Иртнĕ эрнере Муркаш муниципалитет округĕнче Правительство кунĕ пулчĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерчĕ. Çак ĕç пирки тĕплĕнрех çырса кăтартатпăр. 30,8 пин çын (2023 çул кăтартăвĕ тăрăх) пурăнакан Муркаш округĕ муниципалитет пĕрлĕхĕсен интеграллă рейтингĕнче 14-мĕш вырăн йышăнать. Пирĕн округ Чăваш Республикин экономикине хывакан тÿпене 2023 çул кăтартăвĕ тăрăх 1,5 процент (тавар туса кăларса сутлăха ăсатни, тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерни) шайĕнче хаклаççĕ. Демографи лару-тăрăвĕ, кадрпа бюджет тата логистикăпа инфраструктура ыйтăвĕсемпе ĕçлессипе, историпе культура потенциалĕ тĕлĕшпе муркашсем вăтам шайра. Промышленность производствин тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне шута илнипе Муркаш округĕ аграрипе промышленность экономика профильлĕ. Округ экономикине выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ыттисенчен пысăкрах тÿпе хывать, аш-пăш, сĕт-çу продукцине туса илессипе ытларах ĕçлеççĕ. Юлашки 5 çулта сахал мар ĕç тунă Правительство кунне хутшăнакансене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов 2020 - 2024çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кашни сферăри ĕç-хĕле тишкерчĕ, малашнехи задача çинче чарăнчĕ, 2025 - 2030 çулсем валли йышăннă Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ проектсене тишкерчĕ. Муркаш округĕ тĕллевлĕ ĕçлесе пынипе юлашки тапхăрта татах та хăтлăрах, пурăнма меллĕрех пулса пыни курăнать, юлашки пилĕкçуллăхра экономикăра та инфраструктура енĕпе лайăх кăтартусем тума пултарнă. Округ территорийĕнчи со циаллă пурнăçпа экономика кăтартăвне ÿстерессинче, инвестици политикине лай ăхлатассинче вырăнти бюджет тĕп вырăн йышăнать. Бюджет шайлашулăхĕпе тивĕçтернĕ, пухăннă парăм çук. Иртнĕ çул вырăнти бюджет тупăшĕ 1,5 млрд яхăн тенкĕпе танлашнă (2023 çул шайĕпе ÿсĕм 23 процент). 2023 çулхипе танлаштарсан, округри вăтам ĕç укçи 24 процент ÿснĕ, 52691 тенкĕпе танлашнă. Ку республикăри вăтам кăтартуран 15 процент (республикăра 62163 тенкĕ) пĕчĕкрех. Шалу шайĕпе муркашсем республикăра 5-мĕш вырăнта. Пысăкрах ĕç укçипе округра çаксем тивĕçтереççĕ: «Сеспель» ЗАО, «Алпроф» ООО, «ДСМ-групп» ООО, Муркашри кирпĕч завочĕ, «Дублин» ООО, А. Вязов ИП.
Юлашки 5 çулта вырăнта продукци туса илсе сутлăха ăсатнă калăпăш 1,5 хут ÿснĕ, 6 млрд тенкĕрен (2020 çул) 9 млрд тенкĕне (2024 çул) çити ÿснĕ. Вăл шутра -промышленность тата тивĕçтерÿ производствинче - 6,5 млрд тенкĕ ытла. Кунта «Сеспель» ЗАО тата «Муркашри кирпĕч завочĕ» АО тÿпи пысăк пулнине палăртмалла. Ваккăн тавар сутасси иртнĕ çул кăтартăвĕ тăрăх 1,5 млрд тенкĕпе танлашнă, çак ĕç пилĕк çулта 30 процента (2020 çулта 1162 млн тенкĕрен 2024 çулта 1493 млн тенкĕ таран) яхăн ÿснĕ. Обществăлла апатлану калăпăшĕ - 220 млн тенкĕ, 5 çулхи ÿсĕм - 2,5 хут. Экономика аталанăвне капитал хывакансене пур енлĕ витĕм кÿресси, инвестици илĕртÿлĕхĕпе тивĕçтересси, харпăр хăй ĕçне аталантаракансене, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçакансене пулăшасси - тĕп задача. 