăна çитмен пулĕ. Отпуска килекенсене пушă алăпа ямастпăр, вĕсене хÿтлĕх сеткипе тĕрлĕ япала, çимĕç парса яратпăр. Май пур таран тăрăшатпăр. Пирĕнпе пĕрле ĕçлекен тата салтаксене пулăшма хутшăнакан хĕрарăмсене çитсе килекен уявпа саламлатăп, чунтанах тав тăватăп, сывлăхĕ çирĕп пултăр вĕсен. Пĕрле кăна эпир çак ĕçе тума пултаратпăр. Коллективри кашни çын тăрăшуллă.
Çĕнтерĕвĕ хăвăртрах пултăрччĕ, салтакĕсем чĕрĕ-сывă таврăнччăрччĕ, – терĕ Нина Маркова.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
