Шăши сиенленине сиплетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 08:39 Просмотров: 46

Икĕ-виçĕ çул каялла килти пахчана çамрăк улмуççисем лартрăмăр, лайăх аталанса кайрĕç. Анчах кăçал юр сахалран, ăна вĕсем тавра çителĕклĕ купаламанран-ши, хăшне-пĕрне шăши кăшласа амантнине асăрхарăм. Улмуççисене мĕнле çăлса хăварма май пурри пирки пуян опытлă сад ăстисем мĕн шутлаççĕ-ши? Алексей ОРЛОВ. Мăн Сĕнтĕр сали.

Вулавçă нумай кил хуçине пырса тивекен ыйтăва хускатать. Вăл кăçал нумай пахчаçăна канăçсăрлантарать тесе шутлатăп. Юр хулăнăшĕ çÿхерен чăнах та хĕл каçа чылай сад-пахчара шăшисем улмуççисене кăшласа пысăк сиен кÿме пултарнă. Çавăнпа та вулавçăн ыйтăвне шута илсе эпир Тереç ялĕнче пурăнакан Александр ШАРИКОВ сад ăстипе çыхăнтăмăр. Александр Матвеевич пирĕн вулавçă хускатнă ыйтăвне тĕплĕн тишкерчĕ те çакăн пек сĕнÿ пачĕ. Вăл пуриншĕн те усăллă пуласса шанатпăр.

- Ял çынни ĕмĕртенпе кашни кил хуçалăхрах улмуççи ÿстерет. Теприсен ĕçĕпе паллашатăн та вĕсем чăн-чăн сад пахчи ĕрчетеççĕ тейĕн. Çавăнпа та улмуççисене таса-сывă пăхса тăрасси кашни ял çыннинех пырса тивет. Хĕл каçа килти улма-çырла пахчинчи çамрăк улмуççисене шăши е мулкач кăшласа суранлатнине те пахчаçăн ĕç практикинче час-часах тĕл пулатпăр. Хăвăр пахчара кунашкал вырăнсене асăрхасан, вĕсем хăйсем тĕллĕнех юсанĕç тесе ĕçе хăй еккипе ярассинчен асăрхаттаратăп. Çав йывăçсен малашлăхĕ пирки те пахчаçăн паянах шухăшламалла, йывăçсене сыватассипе ĕçлеме пуçламалла. Уйрăмах мулкачсем йывăç вулли тавра çĕрĕ евĕр кăшласа сăтăр туни пахчаçăшăн питех те хăрушă шутланать. Кун пек чухне улмуççин çÿлти пайне аталанма вулă тăрăх сĕткен куçасси чарăнать. Çавна май пахчаçă умне шăрăх çанталăкра туратсем е улмуççи хăй те типсе-хăрса ларас пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Тÿрех пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар, маларах асăрханă инкекпе вăхăтлă ĕçлесен хăрушлăха сирсе яма пулать. Пахчаçă садри хăш-пĕр йĕркене пăхăнса çуркунне пуçламăшĕнче вăхăтлă ĕçлесен сиенленнĕ улмуççисене сыхласа хăварма пулать. Ку тĕлĕшпе ăста пахчаçăсен усăллă мелсем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри - улмуççин сиенленнĕ вырăнне кĕпертмеслечĕпе сыпасси. Сыпма сивве лайăх тÿссе ирттерекен улмуççи çинчен касса илнĕ пĕр çулхи сывă туратсемпе вăхăтра та тĕллевлĕ усă курмалла. Улмуççине çăлас ĕçе пуçăнас умĕн йывăçăн кăшланă вырăн çывăхĕнчи вуллине тата сыпма каснă сапана лайăх çуса тасатмалла. Анчах сиенленнĕ вырăна сад çĕççиппе е ытти хатĕрпе пачах тĕкĕнмелле мар. Çакăн хыççăн вулă çинчи кăшланă вырăнтан аялти тата çÿлти хуппине «Т» саспалли евĕр касмалла. Сапана вулă çывăхне тытса сыпмалли вырăнсене паллă тăватпăр. Сапанăн пĕр вĕçне тăршшĕпе 4-5 см чалăшшăн пĕр тикĕс касатпăр. Сыпма усă куракан сапан улмуççи вуллипе тачă çыпăçса тăтăр тесе унăн тепĕр вĕçне те асăннă виçерен кăштах кĕскерех илсе çивĕч çĕçĕпе чалăш касатпăр. Астăвăр: сыпмалли сапан тăршшĕ вулă хуппине «Т» саспалли пек каснинчен кăшт вăрăмрах пулмалла. Сапан вĕçĕсене каснă хупă айне асăрханса чикмелле, вĕсене вырнаçтарнă май сыпнă сапан пĕкĕ евĕр курăнмалла. Суран пĕчĕкрех пулсан сыпма икĕ сапанпа усă курмалла. Сапансем ытларах пулни улмуççин çÿлти пайне сĕткенпе лайăхрах тивĕçтерме май парать.

Ĕçе вĕçленĕ хыççăн сыпнă вырăна 2 см сарлакăш полиэтилен хăюпа чĕркесе çыхмалла. Суранланнă вырăна сад маçĕпе сĕрмелле. Чалăш каснă сапан вĕçĕ пĕтĕмпех улмуççи вуллипе çума-çумăн çыпçăнса тăмалла тата хупă айĕнче пулмалла. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк йывăçа сиен ан кÿтĕр тесен пахчаçăн сыпнă вырăна шăлапирпе е урăх мĕнпе те пулин хупласа сулхăн тумалла. Çавăн пекех кил хуçин сыпнă улмуççине вăхăтран вăхăта шăварасси пирки те манмалла мар. Сыпнă сапан çинче папаксем çурăлма пуçăнсан вĕсене çийĕнчех татса илмелле. Çак меслетпе вăхăтра сыпнă улмуççисем сывă юлĕç те тĕрĕс-тĕкел пăхса тăрсан çу каçа сире тутлă та сĕтеклĕ панулмипе савăнтарĕç. Сирĕн сад-пахча илемĕ те куç умĕнчен çухалмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6