2020 - 2024 çулсенчи инвестици калăпăшĕ 5,5 млрд тенкĕпе танлашать, вăл шутра 2024 çулта - 1,2 млрд тенкĕ. Отчетлă çулта 917 млн тенкĕлĕх 44 инвестици проекчĕ пурнăçланă, 36 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра 878 млн тенкĕлĕх 21 проект вăя кĕртес ĕç пырать. Унсăр пуçне 1 млрд яхăн тенкĕлĕх 10 инвестици проекчĕпе ĕçлеме палăртнă. Юлашки çулсенче агропромышленность секторĕн чылай кăтартăвĕ ÿсĕмлĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче мĕнпур продукци туса илнин калăпăшĕ 5,5 млрд тенкĕпе танлашать. 2020 çулхипе - ÿсĕм икĕ хут. Продукци калăпăшĕн индексĕ 109,7 процент. Ку - муниципалитетсем хушшинчи чи лайăх кăтарту. 5 çул пĕтĕмлетĕвĕпе - 142 процент, республикăра 2-мĕш вырăн. Округра ял хуçалăх производствинче 18 организаци, 70 фермер хуçалăхĕ, çавăн пекех 9 потребитель кооперативĕ ĕçлет. Иртнĕ çул 280 млн çăмарта туса илнĕ, ку - республикăри чи пысăк кăтарту, 40 пин тонна сĕт туса илнин кăтартăвĕ республикăра 3-мĕш вырăнта, 3 пин ытла тонна аш туса илнипе республикăра 6-мĕш вырăнта. Иртнĕ çул 42 пин ытла тонна тыр-пул акса тунă. Ака-суха тумалли лаптăк 23,3 пин гектар, кĕрхи культурăна 4907 гектар çинче акса хăварнă. Çак 5 çулта АПК 27 субъекчĕ 132 млн тенкĕлĕх пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарма паракан гранта тивĕçнĕ. Çавăн пекех асăннă тапхăрта 980 млн яхăн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарнă, вăл шутра 2024 çулта- 296 млн тенкĕлĕх. Иртнĕ çулта АПК сферинче 450 млн ытла тенкĕлĕх 12 инвестици проекчĕ вăя кĕртнĕ. Черетлĕ 5 çулта выльăх-чĕрлĕх продукцине 20 процент ÿстерме, ÿсен-тăран продукцине 8 процент, грант пулăшăвĕпе усă куракансен йышне 30 процент ÿстерме тĕллев лартнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çул-йĕрне тата искусствăлла сооруженисене юсама, тытса тăма иртнĕ çул 175 млн ытла тенкĕ тăкакланă, 2020 çулта - 108,2 млн тенкĕ. 5 çулта çул-йĕр фончĕ икĕ хута яхăн ÿснĕ, 437,5 млн тенкĕ. Çак тапхăрта ялсен чиккисенчи 33,2 км çула 83 млн тенкĕлĕх юсанă, вăл шутра 2024 çулта - 3,2 км 13 млн тенкĕлĕх. Пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче (5 çулта) 95 çулăн 66 км çинче 146 млн тенкĕлĕх юсав ирттернĕ, иртнĕ çул - 14,5 км 46 млн тенкĕлĕх. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» наци проекчĕ шайĕнче 2020 çултанпа 27 км яхăн 8 автоçул 127,5 млн тенкĕлĕх юсанă, вăл шутра 2024 çулта - 6 км 32 млн тенкĕлĕх.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине ÿстересси тата инфраструктурăна аталантарасси – çитес çулхи тĕп задачă- сенчен пĕри. 5 çулта эксплуатацине кĕртнĕ пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕ - 103 пин тăваткал метр, иртнĕ çул - 21,5 пин тăваткал метр. Ку - республикăри 3-мĕш кăтарту. 2020 çултанпа тĕрлĕ программăпа 199 çемье 236 млн тенкĕлĕх хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă, вăл шутра - 51шĕ тăлăх ача. Отчетлă çулта - 34 çемье 70 млн тенкĕлĕх. 2025 çул задачи – çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатмалли программăсене пурнăçлассипе малалла ĕçлесси, 28 çемьене 59 млн тенкĕлĕх çурт-йĕрпе тивĕçтересси. 2020 çултанпа шывпа тивĕçтермелли 105 объектра 255 млн тенкĕлĕх юсав ирттернĕ, 2024 çулта - 13 объектра -48,5 млн тенкĕлĕх. Вăл шутра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕ шайĕнче 0,3 млн тенкĕлĕх 1 юсав (5 çулта - 41 объект), пуçарулăх бюджечĕн программипе 48 млн тенкĕлĕх 12 объект (5 çулта - 62 объект). Республика программи шайĕнче 2024 çулта нумай хваттерлĕ 10 çуртра 9 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ирттернĕ.
