Цифра системи аталаннă вăхăтра обществăри йĕркелĕхе пăсакансем те хăйсен «ĕçне» çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та округри йĕрке хуралçисем палламан номерпе шăнкăравлакан кĕсье телефонĕсем урлă сирĕн патăра иккĕленÿлĕх çуратакан ыйтусемпе тухакансемпе асăрхануллăрах пулма ыйтаççĕ. Ку çула мошенниксем юратни, вĕсем хăйсене шанакансемпе çыхăнăва кĕрсе кĕске вăхăтрах пиншер-миллионшар тенкĕ вăрлама пултарни паянхи пурнăçра час-час тĕл пулакан преступлени пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах уйрăм граждансен тимлĕхĕ те пирĕн обществăра йĕрке пăсассине ура хунине палăртмалла. Кунашкал тĕслĕх пирĕн округра пулчĕ те ĕнтĕ.
Нумаях пулмасть каç пулса пынă вăхăтра пĕр мошенник шкул ачин номерне кĕрсе кайса унпа çыхăну йĕркеленĕ, сăлтав тупса ăна хăратса пĕтернĕ. Арçын ача вара йăмăкĕ патне ача садне каяс вырăнне телефонпа хăратакана итлесе урăх вырăна кайнă.
«Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ĕçлекен хĕрарăм ывăлĕ йăмăкне илсе килнипе кăсăкланса ун патне шăнкăравлама пуçланă. Ывăлĕ телефон тытманни ăна пăшăрхантарнă. Шăпах çав вăхăтра мошенниксем амăшне ывăлĕ хăйсен аллинче пулни тата ăна пулăшма 200 пин тенкĕ кирли çинчен пĕлтернĕ. Çак вăхăтра хĕрарăм патĕнчен фабрикăра пĕрле ĕçлекен Алексей Лаптев чăх-чĕп операторĕ иртсе пынă. Çарта 1992 – 1994 çулсенче Таджикистанти чикĕ хуралĕнче пулнă, хыççăн пенсие тухиччен районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ арçын хĕрарăм хăранине курса унпа мĕн пулнипе кăсăкланнă. Хĕрарăм хăй инкеке лекни пирки, унран хăтăлма пысăк укçа кирли çинчен пĕлтернĕ. Отставкăри чикĕ хуралçи, шалти ĕçсен пайĕн тивĕçлĕ канури ветеранĕ çухалса кайман. Хĕрарăма телефонпа нимĕнле ĕç тума та чарса вăл пĕр тăхтаса тăмасăр округри шалти ĕçсен пайĕпе çыхăннă, пулса тухнă лару-тăрупа паллаштарнă. Йĕрке хуралçисем оперативлă ĕçсем туса ирттерсен çеç чăнлăхра мошенник шăнкăравлани те, арçын ача инкеке лекменни те çиеле тухнă.
Пулса иртнине тивĕçлĕ хак парса Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников подполковник иртнĕ кунсенче чăх-чĕп фабрикине çитсе унти ĕç коллективĕпе тĕл пулу ирттерчĕ, вĕсен ĕçтешĕн тавçăрулăхĕ пысăк инкеке сирме пулăшнипе паллаштарчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ветеранне вăл тивĕçлĕ канура та обществăри йĕркелĕхшĕн тăрăшнишĕн ырă сунса Тав çырăвĕпе чысларĕ (сăн ÿкерчĕкре). Кунпа пĕрлех Михаил Мефодьевич фабрика ĕçченĕсемпе ирттернĕ калаçура мошенниксемпе асăрхануллă пулмалли пирки, вĕсем хыççăн кайма юраманни çинчен каласа пачĕ, мошенниксен тĕрлĕ чеелĕхĕпе паллаштарчĕ.
«Моргаушская» чăх-чĕп уçă акционер обществин генеральнăй директорĕ Юрий Алексеев та хăйсен ĕçченĕн тавçăрулăхĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. «Пурнăçри йывăрлăхсене эпир пĕрле пулсан çеç çĕнме пултаратпăр», - терĕ пирĕнпе сывпуллашнă май Юрий Николаевич.
Паян каласа пани пирĕн вулавçисемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