«Çĕнĕ йышши хула хутлăхĕ йĕркелесси» проект шайĕнче юлашки 5 çулта 13 картиш тата обществăлла территоринче 61 млн тенкĕлĕх хăтлăх ĕçĕсем ирттерме пултарнă. Иртнĕ çул Муркашри пĕве таврашĕнчи обществăлла территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе вĕçленĕ, ĕç хакĕ 6 млн тенкĕ. Округ умĕнче ЖКХ сфери тата хăтлăх тĕлĕшпе çакăн пек задача тăрать: шывпа тивĕçтерес 12 объектра капиталлă юсав тумалла, нумай хваттерлĕ 9 çуртра капиталлă юсав иртмелле, Муркашăн тĕп лапамĕнче хăтлăх кĕртмелле, автомобиль çул-йĕрне тăвассипе, юсассипе малалла ĕçлемелле, йăлари çÿпĕ-çапă сортламалли комплекс тумалла, ТКО полигонне реконструкцилессин проектне хатĕрлемелле.
Округра 34 вĕренÿ организацийĕ ĕçлет, вăл шутра 19 шкул,11 ача сачĕ, хушма вĕренĕвĕн 4 учрежденийĕ. Шкулсенче 2950 ача вĕренет. 2020 - 2024 çулсенче вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине палăрмалла лайăхлатма май килнĕ. 13 шкулта «Точка роста» центр уçнă. Вĕренÿ организацийĕсене 100 проценчĕпех «Сферум» цифра платформипе çыхăнтарнă. Шкулсене 15 çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ.
Пушарпа террор хăрушлăхĕнчен сыхланма, медицина пÿлĕмĕсене тивĕçтерме 6 млн тенкĕне яхăн тăкакланă. Юлашки 5 çулта грант конкурсĕсене хутшăнса шкулсемпе ача сачĕсем хушма 3 млн тенкĕ явăçтарнă, 6 учитель Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне, 111 яшпа хĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине, 520 ĕçлекен тата вĕренекен çамрăк округ пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Муниципалитет федерацин «Земство учителĕ» программăна хутшăнать, ун шайĕнче 3 педагога ĕçе вырнаçтарнă. Çитес çулсем валли вĕренÿ сфери çакăн пек задача лартать: 7 шкулта тата 2 ача садĕнче капиталлă юсав ирттермелле, 7 шкул тата 2 ача сачĕн территорийĕсенче хăтлăх кĕртмелле, хăрушсăрлăх сийлĕ футбол уйĕ тата çивиттиллĕ модульлĕ футбол манежĕ тумалла. Кăçал «Колокольчик» ача садне ĕçлеттерме пуçламалла, çак объекта 219,3 млн тенкĕ укçа хывнă. Ярапайкассинчи шкулта 92,7 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕ ирттермелле.
Округра 42 культурăпа кану учрежденийĕ, 31 библиотека, 3 музей тата 1 искусство шкулĕ ĕçлет. Юлашки 5 çулта 13 учрежденире юсав ирттернĕ, вăл шутра 5-шĕнче капиталлă юсав. Ярапайкассинче 33,2 млн тенкĕлĕх Культура çурчĕ тунă, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 5,5 млн тенкĕлĕх модульлĕ клуб хута янă. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче модельлĕ 2 библиотека уçнă, 10 млн тенкĕ тăкакланă. Стационарлă культура учрежденийĕсем çук ялсенчи халăха культура услугипе тивĕçтерес тĕлĕшпе 9 млн тенкĕлĕх автоклуб туяннă, унпа ялсене 21 хутчен тухса кĕнĕ.
Художество пултарулăхĕн 17 ушкăнĕ сцена тумĕ, 15 учреждени сасă оборудованийĕ çĕнетнĕ, 13 клуб валли музыка инструменчĕ туяннă. Çак ĕçсем валли вырăнти бюджетран кăна 15 млн тенкĕне яхăн тăкакланă. 2024 çулта республикăн «Культура аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Турайри Культура çуртĕнче 15,7 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ирттернĕ тата модернизаци тунă. Çитес 5 çулта культура сфери умĕнче çакăн пек задача тăрать: Юнкăри Культура çуртĕнче капиталлă юсав ирттермелле, Муркашри Культура çуртĕнче кинозал уçмалла, Тури чăвашсен музей çуртне тата клуб йышши 3 учрежденине техника экспертизи туса хакламалла, клуб йышши 2 учрежденире юсав ирттермелле, модельлĕ 3 библиотека тăвассипе документсем хатĕрлемелле. Тĕп задача - Муркашра 350 çын вырнаçмалăх культура аталанăвĕн центрне тăвасси. Юлашки 5 çулта округра 5 ФАП тунă, 26,5 млн тенкĕ тăкакланă, сывлăх сыхлавĕн 14 объектĕнче юсав ирттернĕ, 167 млн тенкĕ расхутланă. Федерацин «Земство тухтăрĕ» программа пурнăçланма тытăннăранпа - 48 çынна, вăл шутра иртнĕ çул 3 врача ĕçе вырнаçтарнă, «Земство фельдшерĕ» программăпа иртнĕ çул 2 фельдшер ĕç вырăнĕллĕ пулнă.
Учрежденисене медицина техника оборудованийĕпе 71 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Сывлăх сыхлав сферинчи задача çакăн пек: Муркашри тĕп больница поликлиникине тумалла, сывлăх сыхлавĕн 13 объектĕнче капиталлă юсав ирттермелле, Кăпасра ФАП тумалла. Хĕрарăм консультацийĕнче юсав ирттермелле тата ăна валли оборудовани туянмалла. Мăн Сĕнтĕрти поликлиника çуртĕнче капиталлă юсав тумалла.
- Юлашки 5 çулта хамăр округ аталанăвĕшĕн эпир сахал мар ĕç тума пултартăмăр. Кашни кăтартуллă ĕç хыçĕнче округ пуласлăхĕшĕн куллен тăрăшакан çыннăн ĕçĕ тăрать. Пирĕн çынсен ăнăçлăхĕшĕн тăрăшса округа аталанма пулăшнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне, регион правительствине, округ çыннисене, ĕç коллективĕсене, депутатсене, пур шайри ертÿçĕне тав тăватăп. Малашнехи çулсем татах та ăнăçлăрах пуласса шанса тăратăп. Пĕрле кăна эпир умри задачăна пурнăçлама пултарăпăр, - терĕ округ пуçлăхĕ Алексей Матросов.
Проектсем, инвестицисем...2025 - 2030 çулсем валли йышăннă Чăваш Республикин Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе ĕçлеме пуçлатпăр. Муркаш округĕпе программăна 2 драйвер-проект кĕртнĕ. Çакă округа масштаблă аталантарма май парĕ. Пĕрремĕшĕ - Лантăш тăрăхĕнче агротехнопарк йĕркелесси. Вăл пĕтĕм республикăн логистика тата продукци тирпейлессин лаптăкĕ пулĕ. Агротехнопаркăн тĕп зони - апат-çимĕç производствин комплексĕ, продукци йышăнакан терминал тата склад объекчĕсем. Инвестици калăпăшĕ 4 млрд тенкĕпе танлашмалла. Иккĕмĕшĕ - Атăл шывĕ хĕрринче Ильинка тата Васильевка выççăлкки çывăхĕнче туристсен кластерне аталантарасси. Республика хăнисене тата вырăнти халăха туризм услугипе тивĕçтерессине ÿстерме май паракан проект тăрăх «Ильинский» кану çурчĕн территорине хăтлăх кĕртмелле тата комплекслă реконструкцилемелле. Кунта активлă кану паркĕ пулĕ. Тĕрлĕ функционаллă спорт площадки тĕп вырăн йышăнĕ. Вăйра тăракан пристане аталантармалла. Проект тăрăх яхтăсене вырнаçтарма тата ăна тивĕçтерме кирлĕ мĕнпур инфраструктурăна вырнаçтармалла. Инвестици калăпăшĕ 3,5 млрд тенкĕ. Унсăр пуçне республикăри комплекслă программăна 20 инвестици проекчĕ кĕнĕ. Проектсем çак сферăсемпе çыхăннă: туризм, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çу-йĕрпе транспорт хуçалăхĕ, потребитель рынокĕпе услугăпа тивĕçтересси, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт, вĕренÿ, культура сферисем, социаллă сферăпа ĕç рынокĕ, экологи, пурнăç хăрушсăрлăхĕ. Инвестици проекчĕсене инвесторсем тупăнса пынă май тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ.
Программăра 161 инфраструктура проекчĕ, проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 6 млрд тенкĕ ытла. «Строительство тата ЖКХ» отрасльте 72 проект. «Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕ» отрасльте 25 проект. «Физкультура тата спорт» отрасльте 2 проект. «Вĕренÿ» сферинче 23 проект. «Культура» сферинче 10 проект. «Экологи» сферинче 11 проект. Çавăн пекех 14 мегапроект пурнăçланмалла, «Мой семейный центр» çемье МФЦ уçăлмалла тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле илсен Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ, территори сăн-сăпачĕ тата ытларах лайăхланмалла, 2030 çулччен пĕр пин çурă ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле.
Сăмах - министрсене
- Çак 5 çул хушшинче Муркаш округĕ самаях аталанма пултарнă пулин те, 2030 çулччен унта татах тепĕр 40 яхăн çĕнĕ проектпа ĕçлеме палăртатпăр. Малтан эпир ĕç тĕллевне лартатпăр, кайран вара мĕнпур вăя укçа-тенкĕ уйăрасси çине яратпăр. Çавăнпа та проект переченьне май пур таран анлăлатма тăрăшмалла. Эпир вара хамăр енчен пур енлĕ пулăшăпăр. Хальхи вăхăтра 2030 çулчченхи комплекслă программăна финансласси 1,2 трлн тенкĕпе танлашать, каярах ку сумма татах та ÿсет, çавăн пекех муниципалитетсем хушшинчи конкурентлăх та. Çавăнпа та активлăрах пулмалла, - терĕ пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков.
- 2024 çулта Муркаш округĕ ял хуçалăх производствинчи тавар туса илессине 10 процент майлă ÿстерме пултарчĕ. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекенни пулса тăчĕ. Округри пĕчĕк формăллă хуçалăхсен активлăхне те палăртас килет. Юлашки 5 çулта 27 фермер патшалăх пулăшăвĕпе усă курни округа ку енĕпе лайăх ĕçлекен 5 округ йышне кĕртме май пачĕ. Муркашсем малашне те ăнăçлă ĕçлессе шанатпăр, вĕсен проекчĕсем улма-çырла ÿстерессипе, тыр-пул управĕн ангарĕсем тăвассипе, сĕт сумалли блоксем тăвассипе, хăмла ÿстерессипе тата таварлăх пулă ĕрчетессипе çыхăннă, - терĕ вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
- Муркаш округĕнче хушма объектсем тăвассипе ытларах тăрăшмалла. Вăл глэмпинг, санаторипе курорт валли инфраструктура лайăхлатасси пулма пултарать. Инвесторсен ку енĕпе проектсем пуррине пĕлетĕп. Çавăнпа та туризм сферине çакăн йышши проектсем кĕртсе хăварнă. Муркаш округĕ - наци туризмĕн маршрутне аталантарассипе тунă тăхăр округран пĕри, - терĕ вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Регион пуçлăхĕ çапла хакларĕ
- Пĕтĕмлетсе каласан, эпир пĕрле юлашки тапхăрта самай ÿсме пултартăмăр, вăл шутра - Муркаш округĕ те. Округ аталанăвĕ çине вăл Чăваш Ен тĕп хулинчен инçе мар Шупашкарпа юнашар, Атăл шывĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçни, федерацин М7 автотрассипе çывăх пулни витĕм кÿрет. Кунта çынсем хăйсене аталантарма, çавăн пекех тĕрлĕ сферăри кăсăклă проектсене пурнăçлама пултараççĕ. Пирĕн тĕллев - юлашки 5 çулта пурнăçланипе усă курасси. Палăртнă инвестици проекчĕсене кĕске вăхăтра вăя кĕртессипе эпир округăн ертÿлĕх командипе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр. Çавăн пекех инвесторсем валли илĕртÿллĕ майсем туса парас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ регион пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство кунне пĕтĕмлетсе.
Олег Николаев округ администрацине 2025 - 2030 çулсем валли йышăннă Чăваш Республикин Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи шайĕнче территорин стратеги аталанăвне июлĕн 1-мĕшĕччен тума хушрĕ. Асăннă программа пĕтĕм республикăна çĕнелме пулăшмалла. Çав шутра - Муркаш округне те. Регион ертÿçи пĕрлехи ларăва хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Тăрăшуллисене – чыслав Регион ертÿçи Олег Николаев хастар ĕçченсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн культура ĕçĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн Кашмашри Культура çурчĕн ертÿçи Роза Петровна Николаева «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн «АГРИКО» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Валерий Владимирович Глушаков, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин производство ертÿçи Ольга Леонидовна Храмова, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕ Николай Альбертович Ушков Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата сехете тивĕçрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕн сертификатне çак çамрăксем тивĕçрĕç: Данилова Елена Павловна, Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ* Илугина Ольга Александровна, 5 номерлĕ «Рябинушка» ача садĕнчи хуçалăх ертÿçи* Кириллова Анастасия Анатольевна, «Тĕп библиотека системи» культура учрежденийĕн документсен секторĕн ертÿçи* Лебедев Алексей Игоревич, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ĕçченĕ* Лопатина Светлана Сергеевна, Ильинка шкулĕн математикăпа информатика вĕрентекенĕ* Николаева Ирина Вавиловна, «Тĕп библиотека системи» культура учрежденийĕн ертÿçин çумĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
